22 сентября 2015 г.
Ĕçле çыхăннă патшалăх пулăшăвĕсен пахалăхĕ тата вĕсемпе çынсем усă курма пултараслăх енĕпе Чăваш Ен - Раççейре кăтартуллисен шут
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине Раççей Ĕç министерстви патшалăх пулăшăвĕсен пахалăхĕпе вĕсемпе çынсем усă курма пултараслăхĕн кăтартăвĕсен пĕрлехи тытăмне тĕпе хурса кашни çурçулта ирттерекен мониторинг килсе çитнĕ. 2011 çултанпа унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субьекчĕсен хушшинче кăтартулли шутланать. Кăçалхи пĕрремĕш çурçулхи мониторинг пĕтĕмлетĕвĕ çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Чăваш Ене унта шута илнĕ ĕçсĕрлĕх тăсăмĕ тата учетра çулталăк ытла тăракан граждансен йышĕ сахал шутланакан субьектсен шутне кĕртнĕ. Тĕслĕхрен: 2015 çулхи пĕрремĕш çурçулта Чăваш Республикинче шута илнĕ ĕçсĕрлĕх тăсăмĕ - 4 уйăхпа /Раççейре - 5,3 уйăх/, çулталăк ытла учетра тăракансен йышĕ 1,7 процентпа /Раççейре - 9,5 процент/ танлашнă.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен тĕп задачисенчен пĕри - юрăхлă вырăн шыраса тупмашкăн пулăшма ыйтса пынă çынсене ĕçлĕ тăвасси. Кăçалхи пĕрремĕш çурçул кăтартăвĕсем тăрăх çав шута кĕрекенсен 79,2 процентне вырнаçтарма пултарнă, çапла вара ку енĕпе ытти /Раççейре - 58,8 процент/ субьект хушшинче - 3-мĕш, инвалидсене ĕç тупса парассине 59,6 процента çитерсе 7-мĕш вырăнсене йышăннă.
Служба органĕсем ĕçпе тивĕçтерекенсемпе тытакан çыхăну вăй илсе пынă май вĕсем хăйсене кирлĕ кадрсене асăннă тытăмра шырасси тата пĕлтернĕ вакансисен шучĕ ÿссе пырать. Служба органĕсене çитернĕ вакансисен хисепĕн шайĕ республикăри кадрсен пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕнче /йышăнни, кăларса яни/ кăçалхи пĕрремĕш çурçулта 94,4 процентпа танлашнă, çапла вара Чăваш Ен 2-мĕш вырăна тухнă /Раççейре - 35,5 процент/. Çĕршывра ĕçсĕр граждансене профессие вĕрентесси пĕтĕмĕшле илсен чакса пынине пăхмасăр, ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе çынсем усă курма пултарассин кăтартăвĕпе республикăна чи лайăх субьектсен шутне кĕртнĕ. Профессие вĕренме тытăннисем ĕçсĕр граждансен хушшинче кăçалхи пĕрремĕш çурçулта 12,5 процент пулни те /Раççейре - 6,1 процент/ Чăваш Ене 3-мĕш вырăна тухма май панă.
Общество ĕçĕсем йĕркелес тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕн пахалăхне хакласа Раççей Ĕç министерствин информаци çырăвĕнче Чăваш Республикине ырăпа асăннă. Унта палăртнă тăрăх - общество ĕçĕсене хутшăннин пĕтĕмлетĕвĕпе çавсенчен чылайăшĕ яланлăх вырăн тупнине палăртнă. Кăçалхи пĕрремĕш çурçулта общество ĕçсенче пулнисен хисепĕ пулăшу ыйтма пынисен 13,5 проценчĕпе /Раççейре - 7,7 процент/ танлашнă. Çакă асăннă пулăшупа граждансем усă курма пултарасси ытти регионсемпе танлаштарсан пирĕн хутлăхра пысăккине пĕлтерет.
Республикăра ĕçсĕр граждансен социаллă адаптаци программине эффективлă пурнăçланине асăннă, çакă вара вĕсене пуçаруллă ĕçе кÿлĕнме май парать. Ĕçсĕр граждансен пĕтĕм йышĕнче социаллă адаптацие тивĕçнĕ граждансен шучĕ кăçалхи пĕрремĕш çурçулта Чăваш Енре 8,4 процента /Раççейре - 7,3 процент/ çитнĕ.
Раççей Ĕç министерствин мониторингĕн ытти кăтартăвĕсем енĕпе те Чăваш Республикин çитĕнĕвĕсем Раççейĕн вăтам кăтартăвĕсенчен пысăкрах: экономика енĕпе пуçаруллă граждансен пĕтĕмĕшле йышĕнче юрăхлă ĕç шыраса пулăшу ыйтма пынисен тÿпипе те /Раççейре - 3,0, Чăваш Енре - 4,0 процент/, ĕçсĕрсенчен бизнес уçнисен тĕлĕшпе те /Раççейре - 0,39, Чăваш Енре - 0,51 процент/.
Раççей ĕçлев службин регионсенчи органĕсен кăçалхи пĕрремĕш çурçулхи ĕçĕ-хĕлне хакланин кăтартăвĕсем халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра патшалăх пулăшăвĕсем вырăнлă пулнине çирĕплетеççĕ. Çав шутра - Чăваш Республикинче те. Апла-тăк вĕсене çывăх вăхăтра та финансламашкăн пурнăç ыйтать.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.
Источник: "Хыпар"