28 июня 2014 г.
Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ категорие кĕрекен граждансене нумай енлĕ пулăшу парать, çавăнпах унăн ĕç-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ.
Хальхи вăхăтра ĕç рынокĕнче маларах илнĕ професси вырăнне тепĕр професси илесси аталаннă. Çакна пурнăçри улшăнусем хистеççĕ. Ку тĕлĕшпе вара шăпах ĕçпе тивĕçтерекен центр нумай тимлет.
Акă ачи виçĕ çул тултариччен ăна пăхма илнĕ отпуск вăхăтĕнче амăшĕсем професси илме, урăх профессие вĕренме е квалификацие ÿстерме пултараççĕ. Вĕренÿ тÿлевсĕрех тата çак пулăшупа палăртнă йĕркепе ĕçсĕррисен учетне илменнисем те усă курма пултараççĕ. Çакă отпуск хыççăн ĕçлеме тытăнас текен амăшĕсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Центр ертÿçи Ираида Димитриева пĕлтернĕ тăрăх çитес вăхăтра «Продавец продовольственных товаров», «Оператор АСБУ «1С: Предприятие 8.2», «Маникюрша» тата ытти специальноçпа вĕренме каяс текенсен лайăх май пур. Ĕмĕте пурнăçлас тесен ĕçпе тивĕçтерекен центра каймалла кăна (Муркаш, Мир урамĕ, 6 çурт, 329 пÿлĕм, тел. 62-1-66). Вĕреннĕ вăхăтра стипенди тÿлеççĕ, çул укçине те саплаштараççĕ.
Ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе çамрăксем кăна мар, аслă ÿсĕмрисем те вĕренме пултараççĕ. Сăмахран, пенсие тухнă (выслугăпа мар), çапах та кăçал ĕçлеме тытăнас шутлă çынсен те вĕренме май пур. Вĕсене хальхи вăхăтра ĕç рынокĕнче ыйтакан профессие алла илме пулăшаççĕ. Вĕренесси, пурăнасси тата çул укçи ĕçпе тивĕçтеркен центр шучĕпе пулса пырать.
Çĕнĕлĕхе алла илме, апла пулсан ĕçпе тивĕçтеркен центра çитме васкăр.
Н. Николаева.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"