07 марта 2014 г.
Аслă Çĕнтерÿ кунне, Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçипе, Раççейĕн иртнĕ вăрçăпа çыхăннă çар мухтавне тата паллă датăсене халалланă мероприятисемпе килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсене чыслас, çапăçура пуç хунă салтаксене асăмăрта ĕмĕрлĕх хăварас енĕпе пирĕн республикăра çулленех акци ирттереççĕ.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби те çак сăваплă юхăма пуçаруллă хутшăнать, аслă ăру çыннисемпе сусăрсене, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă граждансемпе ветеранĕсене, вилнĕ салтаксен тăлăха юлнă арăмĕсене киле пырса социаллă пулăшу парассине, çавăн пекех салтаксен масарĕсене, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен ячĕпе çĕкленĕ палăксемпе обелисксене тирпейлесе тăрассине тивĕçлипе хаклать.
Çакна республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсемпе организацисем çирĕплетнĕ килĕшÿсем тăрăх тăваççĕ. Кун пек чухне ĕçлев службин органĕсем пурнăçламалли ĕç тĕсĕ, калăпăшĕ, вăхăчĕ, ăна ăçта ирттересси пирки калаçса татăлмашкăн вырăнти хăй тытăмлăх, муниципалитетăн социаллă хÿтлĕх органĕсемпе, вĕренÿ учрежденийĕсемпе, ытти организаципе çыхăну йĕркелеççĕ.
Çирĕплетнĕ килĕшÿ тăрăх çул çитмен çамрăксем, ĕçсĕр тата вырăн шыракан граждансем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, вилнĕ çар çыннисен çемйисене социаллă пулăшу параççĕ, мемориалсене, палăксене тата обелисксене юсаса çĕнетеççĕ, вĕсен территорине тирпей-илем кĕртеççĕ.
Ветерансемпе вĕсен çемйисен членĕсене çурт-йĕр, хуралтă, карта юсаса, эмел, апат-çимĕç туянса, почта корреспонденцине киле çитерсе параççĕ, кил-тĕрĕшре тирпейлеççĕ, çурт тавралли юра уçаççĕ, чÿрече тасатаççĕ, хĕл валли вутă татаççĕ, çураççĕ, пахча çимĕç культурисене акаççĕ-лартаççĕ тата шăварса, çумласа тăраççĕ.
Çар çыннисене пытарнă масарсене, мемориалсене, палăксене тата мухтав обелискĕсене пăхса тăмашкăн, вĕсен тавралли лаптăка тирпей-илем кĕртмешкĕн пĕлтĕр 14-18 çулсенчи 1700 ытла çамрăк вĕренÿрен пушă вăхăтра, ĕçсĕр тата общество ĕçĕпе килĕшÿллĕн вырăн шыракан 300 гражданин хутшăннă. Çул çитмен çамрăксемпе ĕçсĕр шутланакан граждансем 500-ĕн ытла - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 89 ветеранне социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ.
Асăннă мероприятисене Куславкка, Шăмăршă, Тăвай районĕсемпе Улатăрпа Шупашкар хулисенче пурăнакансем уйрăмах пуçаруллă хутшăннă.
Тĕслĕхрен, Куславкка районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр Кунерти, Елчĕкри вăтам, Тĕмшерти А.Г.Журавлев ячĕллĕ тĕп тата районти ытти шкулпа пĕрле 14-18 çулсенчи çул çитмен ачасен ĕç бригадисене çулленех йĕркелет. Ялта тĕпленнĕ ветерансене ачасем хуçалăхра пулăшаççĕ - шыв йăтаççĕ, вутă-шанкă хатĕрлеççĕ, апат-çимĕç туянса параççĕ, кил-тĕрĕшре тирпей-илем кĕртеççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, хĕл кунĕсенче картишĕнчи юра тасатаççĕ. Кунер, Елчĕк, Тĕмшер ял тăрăхĕсенчи çул çитмен çамрăксем наставниксем тата педагогсем ертсе пынипе - пурнăçламалли ĕçе вĕсем палăртнă - ентеш-ветерансене социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ.
Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр Тĕмерти тата Элпуçĕнчи вăтам шкулсемпе çирĕплетнĕ килĕшÿсем тăрăх янипе 40 çамрăк Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене социаллă пулăшу памашкăн хутшăннă.
Улатăр хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сĕннипе 200 ытла çамрăк палăксене, обелисксене, вил тăприсене юсаса çĕнетнĕ, çар историйĕн "Чулра тата бронзăра сăнланнă паттăрлăх" палăкĕсене тирпей-илем кĕртмелли ас тăвăмăн ĕç вахтине, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене халалланă "Иртнине аса илни" фотоальбом, композици стенчĕсем тума, вăрçă ветеранĕсене халалланă тĕпчев ĕçĕсем йĕркелеме, шкулти "Çар Мухтавĕн" музейĕнче экскурсисем ирттерме хутшăннă.
Раççей Федерацийĕн Правительствин 2014 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнчи 1-р-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявлама хатĕрленмелли тата паллă тумалли тĕп мероприятисен планне пурнăçласа республикăри ĕçлев органĕсем хальхи вăхăтра вăрçă ветеранĕсене социаллă пулăшу пама тата çар мухтавĕн мемориалĕсене, палăкĕсене, обелискĕсене тирпей-илем кĕртме çул çитмен çамрăксене хутшăнтарас тĕллевпе общество тата вăхăтлăх ĕçсем йĕркелемешкĕн предприяти-организаципе килĕшÿсем çирĕплетеççĕ.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби
Источник: "Хыпар"