14 августа 2014 г.
Предприятисемпе организацисем ĕç вăйĕ ытларах ыйтма пуçлани юлашки çулсенче уйрăмах сисĕнет. Паян ĕçсĕр пĕр çын пуçне 4 ваканси тивет. Тăватă çул каялла вара пĕр вакансишĕн ĕçсĕр виçĕ çын тупăшнă. Вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ хĕрсемпе каччăсем те ĕçе - хăйсем тĕллĕн те, служба органĕсем пулăшнипе те - çăмăллăнах вырнаçма пултараççĕ.
Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ кăтартусем тăрăх професси пĕлĕвĕн заведенийĕ пĕтернисенчен 58-шне ĕçсĕрлĕх статусĕпе регистрациленĕ. Çав йышран 37-шĕ - 2013 çулта, 21-шĕ кăçал вĕренсе тухнисем. Урăхла каласан иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 41,4 процент сахалрах.
Цифрăсем тата фактсем
2014 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче ĕçлев службин органĕсем професси пĕлĕвĕ илнĕ 287 çамрăка вырăн тупса панă /ĕç шыраса пынисен йышĕн 71,9 проценчĕ/. Вĕсенчен 62,4 проценчĕ - профессин вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕ, 37,6 проценчĕ аслă шкул пĕтернисем. Вырнаçнă кашни иккĕмĕш çамрăк специалист хăйĕн профессийĕпе /специальноçĕпе/ ĕç тупнă. Вĕренсе тухнă хыççăн ĕçсĕр шутланнă çамрăксенчен электрогазосварщике, электросварщике, инженера, менеджера тата повара вырнаçмашкăн çăмăлрах пулнă.
Статистика тăрăх - техникумсемпе колледжсенче «Апат-çимĕç продукчĕсен тата потребитель таварĕсен технологийĕ» /52 çын/, «Экономика тата управлени» /13 çын/ профессипе /специальноçпе/ вĕренсе тухнисем республикăри ĕçлев службин органĕсенчен пулăшу ытларах ыйтнă. Аслă шкул дипломĕллĕ çамрăк специалистсенчен экономистсем тата управленецсем, çавăн пекех гуманитари тата педагогика факультечĕсенчен вĕренсе тухнисем ĕçсĕрсен йышĕнче нумайрах.
Вĕренĕвĕн уйрăм заведенийĕ тăрăх та хаклама май килет. Канашри строительство техникумĕ /26 çын/, Çĕнĕ Шупашкарти политехника техникумĕ /20 çын/, Шупашкарти машиностроительнăй техникум /11 çын/ тата Мускав патшалăх автомобильпе çул-йĕр техника университечĕн Атăл тăрăхĕнчи филиалĕ /МАДИ, 12 çын/ пĕтернĕ хыççăн ĕçсĕррисен йышне тăнисем ытларах.
Банкри резюме
Професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăксене ĕçе вырнаçтарас енĕпе паракан патшалăх пулăшăвĕсенчен чи пĕлтерĕшли вĕсене валли профессие тата специальноçа кура юрăхлă ĕç суйласа илесси шутланать.
Патшалăхăн 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтересси» программăна пурнăçласа республикăри ĕçлев службин органĕсем «Ĕçĕн малтанхи вырăнĕ» мероприяти ирттереççĕ. Унпа килĕшÿллĕн профессин вăтам пĕлĕвĕ илнĕ, пуçласа ĕç шыракан 18-20 çулсенчи ĕçсĕр 120-рен кая мар çамрăка вăхăтлăх вырнаçтарма палăртнă. Çапла майпа йĕркеленĕ ĕçе хутшăнакансен пĕрлехи тупăшĕ икĕ пайран - ĕçпе тивĕçтерекен тÿлекен шалуран /чи пĕчĕк ĕç укçи виçинчен сахал мар/ тата служба центрĕ пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарнинчен /ĕçсĕрлĕх пособийĕн чи пĕчĕк виçинчен тата унăн икĕ виçинчен иртмен сумминчен - пĕтĕмпе 1700 тенкĕ таран/ - йĕркеленет.
Çакна финанслама республика бюджетĕнчен 769,2 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа вăхăтлăх ĕçе професси пĕлĕвĕ паракан учрежденирен вĕренсе тухнă 69 çамрăка йышăннă, вĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармашкăн 160 пине яхăн тенкĕ тăкакланă. Ĕçлевĕн вăхăтлăх килĕшĕвĕпе вăй хунă май çамрăк специалистсем хăйсен профессийĕ тĕлĕшпе опыт пухма, çавăн пекех асăннă организацире яланлăх юлмашкăн хăйсене лайăх енĕпе кăтартма пултараççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен порталĕсенче /www.chuvash.regiontrud.ru/ вĕренсе тухнисен резюме банкне йĕркеленĕ, унпа усă курса ĕçпе тивĕçтерекенсем çамрăк кадрсем пирки васкавлă информаци илеççĕ тата вырăнсене специалистсемпе çирĕплетеççĕ.
Çамрăк специалистсене шыраса тупма меллĕ пултăр тесе резюмене вĕсем вĕренÿ заведенийĕсенче илнĕ професси /специальноç/ тăрăх вырнаçтарнă.
Банка ĕç шыракансем çитернĕ çĕнĕ резюмепе куллен пуянлатаççĕ. Паянхи кун тĕлне унта вĕсен шучĕ 300-е яхăн. Банкăн пысăк пайĕ /71 процент/ профессин аслă вĕренĕвĕн учрежденине пĕтернисем панă резюмерен тăрать.
Татах вĕренмелле
Çамрăк специалистсен ĕç рынокĕнчи конкуренцире çĕнтерме пултараслăхне ÿстерес тĕллевпе служба центрĕсем экономика пĕлĕвĕ паракан аслă шкул, техникум, колледж пĕтернисене 1С «Предприяти», 1С «Бухгалтери», 1С «Суту-илÿ тата склад», «Шалу тата кадрсем» программăсемпе килĕшÿллĕн квалификацие ÿстерме яраççĕ. Унсăр пуçне вĕсене менеджментăн тĕрлĕ программипе /персонал, коммерци ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти енĕпе/ ăсталăха пуянлатма, «илемлетекен дизайнер», «интерьер дизайнерĕ», «ПЭВМпа смета палăртасси» тата ытти профессипе квалификаци илме сĕнеççĕ. Техника профессийĕллисене «программист» специальноçа алла илмешкĕн ултă уйăхлăх курса яраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа професси вĕренĕвĕнче 56 çамрăк специалист пулнă, тивĕçлĕ хăнăху илнĕ хыççăн вĕсенчен 45-шĕ шалуллă вырăн тупнă.
Паянхи кун тĕлне служба органĕсен арсеналĕнче ĕç шыракан граждансене психологи хÿтлĕхĕпе тата социаллă адаптаципе тивĕçтермелли 20 ытла программа пур. Çав шутра вĕренсе тухнă çамрăксем валли ятарласа хатĕрленисем - «Тантăш», «Çамрăк специалист», «Ĕçе вырнаçмалли технологи», «Карьерăна палăртасси», «Ăнăçу технологийĕ» тата ытти. Пуçласа ĕç шыракан хĕрсемпе каччăсем тата професси вĕренĕвĕн учрежденийĕнчен тухнисем валли çулталăк пуçланнăранпа профориентацин «Карьера кунĕн» 44 мероприятине ирттернĕ. Вĕсене хутшăннисенчен 39-шĕ яланлăх вырăн тупнă, 21-шĕ професси вĕренĕвне кайнă. Психологи хÿтлĕхĕн тренингĕсенче тата ĕç рынокĕнчи социаллă адаптаци программисенче 31 çын пулнă. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăри район-хулара çамрăксене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе вакансисен 13 ярмăрккине йĕркеленĕ.
Источник: "Хыпар"