Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Моргаушском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Теллев пархатарла: сынсене пулашмалла

02 февраля 2010 г.

 

Экономика кризисĕ алхаснă тапхăрта Муркаш районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр вун-вун çыншăн çăлăнăç утравĕ пулса тăчĕ. Кун каçипе миçен кĕрсе тухмаççĕ-ши кунта? Ĕçсĕр юлнисем - аякри ялтан-и вĕсем, саларан-и - пурте специалистсем хÿтĕленипе тивĕçлĕ вырăн тупасса шанаççĕ. Службăра вăй хуракансем кашнинех пулăшма тăрăшаççĕ: йывăрлăха лекнĕ ентешĕсене тепĕр специальноçа вĕренме яраççĕ, профориентаци параççĕ, харпăр хăй ĕçне йĕркелеме сĕнеççĕ, общество ĕçне хутшăнтараççĕ, вăхăтлăх вырăнпа тивĕçтереççĕ, стажировка ирттерме май тупаççĕ. Ертсе пыракан инспекторсем Надежда Волкова, Ираида Димитриева, Нина Сафиулина, Марина Грачева инспектор, Елена Егорова тĕп бухгалтер пысăк опыт пухнă. Тамара Антонова пĕлсе те пуçаруллă ертсе пыракан туслă йышăн тĕллевĕ чăннипех пархатарлă: йывăрлăха лекнĕ ентешĕсене хÿтĕлемелле вĕсен, пурнăçа сыпăнтарса пыма, хуçалăха тытса тăма, ывăл-хĕре тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларма пултарччăр тесе ĕç вырăнĕ тупса памалла. Тивĕçе вĕсем чĕре хушнă пек туса пыраççĕ. Çавна май ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕ те курăмлă. Центр ĕçĕ-хĕлĕпе унăн ертÿçи.

 Тамара Афанасьевна Антонова паллаштарать.

Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿсем, малашлăх тĕллевĕсем

Иртнĕ çул Муркашри центр хăйĕн ĕçĕ-хĕлне пĕлтерĕшлĕ икĕ çул-йĕре - халăха 2007-2010 çулсенче ĕçпе тивĕç-термелли ведомство тата республикăра 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программăсене - тĕпе хурса йĕркеленĕ.

Çулталăк пуçламăшĕнче ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,7 процент пулнă тăк кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 0,64 юлнă /ку кăтарту республикăра лайăххисенчен пĕри/, шута илнисен йышĕ 144-ран 140-е çити чакнă. Пĕлтĕр 1700 ытла çынна вырнаçтарнă /вăхăтлăх - 1239, общество ĕçне - 385, стажировкăна - 76/. Районти хуçалăхсемпе тытакан çыхăну витĕмĕ пысăк. 2009 çулта çынсене ĕçе илме 19347 пин тенкĕлĕх 1054 Килĕшÿ тунă.

Муркаш тăрăхĕ - ял районĕ. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсене хĕрÿ вăхăтра ĕç вăйĕпе пулăшнă. Центр урлă пынă çынсем “Ударник”, “Свобода”, “Герой”, Чапаев ячĕллĕ, Ильич ячĕллĕ, Чкалов ячĕллĕ, Андреев ячĕллĕ, Суворов ячĕллĕ хуçалăхсенче, “Моргаушкорм” предприятире, çул-йĕр организацийĕсенче, “Автодорсервисра” тăрăшнă.

Паллах, çынсене вырăн тупса парса тупăш илме пулăшнине ырламалла. Çавăнпа пĕрлех вĕсене конкуренцире тупăшма пултаракан профессие суйлама хăнăхтарасси çинчен те манмалла мар.

Центрта пĕлтĕр 12 çын социаллă адаптаци илнĕ, вĕсенчен чылайăшне ĕç тупса панă. Техника профессийĕсен училищисенчен вĕренсе тухнă 18-20 çулсенчи 2 çамрăка та ĕçлĕ тунă. 65 çынна професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн производствăна йышăннă. Профориентаци пулăшăвне 3470ĕн тивĕçнĕ, психологи тĕлĕшĕнчен 40 çынна хÿтĕленĕ. Оргнабор мелĕпе 24 çын республика тулашĕнче вырнаçнă. Унсăр пуçне 10 çынна пенсие тухмалли ÿсĕм çитичченех тивĕçлĕ канăва янă /хĕрарăмсене - 53, арçынсене 58 çулта/.

Халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра кăçал, тĕпрен илсен, иртнĕ тапхăрти çул-йĕрех тытса пымалла. Чăн та, сусăрсем тĕлĕшпе çĕнĕлĕх кĕртнĕ: енчен те ĕçпе тивĕçтерекен производство вырăнне инвалида меллĕ оборудованипе пуянлатать тĕк патшалăх çакăншăн 30 пин тенкĕ тавăрса парать /сăмах май, Муркашсен 2010 çулта 2 сусăра ĕçе вырнаçтармалла/. Стажировкăра 30 çамрăк пулмалла, вĕсене наставниксем çумне çирĕплетмелле.

Тамара Афанасьевна çакна та асăнчĕ: центрта шутра тăракансен хушшинче ăнтăлуллисем йышлă, ĕçшĕн хыпса çунманнисем те сахал мар. Хăшĕ-пĕри пособие тивĕçес шухăшпа кăна статус илет /тÿлевĕн чи пĕчĕк виçи - 850, чи пысăкки 4900 тенкĕ/. Ун пеккисем профессие вĕренесшĕн мар, общество ĕçĕ е вăхăтлăх ĕç сĕнсен сахал тÿлеççĕ тесе кутăнлашма пăхаççĕ.

Çул çитменнисем валли

Ĕçпе тивĕçтерекен центр йĕркеленнĕренпе 18 çул çитрĕ. Çак тапхăрта çул çитмен çамрăксене - сахал тупăшлă, йышлă çемьесенче е амăшĕпе кăна çитĕнекенсене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçтарасси пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вĕсенчен чылайăшĕшĕн производствăна хутшăнни - малтанхи хăнăху, пурнăçăн аслă çулне тухмалли пĕрремĕш утăм.

Çамрăк çынна ĕçе юратма, хутшăнусем тĕлĕшпе ăнкаруллăрах пулма вĕрентмелле. Хăйне йышăнма ыйтса заявлени çырма пĕлмелле, ирĕкĕпе тивĕçĕ пирки тавçăрмалла. Ачана хăй килĕштерекен ĕç тупса пама тăрăшмалла. Çул çитмен çамрăксем валли вăхăтлăх ĕç çулталăк тăршшĕпех йĕркелеççĕ. Çу кунĕсем - чăннипех хĕрÿ вăхăт: каникул пуçланать, ирĕклĕ вăхăт тупăнать. Çавна май вĕсене ĕçе хутшăнтарас ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ татах çивĕчленет. Иртнĕ çул 21 килĕшÿ çирĕплетсе 652-шне производствăна вăхăтлăх вырнаçтарнă. Ачасем Çар Мухтавĕн палăкĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, шкул территорийĕсенче йывăç-тĕм лартнă, строительствăпа юсав бригадисенче вăй хунă. Тĕпрен илсен, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç районти мĕн пур шкулта кулленхи юсава пурнăçланă. Кашнийĕ уйăхра вăтамран 650-900 тенкĕ шалу илнĕ. Çемье бюджетне пуянлатнипе пĕрлех чунпа-юнпа, кăмăл-туйăмпа çирĕпленнĕ, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен тĕрекленнĕ. Унашкаллисем право йĕркине пăсмаççех, шуçлак çул çине тăмаççех. Мĕншĕн тесен ĕçе хаклакан çыннăн тĕллевĕ çирĕп, вăл ăнтăлупа пурăнать.

Ĕçлĕ пулнисен йышĕнче 277-шĕ - 14-15 çулсенче, 375-шĕ - 16-17-ре, сусăрсем - 1, йышлăн çитĕнекенсем - 193, тăнăçсăр ÿсекенсем - 1, сахал тупăшлисем - 459, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисенче тата подразделенисенче шутра тăракансем - 1 тата 3.

Шкула çÿрекенсенчен 2681-шĕ профориентаци илнĕ. Занятисенче вĕсем малашлăхпа интересленнĕ, хăйсен вăйне шанса умри тĕллевсене уçăмлатнă. Практика урокĕсенче районти ĕç рынокĕнчи конкуренцире тупăшма пултаракан тата производствăпа ял хуçалăхне аталантарма кирлĕ профессисемпе специальноçсене тишкернĕ. Шкул пĕтерекенсене - 671 çамрăка - ака уйăхĕнче вĕренÿ вырăнĕсен тата вакансисен ярмăрккине йыхравланă. Вĕсенчен 524-шне вăхăтлăх вырнаçтарма май килнĕ. Асăннă мероприятие ял хуçалăх академийĕн, коопераци институчĕн тата Вăрнарти совхоз-техникум представителĕсене чĕннĕ. Ачасене ĕç тупса парас енĕпе центр кăçал та тимлĕ пулма тăрăшать.

Общество ĕçĕ усăллă

Ĕç рынокĕнче халĕ çакнашкал ÿкерчĕке асăрхатăн: центрта шута илнисене хăйсене шалупа та, квалификаци енĕпе те тивĕçтермен вырăн сĕнсен хăшĕ-пĕри хирĕçлеме пăхать.

Çав вăхăтрах чылайăшĕн хăйсем куç хывнă ĕçе тивĕçме пĕлÿ те, опыт та çитмест. Кун пек чух общество ĕçĕ йывăрлăха сирме май парать. Центр специалисчĕсем шутра тăракансене тата ĕç шыракансене вакансире кăтартнă специальноçпа /делопроизводитель, хуçалăхра пулăшакан, сутуçă пулăшуçи тата ытти/ яраççĕ. Асăннă мел тепĕр чух тĕрĕслесе пăхмалли хăйне евĕр вăхăт шутланать: ăна ăнăçлă ирттернĕ çынна яланлăх илме пултараççĕ. Йывăрлăха лекнисемшĕн /ан тив, пысăках мар пулсан та/ çапах тупăш çăл куçĕ шутланать. Унта хутшăнакансен 70 проценчĕ шалупа пĕрле пособие тивĕçет.

Служба центрĕ пĕлтĕр ку енĕпе районти ял тăрăхĕсемпе, вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсемпе, ача сачĕсемпе, больницăсемпе, ДЭП-145 учрежденипе, ытти предприяти-организаципе çирĕп çыхăну тытрĕ.

Рынокри кăткăслăха сирес тĕлĕшпе хушма мероприятисем пурнăçлани - общество ĕçне йĕркелени - ĕçсĕрлĕх шайне чакарать. Ведомство программипе килĕшÿллĕн пĕлтĕр центр пулăшнипе уçнă общество ĕçĕсем валли 80 Килĕшÿ тунă, унта вăй хунă 111 çынна тÿлеме 96,1 пин тенкĕ тăкакланă. Республикăра 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программа тăрăх общество ĕçĕ валли 290 Килĕшÿ çирĕплетсе 385 çынна хутшăнтарнă, вĕсене тÿлеме 5 млн яхăн тенкĕ пĕтернĕ. Çав çынсенчен 59,7% - хĕрарăмсем, 26,2 % - 16-29 çулсенчи çамрăксем. Çак мелпе усă курни рынокри лару-тăрăва тăнăçлăх кÿчĕ, ĕç çухатнă тата ăна шыранă тапхăрта граждансене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарчĕ тата вăй хурас туртăма вăйлатрĕ.

Вĕренсе тухнисене - стажировкăна

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах утă уйăхĕнчен тытăнса центра пыракансен хушшинче тĕрлĕ шайри вĕренÿ заведенийĕ пĕтернисем нумайланаççĕ. Пысăк квалификациллĕ специалистсем те ытлашши пулса тăнă тапхăрта центрта вăй хуракансем опыт çук çамрăксене вырнаçтарма тăрăшаççĕ.

Республикăра 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн районти предприятисем стажировка ирттермешкĕн тата вăхăтлăх вырăн йĕркелемешкĕн Килĕшÿсем турĕç. Тĕрĕссипе, çÿлерех асăннă документăн тĕллевĕ - кадр потенциалне сыхласа хăварасси тата хальхи вăхăтра хăйсен ĕçĕ кирлĕ пулман çынсене хушма тупăшпа тивĕçтересси.

Професси вĕренĕвĕн учрежденийĕсене пĕтернисем стажировкăна хăйсем илнĕ специальноçпа опыта пуянлатас, хăнăху илес тĕллевпе каяççĕ. Центр ĕç паракансем çамрăксене вăхăтлăх вырăн ытларах сĕнччĕр тата стажировка хыççăн яланлăх йышăнччăр тесе тăрăшать.

Экономика лару-тăрăвĕ çăмăл маррине шута илсен программа условийĕсем ĕç паракансемшĕн чăннипех пайталлă: стажера уйăхсерен пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе /4330 тенкĕ/ тÿлекен суммăпа /пĕрлехи социаллă налука шута илсе/ паракан тăкакăн пĕр пайне ĕçпе тивĕçтерекене тавăрса пама пултараççĕ. Унăн çавăн пекех çамрăк специалистăн професси ăнтăлăвне тата унăн çынлăх пахалăхне хаклама май килĕ.

Программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул 76 çамрăка стажировкăна янă, çак тĕллевпе 974 пин тенкĕ тăкакланă. Стажерсем тĕрлĕ организацире - Катькас, Ярапайкасси, Ильинка ял тăрăхĕсенче, “ЖКХ УК” ОООра, тĕп больницăра, Çатракасси, Чуманкасси, Йÿçкасси, Муркаш, Тойкилтĕ вăтам шкулĕсенче, ытти çĕрте - бухгалтер, юрисконсульт, менеджер, ÿнер, черчени, ĕç, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, музыка ертÿçи, экономист, повар, водитель, каменщик пулма хăнăху илнĕ.

Стажировкăна пынă çынпа ертÿçĕ Килĕшÿ çирĕплетет. Вăйра тăракан саккунсем тăрăх унта икĕ енĕн ирĕкĕпе тивĕçне, ĕçшĕн тÿлемелли условисене, шалу виçине уçăмлатмалла.

Предприниматель пулма çăмăл-и?

Центрта шута илнĕ çынсене харпăр хăй ĕçне йĕркелеме май туса парассине уйрăмах хаклаççĕ асăннă службăра. Урăхла каласан, пособи тÿленипе кăна çырлахмаççĕ, янтăна хăнăхтармаççĕ. Халăх калашле, алла чĕрĕ пулă мар, вăлта тыттараççĕ.

“Пулăшатпăр, хăв та ан ÿркен, çаврăнăçуллăрах пул”, - теççĕ. Çак тĕллевпе 2009 çулта 35 çынна 2 млн ытла тенкĕлĕх субсиди панă. Вĕсенчен чылайăшĕ ял хуçалăхĕнче тăрăшма тытăнчĕ: хурт-хăмăр, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетме, пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтерме пикенчĕ. Парикмахерски уçакан, сăн ÿкерчĕк тăвакан, право ыйтăвне татса паракан, йывăçран тĕрлĕ конструкци хатĕрлекен, çăм таптаракан, автотехсервис пулăшăвĕ сĕнекен пур çав йышра. Çĕнĕ ĕçе йĕркелесе яриччен вĕсен пултарулăхне, туртăмне тестпа хакланă, экономикăпа техника никĕслевне тĕплĕн тишкернĕ хыççăн комисси йышăннипе субсиди памалла тунă. Хăйсен производствине мĕнле аталантарса пынине тĕрĕслевçĕсем куçран вĕçертмеççĕ.

Тĕрĕссипе, бизнес уçас текенсем вăтăр саккăрăн пулнă. Анчах виççĕшĕн ыйтăвне тивĕçтерме май килмен. Сăлтавĕ кашнин хăйне евĕр: иккĕшĕ Мускавра ĕçленĕ, тепри, строителе вĕреннĕскер, мăйракаллă шултра выльăхсене пĕтĕлентермелли пункт уçасшăн пулнă.

2010 çулта предпринимательлĕх йĕркелеме Муркашсен 83 çынна бизнеса вĕрентсе хатĕрлемелле. Çакна пурнăçлама патшалăх 4939,2 пин тенкĕ уйăрать. Кăрлачăн 28-мĕшĕнче комисси ларăвĕнче 17 çын харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн субсиди ирĕкне илчĕ.

Çăм таптарма - Сĕнтĕре

Мăн Сĕнтĕрте, халăх татăлма пĕлмен вырăнта - пасарпа юнашар, çĕкленнĕ тăпăл-тăпăл çак çурт. Сăнне вăл иртнĕ çул вĕçĕнче кăна çĕнетсе улăштарнă-ха. Тĕрĕсрех каласан, мал ĕмĕтлĕ çамрăк Алексей Маринкин аллине лексен...

Тĕп хулари предприятисенчен пĕринче - “Стройтрест-7” ОООра ĕçленĕ вăл. Экономика йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ май производство хăвачĕ чакнă, рабочисене укçа вăхăтра пами пулнă. Алексей нумай шухăшласа тăман, Муркаш тăрăхнех таврăннă: ара, кунта унăн çемйи тĕпленнĕ вĕт, кил-çурчĕ те Мăн Сĕнтĕртех.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра кайнă, шута тăнă. Асăннă служба специалисчĕсем сĕннипе бизнеса кÿлĕнме шухăшланă çамрăк çын. Малтанхи ĕç вырăнĕнчи вăтам шалу 18 пин тенкĕпе танлашнине кура патшалăх пулăшăвне - 58 пин тенке тивĕçме пултарасси пирки ăнлантарса панă ăна. Хăш тытăмра ăнăçтарассине ятарлă тест ирттерсе уçăмлатнă. Юлташĕсенчен пĕри çăм арманĕ уçса тупăш илме пуçланине пĕлсе-тăрса Алексей Игоревич унăн çулĕпе кайма тĕв тунă - ăнтăлăвне техникăпа экономика тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ. Комисси /унăн йышне центр специалисчĕсем кăна мар, район администрацийĕн яваплă çыннисем те кĕреççĕ/ Алексей Маринкин тĕллевне ырланă.

Субсиди илсе тата хăйĕн укçине хушса çурт сутăн илнĕ. Юсаса çĕнетнĕ хыççăн çăм таптармалли промышленноç станокĕ туяннă та ăна хута янă.

Миçен вăй хунипе кăсăклантăмăр. “Тĕрĕссипе, хам кăна. Атте тата çывăх тăвансем пулăшаççĕ”, - терĕ предприниматель.

Халăх армана йышлă çÿрет. Эпир пынă чух, тĕслĕхрен, виçĕ хĕрарăм станок умĕнче сурăх çăмне майлаштарса пĕр тикĕс ярса тăратчĕ. Вĕсем Мари Республикинчен мĕн. “Хамăр тăрăхра çăм арманĕ çук çав. Ентешсем Сĕнтĕре çÿренипе эпир те машинăпах çула тухрăмăр. Лайăх таптараççĕ кунта, пахалăхĕпе кăмăллă эпир”, - теççĕ вĕсем.

Черет кĕтсе ларакансем тата иккĕн. Тивĕçлĕ канăва тухнă кинемей икĕ çухрăмри кÿршĕ ялтан килнĕ. Çăм тултарнă миххи самаях пысăк хăйĕн. “Сĕнтĕрте çăм арманĕ уçнипе питĕ кăмăллă, - тет вăл. - Ку таранччен ытти ялта таптаттарнă. Мана, ватă çынна, аякка тухса çÿреме кансĕрччĕ. Ку çеç-и? Çамрăксем ĕç тĕлне пĕлни паха. Ун пек чух çапкаланса çÿреме вăхăт çук вĕт. Вĕсен тĕслĕхĕпе ыттисем пурнăç тĕллевне тупасса шанас килет”.

Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче йĕркелесе янă ĕç халĕ кал-кал пырать. Алексей Маринкин парăма татнă ĕнтĕ, ĕçпе тивĕçтерекен центрпа та татăлнă. Тĕллевĕсем çамрăк çыннăн çунатлă: иккĕмĕш станок вырнаçтарса производствăна анлăлатма шухăшлать вăл. Клиентсем килсех тăраççĕ. Тепĕр чух агрегата ир пуçласа çĕрлечченех çавăрттарма тивет.

“Пĕчĕк предпринимательлĕх йĕркелеме ăс панăшăн, канаш-сĕнÿпе, укçа-тенкĕпе хавхалантарнăшăн районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн хастарĕсене чĕререн тав тăватăп, - тет предприниматель. - Пурнăç тĕллевне тупма пулăшрĕç вĕсем мана”.

Автомашинăна вăхăтра юсамалла

Çапла шухăшлать Çĕмĕрт-кассинче çуралса ÿснĕ Владимир Венедиктович Мефодьев. Ăна техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăма сĕнет. Унсăрăн тăватă урапаллă тус кал-кал чупаймĕ, инçе çула тухаймĕ.

Шупашкарта ятлă-сумлă фирмăсенчен пĕринче яваплă çын пулнă вăл, хула халăхне хăтлă хваттерсем туса парассишĕн тăрăшнă. Малтанхи вăхăтра ĕç те ăннă, шалу та пысăк пулнă, ăна вăхăтра тÿленĕ. Инкекĕ кĕтмен çĕртен сиксе тухнă: хуçасем пач çухалнă, фирма арканнă. Çапла вара Владимир Мефодьев ĕçсĕр тăрса юлнă. Ăста специалист пулнине кура, пултарулăхне, пуçарулăхне шанса предпринимательлĕх йĕркелеме тĕв тунă арçын: районта çăмăл автомашинăсен шучĕ ÿссех пырать. Апла тăк ятарлă служба кирлĕ - вĕсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăмалла тата юсамалла. Çак ĕмĕтпе вăл районти ĕçпе тивĕçтерекен центра çитнĕ, унти специалистсен сĕнĕвĕ-канашне ăша хурса документсем хатĕрленĕ. Патшалăх харпăр хăй ĕçне уçакансене паракан субсидие - 58 пин тенке тивĕçнĕ.

Техника пулăшăвĕ паракан сервисăн çурчĕ хатĕр ĕнтĕ, çак кунсенче унта оборудовани вырнаçтарма тытăнчĕç. В.Мефодьев бизнесĕ аталанса вăй илесси, тăкаксем саплашăнасси иккĕлентермест. Унăн пулăшăвĕпе Муркашсем ыр курĕç тейĕпĕр. Кунсăр пуçне арçын ентешне, пĕр ялта çуралса ÿснĕ Андрей Михайлова хăйĕн ĕçтешĕ, урăхла каласан компаньон тăвасшăн. Çамрăк çын халĕ центрта шутра тăрать. Документсем хатĕрлесе çитерсен бизнеса хутшăнма ĕмĕтленет.

Çĕмĕрткассин икĕ хастарĕ хăйсен ăнăçăвĕшĕн, Мăн Сĕнтĕрти çăм арманĕн хуçи пекех, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсене, уйрăмах вара Тамара Афанасьевна Антонова ертÿçе тав тăваççĕ.


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика