10 августа 2013 г.
Чун тĕпренчĕкĕсене виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри хĕрарăмсем ĕçе тухма шухăшласан вĕсен малтанхи вырăна хăйсен профессийĕсемпе тĕрлĕ сăлтава пула таврăнма кансĕр пулни вăрттăнлăх мар. Пĕр çулран тата ытларах тăсăлнă кану вĕсен ĕç рынокĕнчи тупăшма пултараслăхне палăрмаллах вăйсăрлатать.
Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин органĕсем кун пек чухне амăшĕсене ĕçе кÿлĕнме пулăшаççĕ тата пепкине пăхмашкăн илнĕ отпускран тухма хатĕрленекен хĕрарăмсем валли ятарласа палăртнă хатĕрлев курсĕсем йĕркелеççĕ.
Конкурентлă профессие вĕсем тÿлевсĕр илме пултараççĕ, çавăнпа пĕрлех вĕреннĕ тапхăрта стипендие тивĕçеççĕ. Ытти вырăнта ăсталăха туптакансене вĕренме кайса килнин çул çÿрев, çав тапхăрта унта пурăннăшăн /талăкра 550 тенкĕрен ытлашши мар/ тÿленин тăкакĕсене саплаштараççĕ тата пĕлÿ пухма кайса килнĕ вăхăтра пĕр талăкшĕн 100 тенкĕ уйăраççĕ.
Пĕчĕк ачасене воспитани паракан хĕрарăмсем 23 тĕрлĕ професси /специальноç/ - бухгалтер /квалификацие ÿстересси тата çĕнĕрен хатĕрлесси/, водитель, дизайнер, маникюрша, маляр, менеджер, котельнăй операторĕ, заправка станцийĕсен операторĕ, парикмахер, сутуçă-кассир, çĕвĕç, портной, кадр пайĕн инспекторĕ тата ытти - енĕпе вĕренеççĕ, тепĕр ĕçе хăнăхаççĕ тата квалификацие ÿстереççĕ.
«Пĕлÿ илни - хамăршăн»
Курсра пĕлÿ илнипе ача амăшĕсем хăйсем те кăмăллă. Кун пирки вĕсен шухăшне уçăмлатас тĕллевпе иккĕшĕнпе калаçрăмăр.
С.Дьякова, Шупашкар хули:
- Декретлă отпускри амăшĕсем валли курссем йĕркелени çинчен телекурав хыпарлавĕ тăрăх пĕлтĕм. Эпĕ - бухгалтер, çавна май хамăн ĕçĕмпе çыхăннă çĕнĕлĕхсене пĕлсех тăмалла: саккунсем улшăнаççĕ, малтан ăша хывнă информаци манăçа тухать. Çакна тĕпе хурса Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кайрăм. Манăн ĕç-пуçпа унта тĕплĕн паллашрĕç, хама тимлĕ итлерĕç. «Бухгалтер» профессипе квалификацие ÿстермешкĕн хатĕр курса та çийĕнчех тупса пачĕç. Вĕренÿ мана бухгалтер учечĕ енĕпе çĕнĕ пĕлÿ панипе пĕрлех халĕччен илнине çирĕплетме пулăшрĕ. Çывăх вăхăтрах ĕçе тухма палăртрăм, апла тăк бухгалтерире тивĕçсем татах хушăнĕç. Ĕçтешсен ÿкĕнмелле пулмĕ тесе шухăшлатăп. Унсăр пуçне хамшăн кăсăклă ыйтусене çĕнĕ çынсемпе сÿтсе явма та интереслĕ. Тĕрĕссипе, чылай хушă вăрăма тăсăлнă тăхтавра пулнă хыççăн курсра пухнă пĕлÿ ĕçе вырнаçма пулăшрĕ. Тепĕр хут вĕренме тата пĕлÿ илме чăннипех интереслĕ пулчĕ, малашнехи ĕçре çакă кирлĕ пуласси иккĕлентермест.
С.Николаева, Канаш хули:
Канаш хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр янипе эпĕ «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕнче «АСБУ операторĕ «1С: Предприяти 8,0» программăпа квалификацие ÿстермелли курсра ăс пухрăм.
Ĕçтешсем шăнкăравларĕç те ача пăхмашкăн панă декрет отпускĕ вăхăтĕнче вĕренмешкĕн сĕнчĕç. Паллах, килĕшрĕм, пĕлÿ илни хамшăн вĕт. Кĕтни чăнлăхпа пĕр килчĕ. Курсра пире пуян информаципе тивĕçтерчĕç. Ĕçе тухсан вĕсем кирлĕ пуласса шанатăп. Пире, амăшĕсене, ачапа ларнă вăхăтра хамăр профессипе каярахпа юрăхлă пулмашкăн çĕнĕ пĕлÿ илме май туса панăшăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра тав тăватăп.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби
Источник: "Хыпар"
Первоисточник: http://hypar.ru/nws/show/32/21328/index.php?id=s121047146992