Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Моргаушском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç пулсан пурнăç та тулăх»

27 марта 2013 г.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Ираида Димитриева хаçат сотрудникĕпе тĕл пулса центр ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа панă. Район çыннисене ĕç тупма, çĕнĕ профессисем алла илме пулăшас ыйтусене хускатнă. Чăнах та, ĕçпе тивĕçтерекен центр çынсене йывăр самантра пулăшни савăнтарать.

Чарльз Дарвин çирĕплетнĕ тăрăх упăте ĕçленине кура этеме çаврăннă. Те чăнах та çапла, те урăх сăлтава пула, кăна эпир татса калаймастпăр. Анчах ĕç чăннипех те пурнăç тыткăчи пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр.

Икĕ алла сулласа çÿренипе çеç пурнăç тума çук. Шел пулин те, паянхи пурнăçра хăйсен профессийĕпе вăй хумалли вырăн тупайманнисем те пур. Предприяти-организацисенче штата кĕскетнипе ĕçсĕр тăрса юлнисем те çук мар. Вĕсен вара мĕн тумалла, йывăрлăхран епле тухмалла; Шăпах çакăн пеккисене алă тăсса парать те районти ĕçпе тивĕçтерекен центр.

Халăха ĕç тупма пулăшассипе вырăнсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсен пĕлтерĕшĕ пысăкки куç кĕрет. Çакна вĕсенчен пулăшу ыйтакансен шучĕ çулран çул ÿссе пыни те çирĕплетет. 2012 çулта, сăмахран, районти ĕçпе тивĕçтерекен центра 1217 çын пынă. Ĕçсĕр çыннăн официаллă статусне вĕсенчен 193-шĕ илнĕ.

Кăçалхи март уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта шута илнĕ ĕçсĕррисен йышĕ 41 çынпа танлашнă. Çулталăк каялла çак тапхăрта чылай ытларах – 60 çын – пулнă. Палăртмалла, ĕçсĕррисен йышĕнче хĕрарăмсем ытларах, пĕтĕмпе вĕсен тÿпи 63,4 процентпа танлашать. Ĕçсĕррисен йышĕнче çуррине яхăн çамрăксем, 30 çула çитменнисем 43,5 процент шутланаççĕ. Нумайăшĕ хăйсен ирĕкĕпе е штатсене чакарнипе ĕçрен кайнисем.

2012 çулта предприятисемпе организацисем, учрежденисем пирĕн центра 1228 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен 1,5 хута яхăн пысăкрах. Апла пулсан предприяти-организацисене ĕç вăйĕ кирлĕ. Ку вĕсен экономики аталаннине тÿрремĕнех кăтартать. Вакансисен тĕп пайĕ – рабочи профессийĕпе çыхăннисем. Паллах, сывлăх тĕлĕшпе çăмăлрах ĕç шыракансем лару-тăрăва кăткăслатаççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр предприятисен, организацисен кадрсемпе ĕçлекен специалисчĕсене чĕнсе ăнлантару ĕçне туса ирттерчĕ. «Электронный работодатель» программа туяннă. Вăл вакансисем пурри çинчен сведенисене электронлă формăпа пĕлтерме май парать. Çĕнĕ йышши компьютер технологийĕпе усă курса ĕçсĕр çынна ĕç параканпа çыхăнса калаçма майсем туса патăмăр.

Кăçал ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ (ĕçпе тивĕçтерекен органсенче шутра тăракан ĕçсĕр граждансен пĕр ваканси пуçне тивекен хисепĕ) пĕчĕкленес туртăм палăрать. Халĕ вăл 0,37 единицăпа танлашрĕ. Çак кăтарту çулталăк каяллахинчен икĕ хут пĕчĕкрех.

Ĕçпе тивĕçтерессинче ырă улшăнусем пуррине кашниех асăрхать-тăр. Çакăнта районти ĕçпе тивĕçтерекен центр тÿпи те курăмлă тенĕ пулăттăм.

2012 çулта центр пулăшнипе 1004 çынна (пулăшу ыйтнисен 90,7 проценчĕ) ĕçе вырнаçтарнă. Çак йыш та 2011 çулхинчен пысăкрах. Вăл çул 984 çынна пулăшма май килнĕччĕ. Пĕлтĕр 997 çынна пулăшу ыйтнă хыççăн вунă кун хушшинче ĕç тупса панă. 26 ентешĕмĕр ĕçпе тивĕçтерекен центр янипе çĕр-шывăн ытти регионĕсенче ĕçе вырнаçнă.

Ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарассинче тÿлевлĕ обществăлла ĕçсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Çакăн йышши ĕçсене 2012 çулта ĕçсĕр 98 çынна явăçтартăмăр. Обществăлла ĕçсене хутшăннисен тĕп йышĕ хĕрарăмсем пулса тăраççĕ. 16–29 çулсенчи çамрăксем те кунашкал ĕçсенчен ютшăнмаççĕ, 18 яшпа хĕр обществăлла ĕçре вăй хунă.

Йывăр лару-тăрури çынсене пулăшас тĕллевпе районти предприятисемпе, организацисемпе тачă çыхăну тытатпăр. Кăçал вĕсемпе ĕçсĕр граждансене вăхăтлăха йышăнма 5 килĕшÿ тунă. Çаксем ĕçсĕр 6 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерчĕç. Çак майпах 3 инвалида, нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕ шутланакан 3 çынна ĕçпе тивĕçтерме пултартăмăр.

Çавăн пекех училищĕсемпе техникумсенчен вĕренсе тухнă 18–20 çулхи яшсемпе хĕрсене вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса памалли ятарлă программа пур. Унпа килĕшÿллĕн кăçал 3 çамрăка пулăшрăмăр. Вĕреннĕ вăхăтра туптанă пĕлĕве ĕçре çирĕплетме май туса патăмăр.

Ĕçсĕр пĕр гражданина предпринимательлĕх ĕç-хĕлне регистрацилемелли документсем хатĕрлеме укçа-тенкĕпе пулăшма пултартăмăр. Çавăн пекех ĕçсĕр 5 çынна хăйсем тĕллĕн ĕçлессине йĕркелемешкĕн укçа-тенкĕ уйăрса пулăшрăмăр. Çак субсиди 58,8 пин тенкĕпе танлашать. Темĕнле пысăк тÿлев тееймĕн, анчах çĕнĕ ĕç пуçарас тĕлĕшпе – лайăх тĕрев. Çынсем пулăшушăн пысăк кăмăлпа тав тăваççĕ.

2012 çулта ĕçсĕр 39 гражданина кирлĕ професси алла илме вĕренме ятăмăр. Çав шутра тракторист, хуралçă, котельнăй операторĕ, суту-илÿ залĕн кассирĕ, водитель, ЭВМ операторĕ. Çак специальноçсене илнĕ çынсемшĕн ĕç тупасси чăрмавлă мар.

Ачисем виçĕ çул тултариччен вĕсене пăхмалли отпускра пулнă хĕрарăмсемшĕн тепĕр хут ĕçе кÿлĕнесси пĕртте çăмăл мар. Нумайăшĕ ĕç тупаймасăр хăшкăлать. Çавна май асăннă йышри 12 хĕрарăма кассира, ЭВМ операторне вĕренме ятăмăр. Кирлĕ специальноç илни вĕсене ĕç рынокĕнче хăйсен вырăнне тупма пулăшать.

Шкулта вĕренекенсем те центр хÿтлĕхĕнче. Каникулсем вăхăтĕнче, уроксем хыççăн 14–18 çулсенчисем алăра тыткаламалăх укçа тăваççĕ. 2012 çулта çул çитмен 670 хĕрпе каччă вăй хучĕç.

Патшалăхăн професси ориентацийĕпе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе 747 çынна тивĕçтернĕ. Ĕçсĕр нумай гражданина социаллă адаптаципе çыхăннă пулăшу ĕçĕсене кÿнĕ. Психологи енĕпе тĕрев панă. Çакă та вĕсене ĕçе вырнаçас тĕлĕшпе конкурентлă кĕрешÿре хăйсене шанчăклăрах туйма пулăшасси куç кĕрет.

Çул çитмен граждансене професси суйласа илме пулăшасси те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене тĕрлĕ професси çинчен тĕплĕн каласа паратпăр. Ку е вăл профессие алла илмелли майсемпе паллаштаратпăр. Профессие ăнланса суйласа илме пулăшатпăр. Ку енĕпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттертĕмĕр. «Твой выбор профессии» уйăхлăх йĕркелерĕмĕр. Пĕтĕм тĕнчери Ачасен кунĕ тĕлне çул çитмен граждансем валли «Сегодня мечта, завтра профессия» акци ирттертĕмĕр. Професси тупма пулăшакан волонтерсен акцийĕ те пулчĕ. Шкулсенчен вĕренсе тухакансем валли «Моя будущая профессия» темăпа ĕçпе тивĕçтерекен служба кунне йĕркелерĕмĕр.

Çул çитмен граждансем валли професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе ирттерекен мероприятисене райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕпе пĕрле ирттертĕмĕр. Вĕсене пире ăнланнăшăн тав сăмахĕ калас килет.

2012 çулта ĕç вакансийĕсен 5 ярмăрккине йĕркелерĕмĕр. Вĕсене 129 çын хутшăнчĕ. Çав ярмăрккăсем вăхăтĕнче ĕç паракансем 206 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ. Ĕç шыракан 188 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ.

Паянхи саманара ĕçлĕ пулас ыйту пур çынна та пырса тивет: тĕрлĕ социаллă ушкăнрине те, тĕрлĕ професси илнине те, тĕрлĕ ÿсĕмрине те. Апла пулин те уйрăмах пысăк йывăрлăха çамрăксем лекеççĕ – ятарлă вăтам пĕлÿ паракан профессилле вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисем. Вĕсен вăй хурас кăмăлĕ те пысăк ĕнтĕ.

Ĕçпе тивĕçтерес политика ĕç рынокĕнче пулса иртекен процессене контрольлеме май парать. Активлă тата пассивлă майсемпе тăватпăр çакна.

Активлă мерăсен шутне вакансисен ярмăрккине кĕртетпĕр. Вăл ĕç паракансемпе уйрăмах эффективлă ĕçлеме май парать. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен центрăн услугисене сарма пулăшать.

Вакансисен ярмăрккине ирттерни çаксем енĕпе пулăшать:

-ĕç паракансене хăйсен вакансийĕсене кăтартма явăçтарма, ĕç пур граждансене те хăйсене килĕшекен ĕç шырама тата тупма,

-ĕç шыракан граждансене ĕç паракансемпе çывăхлантарма,

-ĕç шыракан граждансене ĕçе направлени илме, кирлĕ профессие суйлама, ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕн консультацине илме,

-граждансене ĕç шырамалли тапхăра кĕскетме.

Пирĕн опыт кăтартнă тăрăх мини-вакансисен ятарлă ярмăрккисем уйрăмах результативлă иртеççĕ. Вĕсене эпир конкретлă ĕç паракан е темиçе предприятипе организаци валли ирттеретпĕр. Е граждансен уйрăм категорийĕ валли йĕркелетпĕр. Сăмахран, çул çитмен граждансем, çамрăксем, инвалидсем валли тата ытти те.

Районăн ĕçпе тивĕçтерекен служби хăйĕн тивĕçне – Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерессине – малашне те çине тăрса пурнăçлĕ. Ĕç пулсан пурнăç та тулăх пулать. Çакна тĕпе хурса тăрăшатпăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика