отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Урмарском районе ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Никам та ĕçсĕр юлмĕ

27 сентября 2012 г.

Вăрмар районĕнчи Сергей Яковлев чылай вăхăт ĕç тупайман. Виççĕмĕш ушкăн инвалидне ку енĕпе çăмăл мар çав. Районăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕнче ăна пулăшма тĕв тунă. Центр янипе Сергей автосервис енĕпе ĕçлекен С.Афанасьев предприниматель патне кайнă. Сергей Ильич центрпа туслă - çынсене ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене пурнăçлама хастар хутшăнать. Шăпах вăл инвалид валли диспетчерăн хушма ĕç вырăнне йĕркеленĕ. Тивĕçлĕ оборудование вырнаçтарма предпринимателе ĕçлев служби укçа парса пулăшнă.

Пĕтĕмпе Афанасьев предприниматель кăçал ĕç тупайманнисем валли вăхăтлăх 15 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Çак кунсенче ун патĕнче Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С.Димитриев пулчĕ. Сергей Петрович бизнесменăн паянхи ĕç-хĕлĕпе, аталану малашлăхĕпе, çав шутра çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелли тĕллевсемпе кăсăкланчĕ. Çапла тумашкăн автосервис кÿрекен пулăшу ĕçĕсене анлăлатмалла, вăл коммерци енĕпе ăнăçлă вырăнта пулни меллĕ, терĕ С.Димитриев.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://hypar.ru/nws/show/32/16707/index.php?id=s270909123558

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика