Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçса каякансене пĕлме

19 апреля 2013 г.

Районти eçпе тивeçтерекен центр РФ Правительствин 1994 çулхи майaн 25-мeшeнчи 533 №-лe “Яллa вырaна eçлеме куçса каякан граждансене памалли çaмaллaхсем çинчен” йышaнaвне пурнaçласа уйрaм eç туса ирттерет.

 

Граждансене тата вeсен çемйисен членeсене агропромышленность комплексeн предприятийeсемпе организацийeсене, ял хуçалaх продукцийe туса илекен тата aна тирпейлекен, суту-илÿ, обществaлла апатлану, йaла-йeркепе тивeçтерес, çыхaну предприятийeсене, çавaн пекех яллa вырaнсенчи вeрентÿ, культура, сывлaха сыхлас, физкультурaпа спорт, право йeркине сыхлакан органсене eçлеме куçса каякансене пулaшу кÿреççe. Пирeн центр район, республика тата Пeтeм Раççейри вакансисен банкeн кaтартaвeсене усa курса граждансене яллa вырaнсенчи пурaнмалли çурт-йeр ыйтaвe пирки тулли информаци парать. Çакaн хыççaн граждансене ялсене, вeсенчи хуçалaхсене куçса кайма пирeн центр пулaшу кÿрет е eç параканпа тÿрремeнех калаçса татaлсан çула тухаççe. Апла пулин те малтанах eç паракантан eç вырaнe тата пурaнмалли çурт-йeр ыйтaвeпе тивeçтерес пирки тулли хурав кирлe. Çакaнта икe ен те килeшÿ тупсан, гражданин хуçалaха е хaй шучeпе, е йышaнакан организацин укçи-тенкипе куçса каять.

ЧР Eçпе тивeçтерекен патшалaх служби çумeнчи комисси яллa тaрaха куçса каякан гражданина çaмaллaхсем илме йышaну кaларать, протокол никeсe çинче aна куçса каяканaн билетне парать. Eçпе тивeçтерекен центр вара куçса каякан валли комиссие çак документсем тaратать: куçса каяканaн заявленийe; куçса кайма тунa килeшÿ; малтанхи вырaнтан çeнe вырaна çитме, япаласене илсе çитерме пaхнa тaкак; çемье çинчен калакан справка; çемьен кашни членe пуçне медицина справки.

Гражданинaн заявленине, ытти документсене пaхса тухнa хыççaн, aна тата çемье членeсене куçса каяканaн билетне параççe, ун урлa вeсем çaмaллaх илме пултараççe.

Яллa вырaна куçса кайма тaкаксене федераци бюджетeнчен саплаштараççe:

— яллa вырaна куçса каякан кашни çемье членне пeр вaхaтра тÿлекен укçа пособийeн виçи 500 тенкe;

— çемьен кашни членне çул çÿрев тaкакне саплаштарса параççe (чукун çул транспорчeпе, вaл çук чухне транспортaн ытти енeпе);

— килти пурлaха çeнe вырaна çитернe чухнехи тaкака (çемье пуçне 5 тонна таран) саплаштараççe.

Яллa вырaна куçса кайнa чухне сиксе тухакан ыйтусемпе (вакансисем пирки информацисем илме) Красноармейскинчи eçпе тивeçтерекен центра пымалла. Унaн адресe: Красноармейски ялe, Комсомольски тaкaрлaк, 1-мeш çурт, тел. 2-13-47.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика