09 ноября 2011 г.
Ģулталăк пçуланнăранпа районти халăха ěçпе тивěçтерекен Центра ěç шыраса 1145 çын пынă. Вěсене ěçшыракансем тесе шута илнě . Вăл шутран 658-шě 14-18 çулсенчи ÿсěмри, вěренÿрен пушă вăхатра тата çуллахи каникулта ěçлес кăмăллă шкул ачисем. 389 çынна кăна ěçсěр тесе йышăннă.
Чÿк уйăхěн 1 – мěшě тěлне халăха ěçпе тивěçтерекен Центрта ěçсеррисем 59 çын учетра тараççě. Ēçсěрлěх шайě – 0,27 процент. Ēçсěррисенчен 39-шě – хěрарăмсем, 30-шě – 16-29 çулсенчи çамрăксем. Кăçалхи вунă уйăхра 942 çынна ěçе вырнаçтарнă. Вěсенчен 655-шě – вěренÿрен пушă вăхăтра тата çуллахи каникулта ěçлес кăмăллă шкул ачисем. Чÿк уйěхěн 1 – мěшě тěлне халăха ěçпе тивěстерекен Центр районта 119 еç вырăнě (вакансии) пуррине пěлтерет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"