21 декабря 2013 г.
Раççей Федерацийĕн «О социальной защите инвалидов» саккунне кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн 2013 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи 68 номерлĕ «О квотировании рабочих мест для инвалидов в Чувашской Республике» саккунĕн 2 тэта 4 пайĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 81 номерлĕ саккунне йышăнчĕç. Унпа килĕшÿлĕн 35—100 çын ĕçлекен организацисенче инвалида ĕçе илмелли квота ĕçлекенсен вăтам хисепĕн 1,5 проценчĕпе танлашмалла. Пирĕн районта çакăн пек организаци пурĕ 17.
Çак йыша кĕрекен предприяти-организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кĕçнерни кун канашлу ирттерчĕ. Канашлăва районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи В, Аникина, прокурор пулăшаканĕ П. Макеев та хутшăнчĕç.
И. Димитриева кĕскен центр ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа панипе пĕрлех çĕнĕлĕх çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Саккунпа паллашнă май пухăннисем инвалид çынна ĕçе илме мĕнпе никĕсленмеллине, саккуна пăхăнманшăн мĕнле явап палăртнине тата ытти чылай ыйтăва сÿтсе яврĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"