20 сентября 2012 г.
Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче пурăнакансене районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕн çуртĕнче йышăнасси пирки сайтра малтанах пĕлтернĕ май халăх йышлăн пуласса кĕтнĕччĕ. Чылайăшĕ ерçеймерĕ ахăр. Çанталăк уяртнăран хăшĕсем пахчара ĕçлерĕç, ыттисем Геннадий Ямуковăн хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çĕр улми пуçтарчĕç. Сăмах май, шкул ачисем те «иккĕмĕш çăкăр» уйĕнче тăрăшаççĕ.
Канăçсăрлантаракан ыйту пуррисем вара пулăшу илме килмешкĕн çав-çавах вăхăт тупрĕç. Пĕрисем ĕçсĕрлĕх пособийĕн чи пĕчĕк тата пысăк виçисем пирки пĕлесшĕн пулчĕç, теприсем ĕç пенсине маларах каймалли условисемпе интересленчĕç. Центр директорĕ Виталий Нестеров, Галина Николаевăпа Алина Ларионова специалистсем вĕсене тĕплĕн ăнлантарчĕç. Йышăнăва ĕçсĕр шутланакан Олеся Андриянова та пычĕ. Ăна ялти культура çуртне делопроизводителе вăхăтлăха вырнаçтарасси пирки çав кунах килĕшÿ çырчĕç.
Первоисточник: http://hypar.ru/nws/show/32/16630/index.php?id=s260734496662