отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Урмарском районе ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ - тĕп вырăнта

24 ноября 2012 г.

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин пуçлăхĕ С.Димитриев, Федераллă службăн территори органĕн ЧР патшалăх статистикин пуçлăхĕ Э.Максимова, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Дмитриева, ЧР Патшалăх техника надзорĕн начальникĕн заместителĕ А.Кузьминов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов тата ытти яваплă çынсем хутшăнса Кавал, Кĕтеснер, Кĕлкеш, Пинер ял тăрăхĕсенче пулчĕç, строительство объекчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, вырăнти халăхпа курнăçса калаçрĕç.

Информаци кунĕн тĕп темисем: Чăваш Республикин 9 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2012 çулхи бюджет политики, ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи 124 номерлĕ «Ял халăхне пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассин хушма мерисем çинчен», пирус туртассине хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттересси.

Кавал ял тăрăхĕ. С.Димитриев ертсе пыракан ушкăн Кавалти Культура çуртĕнче пулчĕ.Асăннă ял тăрăхĕ «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн конкурс çÿнтерÿçи пулнă. Çавна май Культура вучахне, ял тăрăхĕн администрацине, библиотекăна çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, чÿречесене улăштарнă. Хальхи вăхăтра шал енчен тикĕслес ĕçсем пыраççĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче те пулса курчĕ, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекенсемпе тĕл пулса Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕç. Райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин кăçалхи 9 уйăхри районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. С.Димитриев Чăваш Республикин 2012 çулхи 9 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, промышленноç производствинче, ял хуçалăх отраслĕнче, тавара ваккăн сутассин çаврăнăшĕнче пирĕн республикăн кăтартăвĕсем чылай пысăкраххине палăртрĕ. ЧР Президенчĕн 2010 çулхи 68-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикинче пирус туртассине хирĕç кĕрешессипе профилактика ĕçĕсем ирттерессин хушма мерисем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн бюджет организацийĕсенче пирус туртассине чарассипе активлă ĕçлеççĕ. ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи 124 номерлĕ «Чăваш Республикинчи ял çыннисене медицинăпа санитарин пирвайхи пулăшăвне парассин хушма мерисем çинчен» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансем вырăнтах паха медицина пулăшăвĕ илме пултарĕç.

Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=590&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=248685

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика