29 марта 2014 г.
Ĕç тупас ыйту нумай çыншăн çивĕч тăрать. Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вара ĕç шыракансене пулăшас тĕллевпе çулсеренех вакансисен ярмăрккине ирттерет.
Акă кăçал çакăн пек икĕ ярмăрккă ирттертĕмĕр те ĕнтĕ. Çак мероприятие хутшăнма районти 5 предприятипе организаци кăмăл турĕ. Ĕç паракансем хăйсем патĕнче пурĕ 52 ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтерчĕç. Çак ярмăрккăсене хутшăннă ĕç шыракан çынсенчен иккĕшĕ çапла майпа ĕçе вырнаçрĕç.
Вакансисен ярмăрккин лайăх енĕ чылай. Ĕçпе тивĕçтерекен хăйĕн организацинче вакансисене палăртать, ĕç шыракан хăй пурнăçлама пултаракан ĕç пирки тĕплĕнрех пĕлет. Ĕç шыракан çын ярмăрккă вăхăтĕнче пирĕн центрти ĕçченсенчен ятарлă консультации, профинформаци илме пултарать е тата - ĕçе направлени те. Çапла вара ĕç шырас вăхăт та перекетленет.
Вакансисен ярмăрккине хутшăннипе ĕç тупма çăмăлрах, мĕншĕн тесен ĕç параканпа куçа-куçăн курса калаçатăн, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тата требованийĕсем пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме май пур. Ярмăрккăсенче ĕç рынокĕнче мĕнле специалистсем ытларах кирлине те пĕлме пулать. Тепĕр енчен вакансисен ярмăрккинче ĕç шыракан çын хăйĕн пирки тĕрлĕ организаци представителĕсене пĕр кунрах пĕлтерме пултарать.
Ĕç шырас ыйту çынран активлăх, пуçарулăх кĕтет: тĕрлĕ предприяти çинчен пĕлсе тăмалла, резюме çырмалла, калаçăва хутшăнасси пирки калаçса татăлмалла. Ку тĕлĕшпе вара ĕспе тивĕстерекен центр яланах пулăшма хатĕр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"