31 июля 2013 г.
Ачасене шкул çумĕнчи ĕçе явăçтарни вĕсене профориентаци тата воспитани тивĕçлĕ шайра парассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла вара кĕçĕн çулхи ачасен кунта пурнăçра, вăл шутра хушма хуçалăхра кĕтекен тĕп утăмсемпе паллашма, биологи урокĕсенче вĕреннине вăя кĕртме майсем çителĕклĕ.
Шомик шкулĕнче вăй хуракансем çулсеренех ку енĕпе активлă, ĕç хăрушсăрлăх правилисене пăханса тата графикпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. Çуллахи практика сехечĕсене ачасем тулли кăмăлпа çÿреççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"