Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт сĕнекен çĕнĕ меслетсемпе

15 ноября 2014 г.

«Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе лайăх кăтартусем тума пултарчĕ, çитменнине тата экономикăри çирĕплĕх те ĕç вăйĕн кирлĕлĕхне ÿстерме пулăшать. РФ Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви палăртнă тăрăх - ĕç шыракан граждансене ĕçе вырнаçтарнин шайĕпе Чăваш Республики Раççей субъекчĕсен хушшинче 2-мĕш вырăнта», - палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура.

Республикăра ĕçсĕрлĕх шайне чакарса пыни - патшалăх влаçĕн органĕсем йышăннă мерăсен кăтартăвĕ. Ырă çак туртăм малашне те сыхланса юлтăрччĕ. «Пирĕн ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ - хамăр пата пулăшу шыраса килнĕ çынсене ĕçе вырнаçтарни. Çакă пирĕншĕн яланах тĕп тĕллев пулнă, малашне те çаплах пулĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн ĕç меслечĕсем те улшăнса, çĕнелсе пыраççĕ. Паллах, эпир те вăхăт ыйтнипе килĕшÿллĕн ĕçлетпĕр», - тет Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Марина Васильева. Вăхăт сĕнекен çĕнĕ меслетсем пирки калас тăк - центр ĕçченĕсем пĕлтĕртенпе ялсене кайса консультацисем параççĕ, çынсене патшалăх пулăшăвĕ тата программисем çинчен информаципе тивĕçтереççĕ. Специалистсем халăха хăйсен ĕç меслечĕсем пирки каласа кăтартаççĕ, пулăшу кÿреççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. Çакнашкал тĕл пулусене кашни уйăхрах 2-3 хут ирттереççĕ.

Вăхăт ыйтнипе çуралнă тепĕр çул-йĕр - Украинăран куçса килнĕ граждансене ĕçе вырнаçтарасси. «Вăрçă хăрушлăхĕнчен тарса Елчĕк районĕнчи тăванĕсем патне 9 çын килнĕ, вĕсенчен 4-шĕ - ĕçлеме пултаракан ÿсĕмре. Украина гражданĕсем центра килсе калаçрĕç, вĕсем хÿтлĕх тупнă ялсенче хамăр та пултăмăр, малашлăх тĕллевĕсене ыйтса пĕлтĕмĕр: тăван тăрăхне каялла каясшăн-и е кунтах ĕçе вырнаçасшăн-и? Пĕри - техник-судостроитель, вăл тивĕçлĕ статус илсе Шупашкарта вăй хурасшăн. Тепĕр 2-шĕ ĕçе вырнаçнă ĕнтĕ», - калаçăва тăсрĕ Марина Геннадьевна.

М.Васильева 2014 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи кăтартусемпе те паллаштарчĕ. Кăçал тăхăр уйăхра центра 776 çын пулăшу шыраса килнĕ, çав шутран 52,19% - хĕрарăм, 34,28% - 16-29 çулсенчи çамрăксем. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 37 гражданин ĕçсĕррисен шутĕнче тăнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ ĕçлеме пултаракан халăх тĕлĕшпе илсен 0,38% танлашнă. Çак тапхăрта центр 717 çынна ĕçе вырнаçтарнă. 3 гражданина хăйĕн бизнесне йĕркелемешкĕн 58,8 пин тенкĕлĕх пулăшу панă. Общество тÿлевлĕ ĕçĕсене 111 çынна хутшăнтарнă. 17 çынна професси вĕренĕвне янă. 607 гражданина - профориентаци, 30-шне - психологи, 10-шне ĕç рынокĕнчи социаллă адаптаци тĕлĕшĕпе пулăшу кÿнĕ. Тăхăр уйăхра вакансисен 6 ярмăрккине ирттернĕ, унта 20 предприяти-организаци ертÿçисем тата ĕç шыракан 115 гражданин хутшăннă, вĕсенчен 74-шĕ ĕç вырăнĕллĕ пулнă. Январь-сентябрь уйăхĕсенче ĕç паракансем 1038 ваканси пуррине пĕлтернĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вакансисен банкĕнче 154 ĕç вырăнĕ пулнă. Уйрăмах водительсем, медицина ĕçченĕсем, çĕвĕçсем, агрономсем, зоотехниксем, сутуçăсем, тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан рабочисем, механизаторсем, парикмахерсем кирли палăрнă.

Çул çитмен çамрăксене ĕçе явăçтарассине йĕркелесси - центрăн ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Шкул ачисене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе çак учреждени çулталăк тăршшĕпех тимлет, çапла вара 18 çул тултарманскерсем каникул вăхăтĕнче те, уроксем вĕçленсен те вăл е ку ĕçе хутшăнма пултараççĕ: тĕслĕхрен, территорисене тирпейленĕ тата ешĕллетнĕ, шкула вĕренÿ çулне хатĕрленĕ, ялхуçалăх культурисене пăхнă тата тыр-пула пухса кĕртнĕ çĕре, юсав ĕçĕсене т.ыт.те. Çул çитменнисем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕлĕшпе центр районти вĕренÿ учрежденийĕсемпе, ялхуçалăх производителĕсемпе тата уйрăм предприятисемпе тачă çыхăну тытать. Акă ноябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне вĕсемпе пĕтĕмпе 30 килĕшÿ тунă. Вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене çул çитмен 410 çамрăка вырнаçтарнă, çав шутран 199-шĕ - сахал тупăшлă, 3-шĕ - ăнăçсăр çемьесенчен. Кăçал планпа килĕшÿллĕн 18-а çитмен 400 çамрăка вăхăтлăх ĕç тупса пама палăртнă, эппин, центр ку плана 107,9% тултарнă.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет: Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ те, специалистсем те пурнăç таппипе тан утаççĕ, хăйсем патне килекен кашни çынна май килнĕ таран хăвăртрах пулăшма тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене йывăр вăхăтра пăрахманшăн, ыранхи куна çутă шанăçпа кĕтсе илме хăнăхтарнăшăн тав тăвакан нумай.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика