Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Моргаушском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси суйлакансене

26 сентября 2013 г.

Манăн ывăл кăçал 11-мĕш класра ăс пухма пуçларĕ. Вăл лайăх ĕлкĕрсе пырать, темиçе предмета тата тĕплĕнрех вĕренес тĕллевпе репетитор патне çÿрет, çапах пулас профессине халĕ те суйламан-ха. Калăр-ха, тархасшăн, ĕç рынокĕнче çывăх вăхăтра хăш профессисем ытларах кирлĕ пулаççĕ? Диплом илнĕ экономистсемпе юристсен - вĕсем паянхи кун ытлашшипех - йышне лекес килмест-çке. Квалификаци пулăшăвĕшĕн маларахах тав тăватăп.

С.ПЕТРОВА. Çĕнĕ Шупашкар хули.

 

Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин професси вĕренĕвне йĕркелекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Фомина хуравлать.

Професси суйланă чухне йăнăшас мар тесен професси кирлĕлĕхĕ чылай фактортан: çĕр-шыври политика тата экономика лару-тăрăвĕнчен, регион аталанăвĕнчен - килнине шута илмелле. Çавăнпа та хăвăр пурнăçа вăл е ку профессипе çыхăнтарнă май малтан тĕплĕн шухăшламалла, унăн уйрăмлăхĕсене тата вăл ыттисемпе мĕнлерех килĕшсе тăма пултарнине тишкермелле.

Професси суйлавĕн ыйтăвĕ çамрăк çынна пăшăрхантарни аван - ку вăл çын социаллă тăрăм тата психологи тĕлĕшĕнчен «пиçсе» çитнине пĕлтерет. Ача «çитĕнсе çитменни» вара вăл ыйтăва татса памашкăн ытти çынна е ăнсăртран пулакан лару-тăрăва шаннинче палăрать. Тĕслĕхрен: анне кирлĕ института е колледжа çавăтса кайĕ, юлташсем хăйсемпе пĕрле вĕренмешкĕн чĕнĕç.

Ĕç рынокĕн эксперт-аналитикĕсем 2016-2017 çулсем тĕлне ыттисенчен ытларах кирлĕ пулакан профессисен списокне хатĕрленĕ. Вĕсене тишкерме тата сире юрăхлипе юрăхлă марри пирки - хăвăр пултарулăхпа чун туртăмне тата професси планĕсене шута илсе - шухăшлама сĕнетĕп. Асăннă списока çак профессисем кĕнĕ:

- инженерсем;

- IT-специалистсем тата компьютер аппарат тивĕçтерĕвне хатĕрлекенсем;

- нанотехнологисен тытăмĕнчи специалистсем;

- электроникăна биотехнологипе çыхăнтаракан специалистсем;

- маркетологсем;

- сервис тытăмĕнчи специалистсем;

- логистсем;

- экологсем;

- пурнăçа вăрăмлатакан хатĕрсене шыракан тата ĕçе кĕртекен медицина ĕçченĕсем;

- химиксем.

Сирĕн ывăлăр Çĕнĕ Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кайма пултарать. Унти специалистсем унăн уйрăмлăхĕсене тата чун туртăмне палăртĕç, професси суйлавĕ тĕлĕшпе кирлĕ сĕнÿсем парĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика