Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Моргаушском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çын хăйĕн вырăнне туптăр

27 сентября 2014 г.

Ĕç - инвалидсем валли

Раççей Федераци Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи «О мероприятиях по реализации государственной социальной политики»Указĕпе килĕшÿллĕн Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр инвалидсене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттерет.

Чăваш Республикинчи ниçт ата ĕçлемен инвалидсене, инвалид ачана пăхса ÿстерекен ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕç тупассинче пулăшма республикăра «Содействие занятости населения» патшалăх программи пе килĕшсе тăракан 2012-2020 çулсем валли ятарлă подпрограмма хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал эпир 3 çынна - 1 инвалидпа нумай ачаллă 2 ашшĕ-амăшне - ĕçпе тивĕçтертĕмĕр. Пĕрремĕш е иккĕмĕш ушкăн инвалидне ĕçе илме вырăн йĕркеленĕшĕн ĕç паракана 77,3 пин тенкĕ саплаштарса параççĕ, виççĕмĕш ушкăн инвалидне ĕçе илме вырăн йĕркеленĕшĕн - 69,5 пин тенкĕ. 2014 çул пуçланнăран па 1 инвалида «Путь Ильича» агрофирма» тулли мар яваплăхлă обществăна хуралта ĕçлеме вырнаçтарнă, нумай ачаллă тепĕр икĕ хĕрарăма та ĕçпе тивĕçернĕ. Пĕрне - «Ветеран ПКФ»пĕрлешĕве сутуçа, теприне - Т. Бардасова предприниматель патне поварта ĕçлеме.

Инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессинчи тĕп самантсенчен пĕри ĕ çвырăнĕсен квотипе çыхăннă. Инвалидсем валли квота пăхса хурассине Чăваш Республикин 2011 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи 68 номерлĕ «О квотировании рабочих мест для инвалидов в Чувашской Республике» Саккунĕпе тата 2013 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнчи «О внесении изменений в статьи 2 и 4 Закона Чувашской Республики «О квотировании рабочих мест для инвалидов в Чувашской Республике» Саккунĕпе çирĕплетнĕ. Çапла май ĕçлекенсен списокĕн вăтам кăтартăвĕпе 100 çынран нумайрах ĕçлекен организацисенче квота 2 процентпа танлашать, 35-100 çын ĕçлекеннисенче - 1,5 процентпа. Çак процентсем шутĕнче - маларах йышăннă инвалид çынсем те.

Августăн 24-мĕшĕ тĕлне районти 100 çынран нумайрах ĕçлекен 11 организацирен саккăрăшĕнче пурĕ 27 инвалида ĕçе вырнаçтарма квота пăхса хунă, 25 инвалида ĕçе илнĕ. 35-100 çын ĕçлекен 17 организацирен 11 организацире инвалидсене валли пăхса хунă 11 ĕç вырăнĕнчен 9-шне инвалидсене ĕçлеме илнĕ.

Ача пăхнă вăхăтрах

Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр Раççей Федераци Президнчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 606 номерлĕ «О мерах по реализации демографической политики Российской Федерации» Указне пурнăçлассипе т етимлет. Ачине виçĕ çула çитиччен пăхма отпуск  илнĕ хĕрарăмсене професси ăсталăхне ÿстерме е урăх профессие вĕренме пулăшатпăр эпир. Çак услугăпа тивçтернĕ чух  ачи виçĕ çула çитмен хĕрарăмсем ĕç параканпа ĕç килĕшĕвĕ тунипе туманни т епĕлтерĕшлĕ пулса тăмасть.

Ачана пăхма виçĕ çуллăх илнĕ отпуск ĕçрен айккинче ирттернĕ вăрăм тапхăр. Çавăнпа та нумай чух хĕрарăмăн ĕçри ăсталăхĕ чакать. Ĕçпе тивĕçтеркен центр пулăшнипе вара хĕрарăм майĕпен ăсталăха лайăх шая çитерет, çапла май вĕсем отпуск хыççăн ĕçе пăрахманнисемпе танах ĕçлеме пултараççĕ. Тепĕр майлă каласан ĕç патне таврăнсанах пурнăç уттипе тан пыма пуçлаççĕ.

2014 çулта эпир ачине виçĕ çула çитиччен пăхма отпуск илнĕ 13 хĕрарăма çапла майпа вĕрентме палăртса хунă. Ытларах чухне хĕрарăмсем ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисене суйлама тăрăшаççĕ: маникюрша, портной, парикмахер, кассир-сутуçă, повар, «1С: Предприятие» операторĕ тата ытти те.

Çак услугăпаусă курнă хĕрарăмсем ĕçре ÿсĕмсем тăваççĕ. Пирĕн центрта та, вĕренÿ курсĕсем вăхăтĕнче те ĕç рынокĕпе лайăх паллашма пултарнăран вĕсен конкурентлăх шайĕ ÿсет. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем отпуск вăхăтĕнче вĕреннĕ хыççăн коллектива та, ĕçе те çăмăллăн хăнăхаççĕ.

Каларăмăр ĕнтĕ, асăннă услугăпа ĕç параканпа килĕшÿ туман хĕрарăмсене те тивĕçтерпĕр. Çакна валли хĕрарăмсен паспортăн 1 тата 2 страницисен копийĕсене, ача çуралнине çирĕплетек е нсвидетельствăна, ĕç кĕнекине, вĕренни çинчен калакан документа, перекет кĕнекине е карттине, гаранти çырăвне (вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ĕç паракан ĕçе илме шантарнăхут) тата вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вунă кун хушшинче ĕçе илесси çинчен калакан справка туса хатĕрлемелле.

Программăра хутшăнас тĕллевпе ĕç параканпа ĕç килĕшĕвĕ тунă хĕрарăмсен çак документсене илсе килмелле: хĕрарăмсене професси вĕрентĕвне хутшăнмалли заявка, унта вĕренекен хĕрарăмсен шутне кăтартни тата вĕсемшĕн мĕн чухлĕ укçа тÿленипе стипенди виçине те кăтартмалла; ĕç паракан патĕнче хĕрарăм илекен специальноçпа ĕç вырăнĕсем пулнине тата ăна валли мĕнле кавлификаци кирлине палăртса çырнă хушу копийĕ; вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хĕрарăм ĕçлеме пултаракан ĕç вырăнĕсен переченне; хĕрарăма вĕреннĕ вăхăтра стипенди тÿлесе тăма укçа-тенкĕ пуррине çирĕплетекен документ (хыççăн çак суммăна саплаштарма); вĕренсе пĕтернĕ хĕрарăмсене ĕçе вырнаçтарни çинчен калакан информаци кирлĕ. Çак документсене ĕç параканпа пĕрле хатĕрлемелле.

Хĕрарăмсен вĕреннĕшĕн укçа тĕлеме тивмест, ку вĕренÿ тÿлевсĕрех. Вĕренме тытăннă тĕле ача виçĕ çул тултарманни тĕп условисенчен пĕри шуланать. Вĕренÿ курсĕсенеЧăваш Енри ĕç рынокĕнче ытларах мĕнле професси е специальность кирлине шута хурса йĕркелеççĕ.

Çак ĕç хучĕсене хатĕрлессинче йывăрлăх çук, анчах та ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракан специалистсем тĕрлĕ ыйтупа  килекенсене яланах пулăшма хатĕр. Кунсăр пуçне пирĕн патра яланах кирлĕ сĕнÿ-канаш та илме май пур. Çапла вара ĕçпе тивĕçтеркен центрта хĕрарăмсен интересĕсене, вĕсем хăш енĕпе вĕренес тенине те шута илеççĕ.

Вĕреннĕ вăхăтра вĕренÿ учрежденийĕнчи йĕркене паллах пăхăнса вĕренмелле. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хĕрарăм алла е свидетельство, е диплом, е удостоверени илет.

Ача çуратнă хыççăн ăна тивĕçлĕ пăхса ÿстересси питĕ ответлă та йывăр ĕç паллах, çапах та çак отпуск вăхăтĕнче вĕренни çамрăк амăшĕсене малашне пысăк пулăшу кÿрет: ĕçре çитĕнÿсем тăвассинче те, çемьери лару-тăрăва лайăхлатассинче те. Çавăн пата Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтеркен центра килме ан ÿркенĕр, вăхăтпа тан пулма тăрăшăр.

Ярмăрккă пулăшÿ кÿрет

Хальхи вăхăтра ĕç тупассипе çыхăннă ыйту çамрăксемшĕн те, аслă ÿсĕмри семшĕнте çивĕч тăрать. Аслă шкултан, техникумсемпе колледжсенчен вĕренсе тухнă çамрăк специалистсемшĕн вара лару-тăру уйрăмах йывăр. Çакна шута илсе çамрăксем умĕнче тăракан йывăрлăха сирес тĕллевпе пирĕн центр тĕрлĕ майсем усă курса ĕçлет. Вĕсенчен пĕри - ваканси ярмăрккисене ирттересси. Ярмăрккăсем ирттерни ĕç шыраканпа ĕç паракана тĕл пулма, апла ĕç шыраканăн вăхăтне перекетлеме те май парать.

Тин çеç вĕренсе тухнă çамрăксен ĕçлеме вăй-хал çителĕклĕ, ытларах чух вĕсен теори хатĕрленĕвĕ лайăх, çак пĕлĕвевĕсем практикăра усă курас тĕллевлĕ. Анчах та тин çеç вĕренсе тухнă çамрăксем ĕç рынокĕ пирки сахал пĕлеççĕ, çавăнпах ĕç паракан хăйне валли чи лайăх ĕçлекене тĕрлĕ енлĕ суйласа илме пысăк ирĕк пуррине те шута илме маннаççĕ.

Вакансисен ярмăрккине хутшăнакансем вара ĕç вырăнĕсем пирки пĕлнипе пĕрлех юрист е психолог консультацине те тÿлевсĕрех илме пултараççĕ. Çак ярмăрккăсене хутшăнасси тĕ тÿлевсĕр. Вăхăт пире ĕçĕн çак мелĕ усăллине пĕрре мар кăтартса пачĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та эпир конкретлă ĕç параканпаунта пур вакансисене, вĕсен спецификине шута илсе йĕркеленĕ ярмăрккăсем ытларах ирттерме тăрăшаптăр. Ярмăрккăсене граждансен ятарлă категорийĕсем валли те ирттерпĕр: çамрăксем валли, инвалидсем валли тата ыттисем валли те.

Ачасем йĕркеллĕ ÿсчĕр, преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе, çул çитменнисем валли те ярмарккăсем пулаççĕ пирĕн. Кăçал ун пек 3 ярмăрккă ирттертĕмĕр. Çул çитменнисем вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтертĕмĕр кăна мар, вĕсем професси тĕлĕшĕпе консультаци те илме пултарчĕç, мĕнле професси суйласа илмеллине уçăмлатрĕç.

 Ĕç тупассипе ыйтусем пулсан пирĕн центра кĕрсе тухăр, эпир пулăшма хатĕр.

ИДимитриеваМуркашри халăха ĕçпе тивĕçтеркен центр ертÿçи.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика