Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышлăн кăларса ярасси

17 августа 2013 г.

Çынсене ĕçрен йышлăн хăçан кăларса яраççĕ?

 

Ĕçпе тивĕçтерекен.

 

Раççей Федерацийĕн Правительствин - Министрсен Канашĕн 1993 çулхи нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнчи «Çынсене йышпа кăларса янă условисенче ĕçлевпе тивĕçтерессине йĕркелесси» 99-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн предприятие, учреждение, организацие хупнипе е календарьлĕ палăртнă тапхăрта штата пĕчĕклетнипе е ĕçлекенсен шутне чакарнипе çынсене йышлăн кăларса ямалли тĕп критери пулса тăрать. Çавсен шутне кĕрекенсем:

а/ 15 тата ытларах çын ĕçлекен йĕркелÿпе правăн кирек хăш формиллĕ предприятие хупни;

ă/ предприятире штата пĕчĕклетни е ĕçлекенсен йышне чакарни:

календарьлĕ 30 кунра 50 тата ытларах çын;

календарьлĕ 60 кунра 200 тата ытларах çын;

календарьлĕ 90 кунра 500 тата ытларах çын;

б/ регионта 5 пинрен сахалрах çын ĕçлекен предприятие хупнипе е йыша чакарнипе, штата пĕчĕклетнипе календарьлĕ 30 кунра вĕсен 1 процентне кăларса яни.

Унсăр пуçне Раççей Федерацийĕн Ĕçлев Кодексĕн 82 статйипе килĕшÿллĕн йышлăн кăларса ямалли критерисене отрасльти тата /е/ территорири тариф килĕшĕвĕсенче палăртаççĕ. Кун пек чухне вĕсем ĕçлекенсен социаллă хÿтлĕхне вăйлатаççĕ кăна.

Ĕçпе тивĕçтерекенсен хăйсен те Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен» саккунĕн 25-мĕш статйипе тĕплĕн паллашмалла. «Организацие хупма е уйрăм предприниматель ĕçне чарса лартма, йыша чакарма е организацире, уйрăм предприниматель патĕнче ĕçлекенсен штатне пĕчĕклетме тата ĕç килĕшĕвĕсене пăрахăçлама пултарасси пирки йышăннă пулсан ĕçпе тивĕçтерекен организацин çав мероприятисене пурнăçа кĕртме пуçăниччен - икĕ уйăхран кая юлмасăр, уйрăм предпринимателĕн икĕ эрнере, енчен те йыша чакарма, организацири штата пĕчĕклетме йышăнни çынсене йышлăн кăларса ярасси патне илсе пыма пултарсан виçĕ уйăх иртиччен ĕçлев службин органĕсене çав кандидатсен должноçне, профессине, специальноçне тата вĕсем тĕлĕшпе квалификаци требованийĕсене, кашни çыннăн ĕçшĕн тÿлемелли условине кăтартса çырса пĕлтермелле.

 

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика