14 декабря 2013 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи «О мерах по реализации государственной социальной политики» Указне пурнăçланă май пирĕн республикăра инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессипе те тĕрлĕ мерăсем йышăннă, вăл шутра вĕсене валли ятарлă оборудованипе тивĕçтернĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлессине те.
2011 çулхи ноябрь уйахĕнчен пуçласа Чăваш Республикин «О квотировании рабочих мест» саккунĕ пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн организацире ĕçлекенсен хисепĕ 100 ытла çын пулсан унта инвалида ĕçе илме квота çирĕплетмелле. Вăл ĕçлекенсен вăтам шучĕн 2 проценчĕпе танлашмалла.
2011-2012 çулсенче республикăри пур муниципалитетра та ĕçпе тивĕçтерекен центрсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата прокуратура ĕçченĕсем хутшăннипе асăннă саккуна пурнăçласси пирки ятарлă канашлусем ирттернĕ.
Пирён районта 100 çын ытла шутланакан организацисем 12, анчах та ĕç вырăнĕсене аттестациленĕ хыççан (ку ĕç вырăнĕнчи сиене палăртать) вĕсенчен ултташĕнче кăна инвалидсем валли квота çирĕплетме май пулчĕ. Çапла вара инвалидсем валли пурĕ 20 ĕç выранĕ шутланнă, вĕсенчен 18-шне инвалидсене ĕçлеме илнĕ. Пурĕ районта 100 ытла çын шутланакан организацисенче 50 инвалид ĕçлет.
Чаваш Республикин Министрсен Кабинечĕн çулсерен тухса тăракан постановленийĕпе килĕшÿллĕн республикăра 501 е ытларах çын ĕçлекен организацисенче çирĕплетнĕ квотăпа инвалидсене ĕçе илме 2 ятарлă ĕç вырăнĕ йĕркелемелле, 100-500 çын пулсан - ятарлă пĕр ĕç вырăнĕ. Çапла вара ĕç вырăнĕсене инвалидсен сывлăх шайне, тепĕр майлă каласан, вĕсен ушкăнне шута илсе хатĕрлемелле.
Раççей Федерацийĕн «О социальной защите инвалидов» саккунне кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн 2013 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин 2011 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи 68 номерлĕ «О квотировании рабочих мест для инвалидов в Чувашской Республике» саккунĕн 2 тата 4 пайĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 81 номерлĕ саккунне йышăнчĕç.
Саккунпа килĕшÿллĕн 35-100 çын ĕçлекен организацисенче инвалида ĕçе илмелли квота ĕçлекенсен вăтам хисепĕн 1,5 проценчĕпе танлашмалла. Пирĕн районта кун пек предприяти пурĕ 17.
Çак çĕнĕлĕхпе предприятии-организаци ертÿçисене тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çитес вăхăтра канашлу ирттерме палăртнă.
Ĕç рынокĕнчи йывăрлăха сирме тивĕç республикăри тĕллевлĕ программăсене пурнăçласа 2010 çултан пуçласа 2013 çулхи декабрь уйахĕччен федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса районти предприяти-организацисенче инвалидсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пурĕ 12 ятарлă вырăн хатĕрленĕ.
Ĕçпе тивĕçтерекен служба ĕçченĕсем çак ятарлă вырăнсене тĕрĕслессипе куллен мониторинг ирттереççĕ. Çакăн пек вырăнсем пушансан унта урăх граждансене - инвалидсене сывлăхне е, тепĕр майлă каласан, ушкăнне кура ĕçе вырнаçтарма тăрăшаççĕ.
Чăваш Енре çак ĕçе эффективлă йĕркелесе пыма вакансисен банкне туса хунă. Унпа Чăваш Енĕн ĕçпе тивĕçтерекен службин сайтĕнче, пирĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн сайтĕнче те паллашма пулать. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта пурĕ 90 ваканси пулнă. Интернетпа усă курма пултарайманнисем çак информаципе ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче паллашма пултараççĕ.
2013 çулта республикăн ниçта та ĕçлемен, инвалид ача пăхса ÿстерекен инвалид ашшĕ-амăшĕсене, нумай ачаллисене ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан ятарлă программи малалла ĕçлет. Çак тĕллевлĕ программăпа (ăна 2012-2015 çулсенче пурнăçлама палăртнă) килĕшÿллĕн пирĕн районта икĕ инвалид валли ятарлă ĕç выранĕ туса панă, унта оборудовани вырнаçтарнă. Çакнавалли федераци тата республика бюджечĕсенче пăхса хунă укçа-тенкĕпе усă курнă.
Çакăн пек ĕç выранĕсем йĕркелеме тăкакланă укçана ĕç паракансене саплаштараççĕ: 3-мĕш ушкăн инвалид валли ĕç вырăнĕ йĕркеленĕшĕн 67 пин тенкĕ саплаштараççĕ, 2-мĕш ушкăн инвалид валли ĕç вырăнĕ йĕркеленĕшĕн - 75 пин тенкĕ.
2014-2015 çулсенче те çак ĕç малалла пырĕ. Республикăра пурĕ 106 инвалид валли ĕç выранĕ йĕркелеме 2014 çул валли 7,4 миллион тенкĕ, 2015 çул валли 7,7 миллион тенкĕ пăхса хунă. Çакмерăсем ĕç паракансене интереслентерессе шанатпăр.
Ĕç тупма пулăшу ыйтакан инвалидсене эпир Муркашри ĕçпе тивĕçтерекен центрта Раççей Федерацийĕн «О занятости населения в Российской Федерации» саккунĕпе пăхса хунă патшалăхăн пур услугипе те тивĕçтеретпĕр.
Чăваш Республикин «Содействие занятости населения» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2012-2020 çулсенче инвалидсене ĕçсĕр çынсем валли вăхăтлах иĕркеленĕ ĕç вырăнĕсене ĕçлеме вырнаçтармалла, вĕсене ĕç рынокĕнче кирлĕ профессие алла илес тĕллевпе вĕренме ямалла, ĕç рынокĕнче социаллă адаптаципе психологи пулăшăвĕпе тивĕçтерекен программăсене явăçтармалла тата ытти те.
2013 çулхи 11 уйăхра Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 15 инвалид ĕç шыраса пулăшу ыйтрĕ, вĕсенчен 12-шне ĕçе вырнаçтарнă.
Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе кăçалхи çур çул кăтартăвĕпе пирĕн республика Раççей субъекчĕсен йышĕнче 5-меш вырăнта. 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр инвалидсем 746 çын шутланнă пулсан январĕн 2-мĕшĕ тĕлне вĕсем 555 çын пулнă.
Инвалидсене ĕç тупса парассинче, паллах, йывăр самантсемсĕр пулмасть. Акă ĕç паракансем инвалид çынна ĕçе илмелли вырăна инвалид çынна тупма йывăртарах профессие пăхса хуна е ĕç паракансем инвалид çынна валли ĕç вырăнĕ пуррине вăхăтра пĕлтермеççĕ. Сăмахран, пирĕн республикăра квота шучĕпе 228 инвалида ĕçе вырнаçтарайман, анчах та маларах асăннă вакансисен банкĕнче паянхи куна 96 ĕç вырăнĕ пурри паллă.
Пĕлме: республикăра пурĕ 92 пин инвалид пурăнать, çакă республикăра пурăнакансен 7,4 проценчĕпе танлашать. Вĕсенчен 30 пин ытла инвалид ĕçлеме пултаракан ÿсĕмре. Медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕн даннăйĕсем тăрăх 10 пине яхăн инвалидăн ĕçлеме рекомендаци пур, вĕсенчен 5,5 пин инвалид ĕçлет. Çапла вара 4,5 пин çын хальлĕхе ĕçсĕр юлать.
И. ДИМИТРИЕВА, Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"