Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Моргаушском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейре – малтисен йышĕнче

19 апреля 2014 г.

Çулталăк пуçланнăранпа Муркашри ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупас ыйтупа 208 çын пынă, вĕсенчен 51 çынна ĕçсĕррисен учетне илнĕ. Çапла вара районта ĕçсĕррисен шайĕ экономикăна пуçаруллăн хутшăнакан халăх хисепĕн 0,25 проценчĕпе танлашать. Ĕç паракансем тăратнă вакансисем хальхи вăхăтра 160. Апла пулсан ĕçсĕр кашни çын пуçне виçĕ ытла ĕç вырăнĕ пур темелле. Çак лару-тăру республикипе пĕтĕмĕшле илнинчен япăх мар.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕ те çирĕплĕхпе палăрса тăнă. Ĕçлев службин ваканси банкĕнче паянхи кун тĕлне 2,5 пин ĕçпе тивĕçтерекен тăратнă 16 пине яхăн ваканси пур. Урăхла каласан ĕçе вырнаçас текен кашни çын пуçне (республикăра пурĕ 4836 çын ĕçсĕррисен учетĕнче) 3 ытла ваканси тивет? Республикăри ĕçпе тивĕçтерекенсем çĕвĕçсене, водительсене, поварсене, сутуçăсене, кирпĕч купалакансене, кондукторсене тата ыттисене те ыйтаççĕ. Медицина сестрисен, кĕçĕн воспитательсен, менеджерсен, тĕрлĕ специализаци инженерĕсен вакансийĕсем те пур.

Хальхи ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕпе паянхи кăларăмра Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертӳçи Сергей ДИМИТРИЕВ паллаштарать:

- Рынок условийĕсенче экономика курăмлăн улшăнать: конкуренцие тӳсейменнипе пĕр предприяти хупăнать е çука юлать, пушаннă вырăна ăнăçлăраххи е çĕнни – пурнăç ыйтакан продукци кăларма тата рабочисене тивĕçлĕ шалу тӳлеме пултараканни – йышăнать.

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха ӳстерсе ярас мар тесе служба органĕсем рабочисене кăларса янипе тата организацисенче тулли мар ĕçлев йĕркипе ĕçленин мониторингне ирттерсех тăраççĕ. Организацие хупнипе е унта вăй хуракансене йышне чакарнипе,: е штата пĕчĕклетнипе çулталăк пуçланнăранпа 338 çынна ĕçрен хăтарнă. Вĕсенчен 109-шĕ ĕçлев службине пынă: çав шутран 43-шне ĕçсĕр тесе йышăннă.

Кăларса янă ĕçлекенсен ĕçе вырнаçассипе çыхăннă ыйтăвĕсене çийĕнчех татса парас тĕллевпе тухса çӳрекен консультаци пункчăсем, ваканси ярмăрккисем йĕркелетпĕр, вĕсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем уйрăммăн йышăнаççĕ тата ытти те. Тĕрĕссипе ĕçрен тухса кайма тивнĕ кашни çын пирĕн пулăшăва илет, вĕсене хӳтĕлесси пирĕн службă тĕллевĕ шутланать.

Асăннă ушкăна кĕрекен граждансен рынокри конкурентлăхне ӳстерес тата вĕсене ĕçлĕ тăвас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 2014 çулта кăларса янă çынсене ĕçе вырнаçма пулăшмалли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне асăннă ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та контроле илнĕ.

Раççей Ĕç министерстви 2011-2012 çулсенче ĕçлев службин органĕсен ĕç-хĕлне хакласа Чăваш Ене çĕр-шывăн кăтартуллă субъекчĕсен шутне кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе нумаях пулмасть 2013 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх пулăшăвне пурте илме пултарнин тата пахалăхне хакланин пĕтĕмлетĕвĕ çинчен аналитика справки килнĕ, ăна РФ ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ М. Топилин алă пуснă. Мĕн пур тĕп позици тăрăх Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн кăтартуллă субъекчĕсен йышăнче шутланать.

Федераци министрĕн справкинче палăртнă тăрăх ĕç шыракан граждансене ĕçе вырнаçтарас енĕпе Чăваш Республики Раççей регионĕсен хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнать. Юрăхлă ĕç тупса пама ыйтса служба органĕсене пынисен 82,5 процентне пĕлтĕр ĕçе вырнаçтарма май килнĕ (Раççей Федерацийĕнче – 64,2 процент).

Инвалидсене ĕçлĕ тăвас енĕпе пирĕн республика улттăмĕш вырăнта. Ĕç шыраса служба центрне пынă инвалидсен 64,7 процентне ĕçе вырнаçтарнă (Раççейĕпе – 39,7 процент).

Регионсенчи ĕç рынокĕн лару-тăрăвне çавăн пекех регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх тăсăмĕн вăтам кăтартăвне тата учетра çулталăк ытла тăракан ĕçсĕррисен тӳпине шута илсе хаклаççĕ. Çак икĕ кăтартупа Чăваш Ен пысăк çитĕнӳ тунă регионсен йышне кĕме пултарнă. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх тăсăмĕ пирĕн республикăра вăтамран 3,7 уйăх пулнă (Раççейре – 5,5 уйăх): учетра çулталăк ытларах тăракансен тӳпи 2,04 процентпа танлашнă (Раççейре – 12,2).

Ĕçлев тытăмĕнче патшалăх пулăшăвĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшлисенчен пĕри – ĕçсĕррисене профессие вĕрентесси е профессин хушма пĕлĕвне парасси? Ку енĕпе Чăваш Ен Раççейри чи лайăх тăватă регион йышне кĕме пултарнă.

«Ĕç рынокĕнчи социаллă адаптаци енĕпе пулăшу илнисен тӳпи» кăтартупа та Чăваш Ен пысăкрах çитĕнӳ тунă вунă субъект йышне кĕнĕ, «общество ĕçне явăçтарнă граждансен юрăхлă ĕç шырас тĕллевпе пынисен йышĕнчи тӳпи» кăтарту енĕпе – малти çирĕм регион шутĕнче.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика