Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогсем шăп ларма хăнăхман

22 сентября 2017 г.

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче, ытти çĕрти евĕрех, Трак енре те черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Унăн темисене район хаçачĕн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков тата ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С. Кудряшов Чатукасси ял тăрăхĕнче тĕлпулусем йĕркеленĕ. Район администрацийĕн информатизаци пайĕн начальникĕпе В. Никифоровпа тата ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕпе И. Козловпа пĕрле вара эпĕ Пикшик ял тăрăхне çитрĕм. Пире ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин кĕтсе илчĕ, вырăнти лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ. Унтан вăтам шкул коллективĕпе тĕлпулу иртрĕ. Кунти 49 ачана 9 учитель вĕрентет. Шкул çулĕчченхи 21 пепкене тата 4-ăн воспитани параççĕ-мĕн. Педагогсем умĕнче Владимир Тимофеевич информаци кунĕн темисем çинче чарăнса тăчĕ. “Вырма майĕпен вĕçленсе пырать. Хуçалăхсенче уйра пĕр пĕрчĕ тырă та ан юлтăр тесе вăй хумалла”, — палăртрĕ вăл. В. Никифоров кунпа пĕрлех пуçаруллă бюджета аталантарас çĕрте халăхăн тỹпе хывас ыйтăва та хускатрĕ. “Çак енĕпе Мăн Шетмĕ, Кĕçĕн Шетмĕ, Алманч, Чатукасси ял тăрăхĕсенче ĕçлеççĕ те”, — терĕ район администрацийĕн информатизаци пайĕн начальникĕ. Вăл пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă тытăм объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлессипе çыхăннă ыйтăва тишкернĕ чухне вара педагогсем те шăп ларма пултараймарĕç. “Пирĕн те ăшă парассипе çыхăннă ыйту çивĕч тăрать. Котельнăйри кăмакана юсанă пулсан та, стени кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ларать, ăна сивĕсем çитиччен купалама тивет. Чỹречесем те хавшанă. Хушăксенчен çил вĕрет. Çавна пулах хĕл кунĕсенче эпир те, ачасем те чирлеççĕ”, — пĕлтерчĕç вĕсем. Тата ялти Культура çуртĕнче те, тĕрĕссипе, хута янăранпах “çил ачисем вăй выляççĕ”. Çавăнпах хĕлле художество пултарулăх коллективĕсем концерт-спектакль кăтартасшăнах мар кунта, ара, камăн-ха сивĕре юрлас-ташлас килтĕр? И. Козлов, педагогсем умĕнче тухса калаçнă май, тĕпрен илсен, инвалидсене ĕçпе тивĕçтересси районта епле пулса пыни çинчен пĕлтерчĕ. “Трак енре 16—60 çулсенчи инвалидсем 315-ĕн, ĕçлекеннисем вара пĕтĕмпе те 45-ĕн. План — 110, çулталăк вĕçлениччен çакна пурнăçламаллах. Пикшик ял тăрăхĕнче инвалидсен йышĕ 25-пе танлашать. Хальлĕхе 3-шне çеç ĕçпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ çул тĕлне тата 6 инвалида ĕçе вырнаçтармалла. Калăпăр, вĕсене ял тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртме явăçтарма май пур”, — палăртрĕ Иван Михайлович. Вăл каланă тăрăх, паянхи кун тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центрта 40 çын шутра тăрать (пĕлтĕр — 62-ĕн пулнă). Çав хушăрах “Чеслăра” çĕвĕçĕсем, райпора сутуçăсем, поварсем, кухньăра ĕçлекенсем, ял хуçалăх таварĕ туса илекен организацисенче водительсемпе трактористсем кирлĕ. Тĕлпулура эпĕ те сăмах ыйтрăм, педагогсене, патриотсем пулса, район хаçатне çырăнса илме сĕнтĕм, “Ял пурнăçĕпе” туслă çыхăну тытма чĕнсе каларăм. Ун хыççăн çыхăну уйрăмне те кĕрсе тухрăм, çырăнтару мĕнле пынипе интереслентĕм. Чăн та, Пикшиксем хальлĕхе унăн кăтартăвĕсемпе мухтанма пултараймаççĕ-ха.

В. Данилов.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика