26 февраля 2013 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнчи 453 №-лĕ йышăнăвĕпе Чăваш Енте ĕçсĕр тăрса юлнă инвалидсене, ача-инвалидсене воспитани паракан хĕрарăмсене, нумай ачаллă амăшĕсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе 2013—2015 çулсем валли республикăра тĕллевлĕ программа йышăннă.
Ĕçпе тивĕçтерекен пирĕн центр кăçал виçĕ инвалидпа нумай ачаллă икĕ амăшне кулленхи ĕçе вырнаçтарма пăхать. Кăçалхи февралĕн 19-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă пĕр амăшне И. В. Дмитриев уйрăм предприниматель патне çĕвĕçĕ профессийĕпе ĕçе вырнаçтарма май килнĕ.
Тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, организаци нумай ачаллă амăшĕсем валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме 30000, инвалидсемшĕн 67000 тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди илет.
Трак енри организацисене, çавăн пекех ĕç шыракан граждансене асăннă программăна хутшăнма чĕнетпĕр. Тулли информаци илме çак адреспа пырăр: Красноармейски ялĕ, Комсомольски тăкăрлăкĕ, 1-мĕш çурт, тел. 2-24-24, 2-17-39.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)