отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Урмарском районе ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Предприниматель пулас килет-и?

22 октября 2013 г.

Ĕçсĕр граждансен хушшинче предприниматель пуçарулăхне аталантарасси - ĕçлев службин органĕсенсемшĕн эффективлă мелсенчен пĕри.

2013 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче Чăваш Енре 103 ĕçсĕр çын харпăр хăй бизнесне йĕркелемешкĕн субсиди шучĕпе 58,8 пин тенке тивĕçнĕ. Ĕçлев органĕсем çак тĕллевпе ăна республика бюджетĕнчен пĕтĕмпе 6 млн тенке яхăн уйăрнă.

Юридици сăпатĕнче тăнине, уйрăм предприниматель пулнине е хресчен /фермер/ хуçалăхĕ йĕркеленине патшалăх регистрацийĕ тумалли документсене хатĕрлемешкĕн 26 ĕçсĕр гражданин 22 пин ытла тенкĕлĕх пĕр хут паракан финанс пулăшăвне илнĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин асăннă хÿтлĕх мелĕпе харпăр хăй ĕçне уçмашкăн усă курнисенчен 34-шĕ - ĕç шыранă чухне йывăрлăха кĕрсе ÿкнисем, çав шутра: çул çитмен çамрăксене çитĕнтерекен хĕрарăмсем, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ, пенси ÿсĕмне çывхаракан çынсем тата инвалидсем.

«Аспект» вĕрентÿпе методика центрĕ» ДПО акционер обществипе, «Интеграл» технопарк» НПпа, «Бизнес технологийĕн шкулĕ» тата «Чăваш Республикинче пĕчĕк бизнеса пулăшас енĕпе ĕçлекен агентство» АНОсемпе пĕрле предпринимательлĕх никĕсĕн ыйтăвĕсемпе вĕренÿпе консультацин 43 семинарне ирттернĕ, вĕсене 551 çын хутшăннă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика