19 августа 2013 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен тĕп задачисенчен пĕри ĕçсĕр тесе палăртнă граждансене çирĕплетнĕ пособие вăхăтра тÿлесе тăрасси пулса тăрать. Анчах та хăш-пĕр чухне асăннă пособие саккунсăр майпа илнĕ тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ-ха.
“ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” хысна учрежденийĕ ĕçсĕр тесе палăртнă граждансене çирĕплетнĕ пособие суя майпа илнине тупса палăртас тĕллевпе патшалăх органĕсемпе тата ытти учрежденисемпе тачă çыхăнса ĕçлет, тăтăшах тĕрĕслевсем ирттерет:
— налук инспекцийĕпе, граждансене предприниматель ĕçне, организацисен учредительне регистрациленине;
— РФ Пенси фончĕн уйрăмĕсемпе, ватлăх пенсийĕпе тивĕçтерекен çынсене, çав шутрах вăхăт çитиччен нумай ĕçленĕшĕн патшалăх пенсине илекенсене;
— ĕç паракансемпе, договорпа, пĕр вăхăтрах темиçе çĕрте ĕçлекен çынсем пирки информацисем илме.
Çав тĕрĕслевсем вăхăтĕнче ĕç шырать тесе регистрациленĕ çынсем те тупăнаççĕ. Вĕсенче эпир ĕçсĕр тесе учетра тăнă, анчах тивĕçлĕ ĕçпе пурăннисене тупса палăртатпăр.
Енчен те ĕçсĕр тесе палăртнă граждансем çирĕплетнĕ пособие суя майпа туянсан, ăна хăйсен ирĕкĕпе палăртнă срокра туллин тавăрса памасан, пирĕн центр специалисчĕсем суда тавăçлă (иск) заявлени тăратаççĕ. Кунпа пĕрлех асăннă материалсене правăна сыхлакан органсене параççĕ, вĕсем РФ Уголовлă кодексĕн 159 статйипе (ултав) уголовнăй ĕç пуçараççĕ.
А. Якимова
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)