23 ноября 2013 г.
Мĕнле професси суйламалла? Çак ыйту шкулта вĕреннĕ чух самаях шухăшлаттарать. Ачă пĕр тĕрлĕ шухăшлать, ашшĕ-амашĕ ăна тепĕр тĕрлĕ професси алла илме сĕнет, учительсем те ачан пултарулăхне кура канаш параççĕ...
Юлашки çулсенче ачасене тĕрлĕ профессипе тĕплĕнрех паллаштарасси шкулсенче япăх мар пулса пырать. Ку тĕлĕшпе психологсемпе социаллă педагогсем, класс ертÿçисем тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ професси çыннисене хăнана чĕннĕрен ачасем вăл е ку професси пирки чăннине ытларах пĕлеççĕ, предприяти-организацисенче экскурсире пулса ĕç çынни хăйне мĕнле туйнине кураççĕ.
Çак эрнере республикăра «Твой выбор профессии» акци активлă иртрĕ. Вăл ачасене пысăк пулăшу кÿчĕ: пирĕн районти шкул ачисем те профессисем пирки ытларах пĕлчĕç, тĕрлĕ професси çыннисемпе тĕл пулса малтанхи пĕтĕмлетÿсем те турĕç пулĕ.
Çак акци вăхăтĕнче район хаçачĕн журналисчĕ Н. Николаева та Чуманкассинчи вăтам шкулта пулса хăйĕн профессийĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Ыйту чылай та тĕрлĕ енлĕ пулни ачасен кăсăкланăвĕ пысăккине кăтартса пачĕ. Калаçу вара хаçат-журнал валли тата сайта лартма хыпар çырнă чух мĕн асра тытмаллипе вĕçленчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"