Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсене пĕлсе тăма

14 сентября 2013 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕç тупма пулăшнисĕр пуçне инвалидсем тата мĕнле пулăшу ĕçĕсемпе усă курма пултараççĕ? Вĕсенчен хăшĕ тÿлевлĕ?

Ĕç шыраса килнĕ инвалидсене ĕç тупма пулăшнисĕр пуçне ĕçлев центрĕсем патшалăхăн çак пулăшу ĕçĕсене кÿреççĕ: професси суйлама пулăшасси, психолог пулăшăвĕ, ĕçлев рынокĕнчи социаллă адаптаци, общество ĕçĕсене хутшăнасси, професси енĕпе вĕренесси, хăвăр ĕçе уçма пулăшасси.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем кÿрекен патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем пурте тÿлевсĕр. Патшалăх укçапа пулăшассине те палартнă: тĕслĕхрен, ĕçлев служби янипе профессисене вĕренекен граждансем, çав шутра инвалидсем ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен тивĕçлĕ пособи чухлĕ стипенди илеççĕ; общество ĕçĕсене хутшăннă чухне тата «Юрăхлă ĕç тупас енĕпе йывăрлăха лекнĕ граждансене ĕçе вырнаçтарасси» мероприятипе килĕшÿллĕн вăхăтлăх ĕçре тăрăшнă чухне ĕçсĕр граждансен йышĕнчи инвалидсене ĕç паракан шалу тÿленисĕр пуçне ĕçлев службин органĕсем укçан пулăшаççĕ - 1700 тенкĕ таран.

 

Инвалид хăйĕн ĕçне йĕркелеме ĕçлев службинчен пулăшу илме пултарать-и?

58 пин те 800 тенкĕпе танлашакан финанс пулăшăвне çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăннă, хăйсен ĕçне пуçармалли бизнес-проекчĕсене ятарлă комисси ырланă граждансене, çав шутра инвалидсене параççĕ.

Ĕçлев центрĕпе гражданин тăвакан килĕшÿре пулас предприниматель 1 çултан кая мар предпринимательлĕх енĕпе ĕçлеме тивĕç пулнине палăртаççĕ. Предприниматель ĕç-хĕлĕн малтанхи тапхăрĕнче ĕçлев центрĕ панă укçапа тĕллевлĕн усă курнине тĕрĕслесе тăрать. Уйăрнă укçапа бизнес-проектра палăртнă мероприятисем валли кăна усă курма юрать, мĕн пур финанс тăкакне документсемпе çирĕплетмелле.

 

Ĕçлев центрĕнче шута тăмашкăн инвалидăн мĕнле документсем памалла?

Ĕçлеме пултарнине çирĕплетнĕ кирек хăш инвалид та ĕç шыраса хăй пурăнакан вырăнти ĕçлев центрĕнчен пулăшу ыйтма пултарать. Çумра çак документсем пулмалла: паспорт, ĕç кĕнеки, ĕçлев центрне киличчен ĕçленĕ тĕк - юлашки ĕç вырăнĕнчи юлашки виçĕ уйăхри вăтам ĕç укçи çинчен калакан справка, пур специальноçсемпе ĕç суйласа илмешкĕн вĕренни çинчен калакан документ тата обязательнăй йĕркепе инвалидăн уйрăм реабилитаци программи. Çав программăра çын ĕçлеме пултарнине çирĕплетекен кăтартусем пулмалла.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика