09 ноября 2018 г.
Иртнĕ юнкун пирĕн районта Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хỹтĕлев министрĕ С. Дими-триев пулчĕ. Чи малтан Сергей Петрович район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Кузнецовпа Упи ял тăрăхне çитсе курчĕ. Кунта çитес вăхăтра ЧР Ĕç тата социаллă хỹтĕлев министерствин БУн "Ибресинский ПНИ" филиалĕ уçăлмалла. Вырăнта хатĕрлев ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн район администрацийĕнче социаллă пулăшу енĕпе ĕçлекен организаци ĕçченĕсемпе "çавра сĕтел" евĕр ĕçлĕ тĕл пулу иртрĕ. Кунта социаллă хỹтĕлев пайĕн, халăха çăмăллăх паракан тата ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертỹçисемпе ĕçченĕсем, районти общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Канашлура отраслти 10 уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва Сергей Димитриев чи малтан этика ыйтăвĕнчен пуçларĕ. Халăхпа ĕçлекенсен хăйсене епле тытмалли пирки аса илтерчĕ: ялан уçă кăмăллă, пулăшма хатĕр, кашни килекенĕн ыйтăвне татса пама хатĕр пулмаллине палăртрĕ. "Пирĕн тĕп тĕллев — халăха пулăшу кỹресси", — пĕтĕмлетрĕ министр. С. Димитриев Чăваш Республикин Правительстви социаллă хỹтлĕх енĕпе хăй çине илнĕ яваплăхне пурнăçласа пынине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, кăçал социаллă пулăшу пама республика бюджетĕнчен 13 млрд тенкĕ яма палăртнă. Уйрăм тимлĕх — вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, çемьесем тата ачасем çине. Сергей Петрович çемье капиталĕ, пĕрремĕш тата виççĕмĕш ача çуратнă хыççăн çемьесене çăмăллăх кỹрекен программăсене аса илтерчĕ. Çавăн пекех вăл пурăнакансене электронлă сервиссемпе усă курма вĕрентмелли пирки чарăнчĕ. Çак кăтартăва 70 процент тĕлне çитермеллине палăртрĕ. Трак енре пулса пыракан ĕçсемпе пухăннисене кĕскен район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов паллаштарчĕ. Чи малтан Упире раштав уйăхĕнче уçăлакан центр пирки чарăнчĕ. Ку районшăн та пысăк пулăшу пулнине палăртрĕ. Асăннă организаци 43 çĕнĕ ĕç вырăнĕ парĕ, бюджета налук укçи кĕртĕ. Александр Николаевич районти социаллă хỹтлĕх енĕпе ĕç кирлĕ пек йĕркеленнине палăртрĕ. "Пирĕн пата килсе ỹпкелени пулман. Ертỹçĕсемпе специалисчĕсем хăйсен ĕçĕсене вăхăтра тата тăрăшуллă туса пыраççĕ”, — терĕ пуçлăх. Чăваш Енре социаллă пулăшу епле пурнăçланни пирки пухăннисене министерствăн "Центр предоставления мер социальной поддержки" КУ-н директорĕ Лариса Гайдаш каласа пачĕ. Лариса Ивановна республикăра ĕçлекен хушма мерăсем çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи куна республикăра пурăнакансем ача амăшĕн капиталĕпе, пĕрремĕш е виççĕмĕш ачашăн уйăхсерен паракан тỹлевĕсемпе, çурт-йĕр тăкакĕсемшĕн паракан çăмăллăхсемпе, регион тата федераллă льготниксене паракан пулăшăвĕсемпе усă курма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, ача амăшĕн капиталĕпе 2012 çултан пуçласа пирĕн республикăра 5 пин ытла çемье усă курма пултарчĕ. Пĕтĕмĕшле асăннă сертификата 9,6 пин çемье илнĕ. Социаллă пулăшу ĕçĕ пирĕн районта епле пурнăçланнине социаллă хỹтĕлев пайĕн ертỹçи Зинаида Петрова каласа кăтартрĕ. Зинаида Геннадьевна Трак енре асăннă пулăшусене 4,6 пин çын илсе тăнине пĕлтерчĕ. Çемье капиталне, тĕслĕхрен, 84 çемье илнĕ. Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен паракан пособие 109 çемье илсе тăрать. Вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Ĕç программипе килĕ-шỹллĕн халăха çăмăллăх паракан центрăн ертỹçи Эдуард Ермаков та учреждени ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ: ватăсене, инвалидсене тата йывăрлăх куракан ачаллă çемьесене мĕнле пулăшусем панине каласа пачĕ. Паянхи куна Красноармейски районĕнче — килте 110, стационарта 33 çын пулăшу илсе тăраççĕ. Васкавлă социаллă пулăшăва 2240 çынна кỹнĕ. Çавăн пекех канашлура районта ĕçпе тивĕçтерес ыйту епле пурнăçланнине пăхса тухнă. Ăна центр ертỹçи Иван Козлов тишкерсе панă. Иван Михайлович палăртнă тăрăх, паянхи куна çулталăк пуçламăшĕпе танлаштарсассăн ĕçсĕр ларакан çынсен шайĕ чакса пырать. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр юлнă 41 çынна регистрациленĕ. Çав вăхăтрах 205 ĕç вырăнĕ пуррине палăртнă. Вĕсем пурте МРОТ-ран пысăкрах тỹлевлĕ. Иван Михайлович сăмахĕсене пĕтĕмлетсе Сергей Петрович Чăваш Республики ĕçпе тивĕçтерессипе Раççей шайĕнче иккĕмĕш вырăнта пулнине палăртрĕ. Кунти специалистсем çулталăк хушшинче 120 çынна ĕçе вырнаçма пулăшни пирки каларĕ. Çак ĕçе татах та вăйлăрах çамрăксемпе ирттермелли çинче чарăнчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ темăсене пăхса тухнă хыççăн сăмах районти обществăлла организаци председателĕсем илчĕç. Хăйсен шухăшĕсене тата сĕнĕвĕсене уççăн каларĕç. Тĕл пулăва пĕтĕмлетсе ЧР ĕç тата социаллă хỹтĕлев министрĕ Сергей Димитриев пухăннисене социаллă пулăшу илме пултаракан кашни çын патне çитсе программăсемпе килĕшỹллĕн кирлĕ пулăшу памаллине палăртрĕ. Александр Николаевич çынсен шанăçне тỹрре кăлармаллине каларĕ. М. Евграфова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)