отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Урмарском районе ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Вăрмар районĕнчи «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕн тĕллевĕ - ĕçсĕр

24 октября 2012 г.

Центрта ĕçлекенсем ку тĕлĕшпе хăйсенчен мĕн килнине пурнăçлама тăрăшаççĕ, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула ĕçсĕр тăрса юлнă пур гражданин та аякри ялсенчен Вăрмар поселокне тухса çÿреймест. Çак ыйту пирĕн районшăн, республикăшăн çеç çивĕч тăмасть. Çавăнпа та çынсем умĕнче тăракан пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хăвăртрах татса парас тĕлĕшпе 2010 çулхи кĕркунне Мускавран ГАЗ-27-057 автомобиль çинче никĕсленĕ мобильлĕ офис илсе килнĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр татса пама пултаракан пур ыйтусем çине тĕплĕ хурав пама условисем пур кунта - интернетпа çыхăннă компьютер, документсем туса хатĕрлемелли кирлĕ оргтехника, ĕçлев саккунĕсемпе паллашмалли пĕчĕк библиотека та пур. Пĕр-пĕрин сывлăхĕпе йывăрлăхсем сиксе тухас пулсан медицина аптечки те пур.

Çак кунсенче асăннă центрăн ертсе пыракан инструкторсем А.Егорова тата С.Ананьев çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулма Энтрияль ял тăрăхне çитсе килчĕç. Ял администрацине килнĕ граждансене вĕсем ĕçпе тивĕçтерекен законодательствăн çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарчĕç, кирлĕ консультацисем пачĕç, халăха ĕçпе тивĕçтересси тĕрлĕ регионсенче мĕнле шайра пулса пыни çинчен те каларĕç. Ĕç рынокĕнчи вакансисем, вăхăтлăх ĕçе вырнаçасси те кăсăклантарчĕ тĕл пулăва килнисене. Ĕçсĕррисене ялта обществăлла ĕçе вырнаçтарасси пирки те калаçу пулчĕ. Кăçал районта ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă виçĕ çын хăйсен ĕçне уçнă.

Çĕр хут илтиччен пĕрре кур, теççĕ халăхра. Куртăм - ĕнентĕм, çавăнпа та района кун пек автомашина кирлех пулнă-ши текенсене тÿрех лăпланма ыйтатăп: кирлĕ. Хытакан икĕ хут тÿлет теççĕ. Мобильлĕ офис пурри çынсен укçине те, вăхăтне те перекетлет, право енчен те тавра курăма сарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика