отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Урмарском районе ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Йывăр самантра пулăшу параççĕ

26 декабря 2012 г.

Ĕç çинчен чăвашсен мĕн чухлĕ каларăш çук пулĕ, анчах вĕсен тĕп пĕлтерĕшне пĕринпе те уçса пама пулать пулĕ: «Ĕç пуйтарать, ĕç çăкăр çитерет». Çакна уйрăмах тĕрлĕ сăлтавсене пула ăна çухатсассăн туйса илетĕн.

Вăрмар районĕнчи çынсене ĕçпе тивĕçтерекен хысна учрежденийĕнчен кашни кун çынсем татăлма пĕлмеççĕ. Акă 2012 çулхи çак тапхăрта кунта пулăшу ыйтса 1177 çын пынă. Чылайăшĕ мĕнле те пулин вырăн тупса парасса кăна мар, чуна килĕшекен ĕç сĕнессе кĕтет. Çакна центр специалисчĕсем яланах ăшра тытаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кунта планпа пăхнă кăтартусене ирттерсе пурнăçлаççĕ. Цифрăсен чĕлхи çине куçар-ха. Енчен те 2012 çулта 1025 çынна ĕçпе тивĕçтерме палăртнă пулсан, декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак кăтарту 1038па танлашнă, ку - 101,3 процент.

Пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнас тесен алă усса лармалла мар. Ун пек çынсем центр пулăшăвĕпе туллин усă курас тесе ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Чи анлă сарăлнисенчен - ял тăрăхĕсене тухса çÿрени (çакăн валли пур кирлĕ оргтехникăпа тивĕçтернĕ автомашина пурри çинчен çырнăччĕ эпир), ваканси ярмăрккисем ирттерни. Вун пĕр уйăхра вĕсене 7 хут ирттернĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, предприятисемпе, организацисемпе, учрежденисемпе тачă çыхăнса ĕçлени те пысăк витĕм кÿрет. 2012 çулта центр çакăн пек 22 организацие видео çыхăну (Skype) тытнă. Вĕсем: «Илем» ФСК, Вăрмарти АТП, Вăрмарти тĕп больница, «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» патшалăх унитари предприятийĕ, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти, Кивĕ Вăрмарти вăтам, Чулкасри, Кĕлкешри, Çĕнĕ Кинчерти тĕп шкулсем, С.Афанасьев, Н.Михайлов, Е.Лаврентьев уйрăм предпринимательсем, Вăрмар райповĕ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, «Чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмарти ветеринари станцийĕ» патшалăх учрежденийĕ, районти почтамт, «Водоканал», «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх» ертсе пыракан компани, райпон «Общепит», «Вăрмар пасарĕ», «Диалог-Софт» тулли мар яваплă обществăсем. «Электронлă ĕç паракан» «Демо» версипе 10 организаципе хресчен (фермер) хуçалăх ĕçлет. «Электронлă ĕç паракан» документсене интернет урлă йышăнма, ыйтса çырнисене хуравлама, вакансисен списокĕпе паллашма, хут ĕçне чакарма тата информацие оперативлă пĕлтерме май парать. Урăхла каласан, çын килтен тухмасăрах хăйне кирлĕ информацие тупма пултарать.

Каларăмăр ĕнтĕ, центр 1038 çынна яланлăх е вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ, çав шутра ĕçсĕр 186 гражданин. Çакă каллех тĕрлĕ организацисемпе тачă çыхăнса ĕçленĕрен килнĕ. Акă, сăмахран, 75 ĕç паракан 1295 ваканси пурри пирки сведенисем панă. Куратпăр, çакăнпа усă куракансем йышлă пулнă. Пайăррăн илсессĕн, 138 çынна обществăлла ĕçпе тивĕçтернĕ. 14-18 çулсенчи çул çитмен çамрăксене те вĕренÿрен ирĕклĕ вăхăтра - каникул кунĕсенче, уроксем хыççăн - ĕçлеме май туса парас тесе организацисемпе тата предприятисемпе килĕшÿсем тунă, çапла майпа 376 çамрăк хăйсен аллипе укçа ĕçлесе илме пултарнă. Килĕшĕр, çемьешĕн ку курăмлă пулăшу. Вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă ĕнерхи 4 студента та вăхăтлăх ĕçе вырнаçма пулăшнă. Ĕç шырас тĕлĕшпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ 10 çынна та ĕç тупса пама пултарнă. Ĕçсĕр инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа 2 сусăр çынна валли «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен» МУПа тата В.Енькова уйрăм çын предприниматель предприятине 50 пин тенкĕ уйăрса панă. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене ĕçе вырнаçма та 60 пин уйăрнă (2 çын). Вĕсен ĕç вырăнĕсем «Светлана» тулли мар яваплă обществăра, Е.Лаврентьев уйрăм çын предприниматель патĕнче. «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятие инвалид ачана çитĕнтерекене вырнаçтарнă, çак тĕллевпе 30 пин тенкĕ уйăрнă.

Патшалăхăн предприниматель ĕçне йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăрса памалли программипе те туллин усă кураççĕ кунти специалистсем. Çак пулăшупа 4 çын усă курнă, вĕсене 5880-шер тенкĕ куçарса панă. Çĕнĕ ĕçе хăнăхма нихăçан та çăмăл пулман. Çавăнпа та ĕçсĕр граждансене пулас профессипе паллаштарасси йăлана кĕнĕ, 11 уйăх хушшинче 54 çын пулас професси пирки тĕплĕ канаш илнĕ. Социаллă адаптаци те кирлĕ кунта. Килекенсене, çакна шута илсе психологи тĕлĕшĕнчен, рынок системинче хăнăхса пыма çăмăлрах пултăр тесе тĕрлĕ программăсемпе те ĕçлеççĕ, кăçалхи 11 уйăхра 100 çын çак енĕпе тавра курăмне пуянлатнă.

Вăрмарти ĕçпе тивĕçтерекен службăра пултаруллă, опытлă, анлă тавра курăмлă специалистсем вăй хураççĕ. Вĕсем халăха офисра йышăннипе кăна çырлахмаççĕ. Центрта консультаци пункчĕ йĕркеленĕ. Вăл эрнере пĕрре çула тухать: инспекторсем çынсемпе тĕл пулаççĕ, вакансисем, хушма професси илмелли меслетсем пирки пĕлтереççĕ, патшалăхăн ĕçлев программисемпе паллаштараççĕ, ыйтусем çине хуравлаççĕ.

2012 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче центрта шута илнĕ ĕçсĕррисен йышĕ чакса пыни палăрать. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 46 ĕçсĕр çын пулнă. 2011 çулхи çак тапхăр тĕлне шутра тăнисем - 63. Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,4 процентран 0,31 таран чакнă.

Центр пушă ĕç вырăнĕсемпе çыхăннă патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалли майсене анлăлатас тĕллевпе кирлĕ информаципе стендсем, Интернет страница, пĕлтерÿ киоскĕ урлă паллаштарать. Интернет сайтра ятарлă баннер йĕркеленĕ, унта вакансисен банкне çĕнетсех тăраççĕ.

Çитес çул Чăваш Республикинче 2013-2015 çулсем валли ĕçсĕр инвалидсене, сусăр ачасен ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшас тĕлĕшпе йышăннă программăна ĕçе кĕртмелле.

Центр ĕçченĕсем хăйĕн тивĕçне яланхи пекех пысăк яваплăхпа пурнăçласа, пулăшу ĕçĕсене лайăхлатса пырать.

2013 çулта та асăннă программăсем ĕçлĕç. Вĕсемпе килĕшÿллĕн инвалидсемпе (3 çын) нумай ача çитĕнтерсе ÿстерекен ашшĕ-амăшĕсене (2 çын) ĕçпе тивĕçтерме палăртнă. Ĕçлев центрĕ çынсене ытти енĕпе те кăçалхи пекех пулăшу парса пырĕ. Вакансисем пирки те аса илтерес килет. Районти 36 организаци тĕрлĕ ĕç вырăнсем сĕнеççĕ: вĕсен шутĕнче врачсем, бухгалтерсем, çĕвĕçсем, сутуçăсем, водительсем, сварщиксем, механизаторсем. Вакансисем йышлă ĕçлес текене ĕç тупма пур енĕпе май пур.

Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=590&pos=16&id=252571

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика