Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейре - кăтартулли

22 февраля 2014 г.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ анлă ларăвне унăн членĕсем, асăннă службăн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, район-хулари ĕçпе тивĕçтерекен центрсен пуçлăхĕсем, «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕн, «Нива» вĕренÿпе курс комбиначĕн, «Промтрактор», «Акконд», «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУОсен, «Элара» наука-производство комплексĕн персонал ыйтăвĕсемпе ĕçлекен директорĕсем, «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин регион уйрăмĕн председателĕ хутшăнчĕç.

Ларăва Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçĕ Сергей Димитриев уçрĕ.

Тĕп докладпа - «Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли çирĕплетнĕ «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программине 2013 çулта пурнăçланин итогĕсемпе тата халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене 2014 çулта пурнăçлассипе çыхăннă тĕллевсемпе - асăннă служба ертÿçин çумĕ Наталья Тараканова тухса калаçрĕ.

Наталья Евгеньевна палăртнă тăрăх - халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмри лару-тăрăва республика экономикин чăн-чăн секторĕ мĕнлерех аталанни витĕм кÿрет. Пĕлтĕр строительствăра, пурăнмалли çуртсене хута ярас енĕпе, ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕнче, çынсене тивĕçтерекен тÿлевлĕ пулăшура, ĕçшĕн тÿлессинче, халăхăн укçа тупăшĕнче ÿсĕмсем пулнă. Çав вăхăтрах промышленноç тата ял хуçалăх производствисенче 2012 çулхи шая çитеймен. Туса кăларнă продукцие рынокра ыйтакансем йышланасса кĕтсе предприятисем ĕçлекенсен йышне сыхласа хăварма тăрăшнă. ЧР Экономика министерствин кăтартăвĕсем тăрăх - иртнĕ çул промышленноç комплексĕнче вăй хуракансен йышĕ 2 процент чакнă. Уйрăм отрасльте, тĕслĕхрен, строительство материалĕсен производствинче - 10,2 процент, йывăç тата унран тĕрлĕ япала тунă çĕрте - 6,1, резина тата пластмасса хатĕрĕсен производствинче 2,5 процент ÿснĕ, целлюлозăпа хут, машинăпа оборудовани тата электрооборудовани производствисенче 2012 çулхи шайрах юлнă.

Ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕн эрнесерен ирттернĕ мониторингĕн кăтартăвĕсемпе иртнĕ çул тулли мар сменăпа ĕçлекенсен хисепĕ республикăри организацисенче 2 хут сахалланнă, раштав вĕçĕнче 1510 çынпа танлашнă. Организацие хупнипе е йыша /штата/ чакарнипе 2459 çынна кăларса янă /2012 çулхинчен 450 çын е 15,5 процент сахалрах/. Вĕсенчен 1005-шĕ /40,9 процент/ ĕçлев службине пынă, 654-шне ĕçсĕр тесе йышăннă, Граждансене йышлăн кăларса янă муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи ĕç рынокĕн лару-тăрăвне кăткăслатас мар тесе центр специалисчĕсем предприяти-организацие çитсе консультаци панă, ваканси ярмăркки ирттернĕ, ĕçсĕрсене йышăннă, Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли çирĕплетнĕ «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программин мероприятийĕсене пурнăçланă.

Патшалăх программин мероприятийĕсене пурнăçлама пĕлтĕр 439,7 млн тенкĕ хывнă /федераци бюджетĕнчен - 207,7 млн, республикăннинчен - 232,0 млн/. Кăçал ку кăтарту 465,4 млн /226,0 млн тата 239,4 млн/ тенкĕпе танлашмалла.

2013 çулта патшалăх программипе килĕшÿллĕн служба органĕсем ĕç рынокĕн лару-тăрăвне кăткăслатас мар тĕллевпе йышăннă мерăсем пулăшнипе регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен йышне çулталăк пуçламăшĕнчи 5520-рен раштав вĕçĕнче 4812 таран е 12,8 процент чакарнă, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайне 0,84 процентран 0,73 хăварнă. Ку кăтарту çулталăкра вăтамран 0,77 процентпа танлашнă /программăра 0,9 процент çирĕплетнĕ/. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕпе Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче çулталăкĕпех 3 вырăн йышăннă. Кăçалхи тĕллев - асăннă кăтартăва 0,72 процентран ирттермелле мар.

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ 0,4 единицăран 0,3 юлнă е çулталăкра вăтамран 0,33 /программăра палăртни - 0,49/ пулнă. 3,4 пин ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсене 109,6 пин çын кирли çинчен пĕлтернĕ, вĕсенчен 88,7 пинĕшĕ рабочи специальноçĕсемпе çыхăннă.

2013 çулта программа мероприятийĕсене 84521 çын /103,7 процент/ хутшăннă. Служба органĕсене ĕç шыраса пынă 51 пин ытла çынран 42,2 пинĕшне вырнаçтарнă: 17,7 пинне - яланлăх, 24,5 пинне - вăхăтлăх /6810-шне общество ĕçне янă, 14-18 çулсенчи 16668 çамрăка вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕç тупса панă, вырнаçма кансĕр 710 çынна - сусăрсене, пенси ÿсĕмне çывхаракансене, çартан таврăннисене, тĕрмерен тухнисене - ĕçлĕ тунă, пĕчĕк бизнес йĕркелемешкĕн 126 ĕçсĕр çынна субсиди панă, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ 18-20 çулсенчи 244 çамрăка специальноçпе ĕçлĕ тунă.

Граждансене ĕçе вырнаçтарассин шайĕ 82,4 процентпа танлашнă. Иртнĕ çулхи пĕрремĕш çур çулта ку енĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă.

Ĕç шыракансене вырнаçтарассин шайĕ вакансисен банкне пахалăхлă йĕркеленипе çыхăннă. Раççей Ĕç министерстви «Раççейри ĕç» портала уйрăм контроле илнĕ. Вăл 2014 çулхи кăрлачра ирттернĕ мониторинг тăрăх Чăваш Ен вакансисене 5 кунра çĕнетсе тăрать /Раççейре - 18, ФАОра - 6 кунра/.

Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçламалли мероприятисем çинчен» 597-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн республикăра инвалидсене ĕçпе тивĕçтерес тата вĕсене обществăна интеграцилес тĕллевлĕ мерăсен комплексне пурнăçа кĕртеççĕ. Чăваш Республикин саккунĕ тăрăх 100 çынран ытларах коллективсенче инвалидсене йышăнмашкăн 2011 çулхи чÿк уйăхĕнчен 2 процентлă квота çирĕплетнĕ, 2013 çулхи чÿк уйăхĕнчен вара 35-100 çын шутланаканнисем валли те 1,5 процентлă квота палăртнă. 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне сусăрсене ĕçе илмелли квотăна республикăра 88,4 процент пурнăçланă /2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне - 86,6/, Муниципалитетăн 26 йĕркеленĕвĕнчен 9-шĕ инвалидсене йышăнмалли квотăна 100 процента çитернĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăна 35-100 çынлă организацисем 56,1 процент тултарса 600 ытла инвалида илнĕ. Муниципалитетăн 8 йĕркеленĕвĕн кăтартăвĕ 100 процента çитнĕ.

Сусăрсем валли ятарлă вырăн уйăрассине тивĕçлипе хаклаççĕ. Пĕлтĕр ун пеккисене 279 организацире 322 хатĕрленĕ. Республикăн тĕллевлĕ программи тăрăх çак тĕллевпе тăккаланнăшăн ĕçпе тивĕçтерекенсене федераци тата республика бюджечĕсенчен саплаштараççĕ.

2013 çулта ятарлă вырăнсене 102 сусăра йышăннă, çак тĕллевпе 6,8 млн тенкĕ тăкакланă. Раççей Ĕç министерстви 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче курав мелĕпе ирттернĕ конференцире асăннă тĕллевпе уйăрнă укçа-тенкĕпе эффективлă усă курнă регионсен хушшинче Чăваш Республики пулнине те палăртнă.

2014 çулта ятарласа майлаштарнă вырăнсене 106 инвалида илмелле, асăннă тĕллев валли 7,4 млн /федераци бюджечĕн субсидийĕ - 7,0 млн, республикăн - 420,0 пин/ тенкĕ палăртнă. Раççей Ĕç министерствипе укçа уйăрас пирки тунă килĕшĕве кăçалхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра Раççей Правительстви ĕçпе тивĕçтерекенсен тăкакĕсене саплаштармалли суммăна 69,3 пинрен 100 пине çитерессипе çыхăннă ыйтусене тишкерет.

2010-2013 çулсенче инвалидсем валли майлаштарнă 504 вырăн йĕркеленĕ, 2014 çул пуçламăшĕ тĕлне вĕсенчен 464-шне сыхласа хăварнă, предприятисем ĕçлеме пăрахнипе 40-не пĕтернĕ. 403 вырăнта инвалидсем паян кун та ĕçлеççĕ, 61-шĕ тĕлĕшпе служба центрĕсем ĕçпе тивĕçтерекенсемпе пĕрле тивĕçлĕ кандидатсене суйлаççĕ.

Инвалидсене ĕçе вырнаçтарнин шайĕ пĕлтĕр центра пулăшу ыйтма пынисен 64,7 проценчĕпе танлашнă. 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта ку кăтартупа Чăваш Республики Раççей Федерацийĕнче 5-мĕш вырăна тухнă /Раççейре вăтамран - 37,3 процент/.

Рынокри тупăшма пултараслăха ÿстерес тĕллевпе 2013 çулта ĕçсĕр 3354 çынна професси вĕренĕвне янă. Çакăн эффективлăхĕн хаклавĕ - ĕçлĕ пулнин кăтартăвĕ. Вĕсен 1,13 проценчĕ /индикатор - 1,8/ кăна ĕçсĕрсен йышне тепĕр хут тăнă. Кăçал хушма пĕлÿ илмешкĕн 2916 çынна яма палăртнă.

Чăваш Республикин экономикине модернизацилес тата технологи тĕлĕшĕнчен аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашăн ĕç ушкăнĕпе килĕшу тăвакан служба кăçал «Промтрактор» АУОри 109 тата «Промтрактор-Промлит» ОООри 194 рабочие професси вĕренĕвне маларах ярассине йĕркеленĕ. Асăннă организацисен ыйтăвне шута илсе вĕсене рабочи профессийĕсене хăнăхтарнă.

Хальхи вăхăтра инвестици проекчĕсене пурнăçлакан пилĕк предприяти 303 çынна 27 профессие вĕрентме заявка панă.

2013 çулта республикăри ĕçлев служби производствăна хутшăнас туртăмлă пенсионерсене профессие вĕрентме пикенчĕ: центрсем янипе 14-ăн тивĕçлĕ специальноç илсе ĕç тупнă. Кăçал тата 70 пенсионера вĕрентмелле, çак тĕллевпе республика бюджетĕнче 532,0 пин тенкĕ палăртса хăварнă.

Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн демографи политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен» 606-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн амăшлăхпа ĕçлеве пĕр килтерес тĕллевпе ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 427 хĕрарăма пĕлтĕр професси вĕренĕвне янă, ун хыççăн пурне те вырăн тупса панă.

2014 çулта ку йыш 400-тен кая мар пулмалла: 100-шĕ - ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнисем, 300-шĕ - пепкисене 3 çула çитиччен пăхакансем, анчах ĕçлĕ хутшăнусенче тăманнисем. Çак тĕллевпе 5,6 млн тенкĕ тăкакламалла: 1,8 миллионĕ - пĕрремĕшĕсемшĕн, 3,8 миллионĕ - иккĕмĕшĕсемшĕн.

2013 çулта социаллă адаптаци мероприятийĕсене - 2830, психологи пулăшăвĕн тренингĕсене 1971 çын хутшăннă, професси ориентацийĕн пулăшăвне 32,7 пинĕн тивĕçнĕ.

Çакна палăртмалла: профориентацин витĕмĕ тÿрех палăрмасан та пултарать, ĕç рынокĕ ыйтнине кура улшăнать те: тĕслĕхрен, бухгалтер вакансине йышăнас текенсен йышĕ 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 39 çынран кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 4 юлнă, экономистсем 47-рен - 3, юристсем 25-рен - 2, делопроизводительсем 34-ран - 1. Ун чухне инженерсем ытлашши пулнă тăк /1 ваканси пуçне - 18 çын/, халĕ çитмеççĕ /1 çын пуçне - 3 ваканси/.

Патшалăх пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерес тата унпа пурте усă курма пултарччăр тесе хальхи технологисене ĕçе кĕртеççĕ, çав шутра ĕçпе тивĕçтерме пултараканпа скайппа калаçма, документсене электрон мелĕпе çитерме, вакансисен банкне Раççей Перекет банкĕн банкомачĕсем урлă кĕме пулать.

Пĕлтĕр ĕçлев центрĕсен мобильлĕ офисĕсем вырăна 551 хут тухса 640 мероприяти йĕркеленĕ, 7708 çынна патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ, 1362-шне ĕçлĕ тунă. Кăçал та асăннă мелпе тухăçлă усă курма палăртнă.

Коллегин анлă ларăвĕнче Вăрнар тата Красноармейски районĕсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен директорĕсем Римма Евсеева тата Иван Козлов ĕçтешĕсене хăйсен коллективĕсен опычĕпе паллаштарчĕç, Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин контрольпе право тивĕçтерĕвĕн пайĕн ертÿçи Владимир Артемьев коллегин кăçалхи ĕç планĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Асăннă мероприяти ĕçлĕ калаçу чыслава куçнипе вĕçленчĕ: служба органĕсен хастарĕсене çитĕнÿсемшĕн тата ентешĕмĕрсене пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшас енĕпе хывнă сумлă тÿпешĕн Хисеп хучĕсемпе сумларĕç.

 

Валентина СМИРНОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика