отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Урмарском районе ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Сочи хулине, Олимп вăййисене…

27 апреля 2013 г.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти коопераци техникумĕнче Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби йĕркеленипе вакансисен республикăри ярмăркки иртрĕ. Унта асăннă служба ертÿçин çумĕ Мефодий Архипов, Шупашкар хулинчи ĕçлев центрĕн пуçлăхĕ Анатолий Малов, «Сочи - 2014» йĕркелÿ комитечĕн официаллă поставщикĕн - «Адэкко» ОООн яваплă çыннисем - проект менеджерĕ Александр Пахомов, персонал суйласа илес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Мария Цветкова тата Даниил Колотушин специалист хутшăнчĕç.

Хура тинĕс хĕрринчи хулара ĕçлес кăмăллисем йышлăн пухăнчĕç. Çамрăксен хушшинче аслă ăру çыннисем те пулчĕç паллах. Вĕсем хăйсемшĕн килмен-ха, ун пеккисене çывăх çыннисене пулăшас туртăм килтен хăваласа кăларнă. Тăнлавĕ кĕмĕлленнĕ арçын çакна пытармарĕ - аслă шкултан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă мăнукĕ ĕç тупаймасть-мĕн. Тĕл пулăва килмешкĕн унăн май килмен. Кукашшĕ ĕнентернĕ тăрăх - çывăрса тăман. Тĕлĕнмелле, 14 сехетчен хуп турттараканскере хапăлласа йышăнакан тупăнĕ-ши?

Ваканси ярмăрккин тĕллевĕ - Олимп тата Паралимп вăййисене хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта вăхăтлăх ĕçлемешкĕн республикăра пурăнакансене йыхравласси.

«2014 çулхи нарăс уйăхĕн 7-23-мĕшĕсенче Сочире ХХ Олимп тата пуш уйăхĕн 7-16-мĕшĕсенче ХI Паралимп вăййисем иртесси пирки пурте пĕлетпĕр. Сирĕн тата çывăх тăванăрсен çак мероприятие хутшăнмашкăн тата тÿпе хывмашкăн, ăсталăха туптамашкăн, çынсемпе çыхăну тытса опыта пуянлатмашкăн май пур. Кунсăр пуçне тивĕçлĕ шалăва тивĕçетĕр, - терĕ ярмăрккана уçнă май Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Анатолий Малов. - Тата Раççей историйĕнче пĕрремĕш хут иртекен Олимп вăййисене хăвăр куçăрпа сăнаса тăма пултаратăр».

Анатолий Борисович палăртнă тăрăх - «Адэкко» ООО кунашкал мероприятисене йĕркелес енĕпе пуян опыт пухнă. Пысăк компани тĕнчери 60 çĕр-шывпа хутшăнса ĕçлет, вăл Лондонри, Туринри, Ванкуверти вăйăсене хатĕрленсе ирттерме сумлă тÿпе хывнă.

Асăннă фирмăн проект менеджерĕ Александр Пахомов çирĕплетнĕ тăрăх - Олимп тата Паралимп вăййисене ирттермешкĕн çĕнĕрен 14 объект çĕкленĕ. Тупăшусене 140 пин çын пырса курмалла. Автомобиль çулĕсене çĕнĕрен 500 км, ту çинчен анмалли тăрăха 150 км тăснă, ту çинчен ярăнса анакансем валли 4 курорт çĕкленĕ, кивĕ отельсене реконструкциленĕ. Олимп тата Паралимп вăййисене пухăнакан 600 пин хăна ыйтăвне тивĕçтерекенсен 100 пин çынлă йышĕ пухăнать. «Адэкко» ООО шăпах персоналшăн яваплă тытăм шутланать. Олимп вăййине хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта вăхăтлăх ĕçлемешкĕн - 8300 ытла, Паралимп валли 2500 яхăн çын кирлĕ пулать. Мероприяти иртнĕ хыççăн вĕсене салатса яраççĕ.

Александр Пахомов персонала суйласа илмелли йĕрке çинче чарăнса тăчĕ, пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Ĕçлĕ калаçу хыççăн компани представителĕсем çынсемпе куçа-куçăн хутшăнма пултарчĕç, Сочи хулине каяс тĕллевлисем вара анкета çырчĕç.

«Адэкко» ООО йыхравлать

«Сочи - 2014» йĕркелÿ комитечĕн официаллă поставщикĕ «Адэкко» ООО Олимп тата Паралимп вăййисем вăхăтĕнче ĕçлемешкĕн вакансисем уçни пирки пĕлтерет.

Вĕсен тĕп çул-йĕрĕ:

l Транспорт /водительсем, парковщиксем, транспорт менеджерĕсем/*

l Логистика/Склад/ логистсем, складра ĕçлекенсем, погрузчик водителĕсем/*

l Информаци технологийĕсем/ИТ/ Телеком специалисчĕсем/*

l Сервис /объектсене пăхса тăрасси/ Олимпиада ялне пăхса тăрасси/*

l Апатлану йĕркелесси /апатлану точкисен управляющийĕсем, сервис персоналĕ/*

l Рабочи специальноçĕсем*

lСпортпа çыхăннă хăйне евĕр позицисем тата ытти те.

Пĕтĕмпе 200 ытла ваканси сĕнеççĕ. Чăн та, вĕсенчен пĕри те строительствăпа çыхăнман.

Сочири Олимп тата Паралимп вăййисене хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта вăхăтлăх ĕçлеме каякансене меллĕ условисем кĕтеççĕ:

lПулăшу парасси пирки «Сочи - 2014» йĕркелÿ комиссийĕпе пĕрле Килĕшÿ çирĕплетеççĕ*

l Тивĕçлĕ шалу илеççĕ*

l Вăхăтлăх проектсем 2013 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 2014 çулхи пуш уйăхĕччен суйласа илнĕ специальноçа кура тĕрлĕ тапхăра /1 уйăхран тытăнса 6 таран/ тăсăлаççĕ*

l Сочи хулинче пурăнмалли вырăнпа тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ*

l Ĕçленĕ вăхăтра экипировка /ятарлă тум/ параççĕ*

l Ĕçленĕ вăхăтра апатлантарассине йĕркелеççĕ*

l Сочи хулинче ĕç вырăнне тÿлевсĕр илсе çÿретеççĕ*

l Ĕçе пуçăнас умĕн малтанхи тата ятарлă тренингсем ирттереççĕ*

l Нацин 1-мĕш /лĕ проектне хутшăнма май туса параççĕ*

l Пысăк та туслă, профессионалсен коллективĕ чăмăртама шантараççĕ.

Мĕнрен тытăнмалла?

Эсир 18 çул тултарнă тата Раççей гражданинĕ шутланатăр, Сочири Олимп тата Паралимп вăййисене хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта унта вăхăтлăх ĕçе вырнаçас тетĕр пулсан пултарулăхăра тата чун туртăмне кура тивĕçлĕ ваканси суйласа илĕр те малалла талпăнăр. Чи малтанах анкета çырса электрон почтăпа çÿлерех асăннă компание ярса памалла. Ăна илнĕ хыççăн «Адэкко» ООО специалисчĕсем сирĕнпе çыхăнаççĕ. Хăшĕ-пĕрин тест тĕрĕслевĕ витĕр тухма тивĕ. Сăмах май, спорт вăййисене пĕтĕм тĕнче халăхĕ пухăннине кура акăлчан чĕлхине пĕлнине пысăка хурса хаклаççĕ.

Хăрушсăрлăх служби сирĕн пирки тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн фирма представителĕ ĕç сĕнет. Килĕшĕве вырăнта çирĕплетеççĕ /чирлесен больничнăй тÿлессипе е отпуск парассипе çыхăннă пунктсене унта кĕртмеççĕ/. Çакна та хушса хăвармалла: вăхăтлăх ĕç вырăнне кайнипе çыхăннă çул çÿрев тăкакне килĕшÿ срокĕ вĕçленсен саплаштараççĕ.

Асăннă компани ĕçлев службипе çирĕп çыхăнура пулнă май анкетăна ĕçпе тивĕçтерекен центрта пама юрать. Унтан ăна «Адэкко» ОООна çийĕнчех çитереççĕ. Унсăр пуçне асăннă службăрах Сочири вăхăтлăх ĕçпе çыхăннă ыйтусемпе консультаци илме май килет.

Кандидатсен резюме ямалли электрон почтин адресĕ: Adecco@Sochi2014.com.

Вăхăтлăх мĕн пур ваканси пирки пĕлтернине йĕркелÿ комитечĕн сайтĕнче - www.jOB.SOCНI2014.COM - çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче вырнаçтараççĕ.

Хаклă ентешĕмĕрсем, сире Сочири Олимп тата Паралимп вăййисене хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта вăхăтлăх ĕçлемешкĕн хапăлласах чĕнеççĕ. Май пур чухне çак мелпе усă курма тăрăшăр, спортăн çÿллĕ шайри ăмăртăвĕсене хăвăр куçпа курса ларма пултарни - ĕмĕр асăнмалăх пулăм вĕт.


Валентина СМИРНОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика