Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Моргаушском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç рынокĕн ыйтăвĕсемпе

12 июля 2014 г.

Кĕçнерни кун, июлĕн 10-мĕшĕнче, Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр коллективĕпе тĕл пулма Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев килчĕ. Маларах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа тĕл пулса районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Ĕç коллективĕ хутшăннипе иртнĕ ларура С. Димитриев пĕрремĕш çур çула палăртнă контроль кăтартăвĕсене епле пурнăçлани çинчен тата ытти ыйтусемпе канашланă.

Муркашри центр ертÿçи И. Димитриева пĕлтернĕ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе районта 523 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 52 çынна ĕçсĕррисен шутне илнĕ. Ĕçсĕррисен йышĕ 0,26 процентпа танлашать (республикипе – 0,55 процент).  Çур çул хушшинче ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç паракансем пурĕ 549 ваканси пуррине пĕлтернĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсем çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пани çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Çул çитменнисене ĕçе явăçтарассипе тата районти организацисенче инвалидсене ĕçе илессипе квота пурнăçлассинче йывăрлăхсем пуррине асăннă.

С. Димитриев ĕç рынокĕнчи лару-тăру мониторингне ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса ĕçре усă курмалли çĕнĕлĕхсем пирки те каланă. Канашлу вĕçĕнче вăл ĕçпе тивĕçтерекен центрти специалистсен ыйтăвĕсене хуравланă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика