27 ноября 2013 г.
Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта хальхи вăхăтра 64 çын ĕçсĕррисен шутĕнче. Çав вăхăтрах ĕç паракансем районти предприятисемпе организацисенче 165 ваканси пуррине пĕлтернĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа вара центр 1047 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ: обществăлла ĕçсене пурнăçлама 86 çынна явăçтарнă, 600 çамрăка вăхăтлах ĕç тупса панă, Раççейĕн ытти регионĕсенчи организацисене 16 çынна ĕсе вырнаçтарна. Центр пулашнипе 42 çын професси пĕлĕвне илнĕ, вĕсенчен 13-шĕ - виçĕ çулчченхи ачасен амăшĕсем.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"