Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » С. Димитриев министр — Трак енре

29 июня 2018 г.

С. Димитриев министр — Трак енре

Иртнĕ ытларикун ЧР ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ С. Димитриев ĕçлĕ çул çỹревпе Трак енре пулнă. Унăн тĕллевĕ — министерствăна пăхăнса тăракан учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашасси. С. Димитриев малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Кузнецовпа тĕл пулнă. Александр Николаевич Шупашкар хăнине районăн социаллă экономикăлла аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Июнĕн 26-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери наркомание хирĕç кĕрешмелли кун пулнă май, вĕсем халăха социаллă хỹтлĕх парас тата наркотик япалисене саккунсăр усă курнине пỹлсе лартас ыйтусене сỹтсе явнă. Унтан С. Димитриев халăха социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен “Красноармейский” центра çитсе курнă. Э. Ермаков директор учрежденин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Паянхи куна центрта 4 уйрăм ĕçлет, кăçал унта 2,7 пин çынна тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама пăхаççĕ. Сергей Петрович районти ĕçпе тивĕçтерекен центра та çитсе курнă. Июнĕн 25-мĕшĕ тĕлне кунта ĕçсĕр юлнă тесе 49 çынна регистрациленĕ. Банкра ирĕклĕ ĕç вырăнĕсем 243 ваканси пур. Юлашкинчен С. Димитриев Упи ялĕнче пулнă. Кунта ятарлă шкул никĕсĕ çинче Чăваш Енри Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин “Йĕпреçри ПНИ” БУн Упири филиалне уçма палăртаççĕ. Сергей Петровичпа Йĕпреçри ПНИ директорĕ Н. Чугарев кунта юсав ĕçĕсем епле пынипе интересленнĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика