Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Моргаушском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамраксене явăçтарни пĕлтерĕшлĕ

29 марта 2014 г.

Çамраксене явăçтарни пĕлтерĕшлĕ

Çулталăк пуçланнăранпа Муркашри ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупас тĕллевпе 69 çын килчĕ. 64 çынна ĕç тупса пама май тупрăмăр: вăл шутран обществăлла ĕçе 18 çынна явăçтарнă. Март пуçламăшĕ тĕлне центрта пурĕ 47 ĕçсĕр çынна регистрациленĕччĕ. Пирĕн центрта тĕрлĕ услуга илме пулать: акă профориентаци енĕпе çак вăхăтра 93 çынна пулăшу патăмăр.

Центра ĕç шыраса пыракансен йышĕнче тĕрлĕ категорие кĕрекен çынсем пур: 14-18 çулсенчи çамрёксем те. Вĕсем вĕренӳрен пушă вăхăтра ĕç тупса пама ыйтаççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр çак ачасене вăхăтлёх ĕçпе тивĕçтернин лайăх енĕ çав ачасемшĕн кăна мар: пĕтĕм обществăшён та пĕлтерĕшлĕ. Ачасем çапла майпа ĕçлеме хăнăхса ӳсеççĕ.

Вăхăтлăх ĕçе эпир чи малтанах йывăр лару-тăруллă: нумай ачаллă çемьесенче ӳсекен, шкулта е полици пайĕнче учетра тăракан ачасене ытларах явăçтарма тăрăшатпăр. Паллах: ытти ачашăн та чару çук. Вăхăтлăх ĕç пурнăçласа ачасем хăйсене тыткаламалăх укçа та ĕçлесе илеççĕ.

Кăçал акă 14-18 çулсенчи 50 çамрăка вăхçтлăх ĕспе тивĕстертĕмĕр. Çакна валли 3 килĕшӳ тунă. Хамăр палăртнă тăрăх вара кăçал пирĕн районти 595 ачана вăхётлăх ĕç тупса памалла.

Çул çитмен çамрăксен ĕçе вырнаçас тесен паспорт, медицина справки, пенсие обязательнăй майпа страхланин свидетельстви: налук тӳлекенĕн свидетельстви, 15 çул тултарманнисен ашшĕ-амёшĕн заявленийĕ (ачана ĕçлеттерме килĕшни пирки) кирлĕ. Çул çитменнисене вăхăтлăх ĕçпе тивĕстерессипе эпир ытларах шкулсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр.

14-18 çулсенчи ачасем тĕрлĕ ĕçе хутшăнма пултараççĕ: тирпей-илем кĕртес ĕçсене пурнăçлаççĕ, йывăç лартаççĕ, производство предприятийĕсенче тĕрлĕ пĕчĕк ĕçе пурнăçлама пултараççĕ тата ытти те. Ĕçсене хăрушлăхпа çыхăннă ĕçсене, йывăр йăтассипе çыхăннă, ачасене психологи тĕлĕшпе сиен кӳме пултаракан ĕçсене, палах, явăçтармастпăр. Ачасем ĕçе лайăх кăмăл-туйăмпа тата юратса пурнăçлаччăр тетпĕр.

Ачасен, паллă ĕнтĕ, ĕç кунĕ аслисен пек маар. Шкулта вĕренекен 14-16 çулсенчи ачасем акă кунне 2,5 сехетрен ытла мар вăй хумалла, 16-18 çулсенчисем 4 сехетрен ытла ĕçлемеççĕ.

Ачасене çак ĕçе явăçтарассинче ашшĕ-амёшĕн шухăш-кăмăлĕ те пысăк вырăн йышăнать. Ача хăйĕн пушă вăхăтне усăллă ирттернинчен лайăххи çуккине ăнланать пулсан ашшĕ-амăшĕ, хăйĕн ачине çак ĕçе явăçтарма тăрăшать. Ĕçре ача ыттисемпе хутшăнма та хăнăхать, ĕçĕн результатне те курать. Çавăнпа та пирĕн центр урлă вăхăтлăх ĕç тупни аван тесе шутлатăп.

Ачасене вĕренӳрен пушă вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсене ĕçлеме вырнаçтарасси хальлĕхе пулсах пымасть. Эпир шутлана тăрăх вара çак предприятисенче те ачасем ĕçлеме пултаракан ĕçсем пур. Шкул ачисем ял хуçалăх ĕçне хутшăнни, вĕсем ял хуçалăх предприятийĕнче кам тата мĕнле ĕç пурнăçланине курса тăни ял хуçалăх сферишĕн те, ял аталанăвĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăхĕнчи ĕçсене хутшăнса, тен, ачан малашне те кунтах тимлес туртăм çуралать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика