25 октября 2014 г.
Ĕçпе тивĕçтерекен пĕр вăхăтрах темиçе çĕрте вăй хуракан çынсене кăларса ярасси çинчен ĕçлев службин органĕсене пĕлтерме тивĕç-и?
РФ Ĕçлев кодексĕн 81 статйин 1 пайĕн 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн ĕç паракан пуçарăвĕпе ĕç килĕшĕвне пăрахăçламалли тĕп сăлтавсенчен пĕри предприниматель патĕнче тăрăшакансен, организаци йышне е штата чакарни шутланать.
Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен» саккунĕн 27 статйи тăрăх уйрăм предприниматель патĕнче тăрăшакансен, организаци йышне е штата чакарма йышăнсан тата ĕç килĕшĕвне пăрахăçлама палăртсан асăннă мероприятисене ирттерме тытăниччен ĕç паракан организацин - икĕ уйăх, ĕçпе тивĕçтерекен уйрăм предпринимателĕн икĕ эрне маларах çакăн пирки ĕçлев службин органĕсене çирĕплетнĕ йĕркепе çырса пĕлтермелле. Кун пек чухне вĕсен должноçне, профессине, специальноçне, квалификаци тĕлĕшĕнчен ыйтнине, уйрăм çыннăн ĕçшĕн тÿлемелли условийĕсене кăтартмалла. Енчен те йыша е штата пĕчĕклетни çынсене йышлăн кăларса ярассипе çыхăннă тăк çав мероприятие тытăниччен виçĕ уйăх маларах хыпар çитермелле.
Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн саккунпа тата ĕç прависен виçисемлĕ нормативлă правăн ытти акчĕпе, коллектив килĕшĕвĕпе, вырăнти норма акчĕсемпе çирĕплетнĕ гарантисемпе компенсацисене пĕр вăхăтрах темиçе çĕрте вăй хуракансене те тулли виçепе параççĕ. Çÿлерех асăннине тĕпе хурса ĕçпе тивĕçтерекенĕн саккунпа палăртнă вăхăтра халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсене йыша е штата, çав шутра пĕр вăхăтрах темиçе çĕрте тулаш условисемпе тăрăшакансене, чакарасси çинчен те пĕлтермелле.
Источник: "Хыпар"