Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Япони компанийĕ йыхравлать

30 декабря 2014 г.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Японин «Фуджикура Аутомотив» компанийĕ Шупашкарта йĕркелекен çĕнĕ производство валли кадрсем суйласа илмешкĕн пулăшма хатĕр.

2014 çулхи декабрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Японин Fujikura Automotive Europe компанийĕн «Фуджикура Аутомотив» РУС Чебоксары» ООО учредителĕ Ичиро Камада господин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Фуджикура Аутомотив» РУС Чебоксары» ООО «Чăваш Республикин Шупашкар хулинче автомобильсем валли кабель производстви вырнаçтарасси» проекта пурнăçласси çинчен килĕшĕве алă пуснă.

Япони компанийĕ хăйĕн производствине вырнаçтарас умĕн Раççейĕн тĕрлĕ регионне виçĕ çул тĕпченĕ. «Эпир Раççейĕн чылай облаçĕнче пултăмăр. Чăваш Ене суйласа илни республика правительстви пулăшнипе çыхăннă. Производство валли юрăхлă вырăн тупасси пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа тĕрлĕ меле тĕпчерĕмĕр те Чăваш Енри йĕркелĕх тата хатĕрленÿ лайăххине палăртрăмăр. Çак аргументсем инвестицие республикăра вырнаçтарма йышăну тума хистерĕç те ĕнтĕ. Вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн, хамăр бизнеса аталантармашкăн тата тĕнче шайĕнче продукцие конкуренцире çĕнтермелле тумашкăн кунта эпир тĕплĕн тишкерсе тата нумай вăхăтлăха килтĕмĕр тесе шухăшлатпăр», - палăртнă Япони компанийĕн представителĕ.

Автомобильсем валли кăларакан нумай шăнăрлă кабель производствине «ЧЭАЗ» АХО территорийĕнче йĕркелеме палăртаççĕ, халĕ унта проекта пурнăçламалли производство пÿлĕмĕсем хатĕрлес енĕпе ĕçлеме тытăннă.

Çĕнĕ çул уявĕн кану кунĕсем хыççăнах Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр асăннă предприятие ĕçе вырнаçас кăмăллă граждансене резюме йĕркелеме йыхравлать. Компани представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх - автомобильсем валли нумай шăнăрлă кабель пухакан конвейерта ĕçлеме рабочисем кирлĕ. «Фуджикура Аутомотив» РУС Чебоксары» ООО представителĕсем хăйсене кирлĕ çынсене суйласа илнĕ хыççăн вĕсене «Фольксваген» концернăн автомобиль кабелĕсен производствинче вĕренме тата ĕçлеме май туса параççĕ.

 

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика