29 июня 2013 г.
2012—2020 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтермелли патшалăх программипе килĕшÿллĕн районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе явăçтарма палăртнă. Хĕрлĕ Чутай райповĕпе çул çитменнисене эмел курăкĕсем пуçтарас ĕçе хутăштарма килĕшÿ çырнă.
Çамрăксем ĕç укçисĕр пуçне ĕçпе тивĕçтерекен центртан 1275 тенкĕлĕх материаллă пулăшу илсе тăрĕç. Хĕрлĕ Чутай райповĕ вĕсемпе кашнинпе ĕç килĕшĕвĕ çырать. Пуçтарнă эмел курăкĕсене çул çитменнисен хăйсем пурăнакан вырăнсенчи райпо магазинĕсене е райпон хатĕрлев кантурне килсе памалла.
Хальхи вăхăтра хупахăн тата кукша пуçăн тымарĕсене, ама хупаххин тата шĕпĕн курăкĕн çулçисене пуçтараççĕ.
Çак ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакансене Хĕрлĕ Чутай райповĕн кадрсемпе ĕçлекен пайне е районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çак адреспа пыма ыйтатпăр: Хĕрлĕ Чутай сали, çĕнтерÿ лабамĕ, 1 çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-11-66.
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)