07 декабря 2013 г.
Ĕçсĕр çынсен ретĕнчи граждансене харпăр хай ĕçне пуçарма Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшать: кунта вĕсене консультаци те параççĕ, предприниматель пуçарулăхĕ пуррине ятарлă тестсем урлă пĕлме пулăшаççĕ, çĕнĕ професси илме курссене вĕренме яраççĕ. Декабрь пуçламăшĕ тĕлне çакăн пек пулăшупа пирĕн районти 19 çын усă курна, вĕсенчен 15-шĕ «Харпăр хăй ĕçне мĕнле пуçармалла» тренинг семинара та хутшăннă. Ĕçсĕр 3 çынна ĕç пуçарма финанс тĕлĕшĕнчен 58800-шер тенкĕ пулăшу кÿнĕ. Çапла вара çак виçĕ çын офис машинипе техникине юсассипе тата пăхса тăрассипе, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе, парикмахер тата илем салонĕн услугисемпе тивĕçтерессипе ĕç пуçарна.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"