Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн вунă уйăхри кăтартăвĕсемпе паянхи кăларăмра Иван Михайлович КОЗЛОВ ертÿçĕ паллаштарать.
- Иван Михайлович, пулăшу ыйтма пыракансем ĕçсĕр юлнин сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă?
- Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 898 çын пынă, вĕсенчен 248-шĕ е 27,6 проценчĕ ĕçсĕрĕн статусне илнĕ. Вырăн тупас текенсен 32,7 проценчĕ малтанхи çĕртен хăйсен ирĕкĕпе тухнă, организацие хупнипе е йыша чакарнипе, е штата пĕчĕклетнипе кăларса янисем - 4,1, социаллă хÿтлĕхе уйрăмах кĕтекенсен ушкăнне кĕрекенсем /нумай ачаллă çынсем тата тĕпренчĕкне пĕччен çитĕнтерекен ашшĕ е амăшĕ, инвалидсем, тĕрмере ларса тухнисем, çар службинчен таврăннисем/ 4 процент. Пулăшу илес текенсен 50,2 проценчĕ - хĕрарăмсем, 16-29 çулсенчи çамрăксем - 32,9, пенси ÿсĕмне çывхаракансем 3 процент.
- Вĕсене вырнаçтармашкăн Чăваш Республикинче пурăнакансене 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тĕллевлĕ программи пулăшатех ...
- Паллах. Асăннă программăна пурнăçласа ирттернĕ мероприятисемпе килĕшÿллĕ 2012 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче 811 çынна ĕç тупса панă, вĕсенчен 291-шĕ яланлăх вырнаçнă, 111-шне общество ĕçне хутшăнтарнă, 15-шне ĕç тупма кансĕррине шута илсе вăхăтлăх йышăннă. Профессин вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕнчен вĕренсе тухнă 18-20 çулсенчи çамрăксенчен пĕрне техник профессийĕпе ĕçлеттерес тĕллевпе вырăн йĕркелемешкĕн патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.
Вĕренÿрен пушă вăхăтра тата каникул кунĕсенче 14-18 çулсенчи 415 çамрăка районти предприяти-организацире вăхăтлăх вырнаçтарнă. 18 çынна Раççей Федера- цийĕн ытти регионĕнче ĕç тупма пулăшнă.
Унсăр пуçне профессие вĕренмешкĕн, тепĕр специальноçа алла илмешкĕн тата квалификацие ÿстермешкĕн 27 çын кайнă. Ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри амăшĕсенчен 6-шĕ профвĕренÿре пулнă, вĕсенчен 4-шĕ повар, сутуçă, “1С:Предприяти” АСБУ операторĕн специальноçĕсемпе ăсталăх илнĕ. Асăннă тапхăрта профориентаци пулăшăвне 414 çын тивĕçнĕ.
Вакансисен ярмăрккисене ирттернин усси куç умĕнчех. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсене 8 хут йĕркелесе ĕç сĕнекен 23 пуçлăха йыхравларăмăр, вĕсем 83 ваканси пуррине пĕлтерчĕç. Асăннă мероприятисене 80 çын ĕç шыраса пынă, çапла майпа 40-шĕ вырăн тупма пултарчĕ. Паянхи кун тĕлне банкра 121 ваканси шутланать. Районти предприяти-организаци рабочи профессийĕсемпе ăста кадрсем ыйтаççĕ.
- Сирĕн специалистсем çынсене центрта кăна мар, вырăна тухса йышăннине асăнтăр. Кун пирки каласа параймăр-ши?
- Ятарлă график тăрăх кăçал 68 ялта граждансемпе тĕл пулнă, çывăх вăхăтрах кашни ялах çитме палăртнă. Хамăрăн çăмăл автомашинăпа усă куратпăр кун пек чухне. Икĕ специалист çула тухать. Вĕсене кирлĕ кăткăс техника алă айĕнче пулнипе пĕтĕм кăтартăва Интернет урлă илме, çынсене витĕмлĕ пулăшу пама май килет. Асăннă мелпе малашне те тухăçлă усă курас тетпĕр.
- Ĕçсĕрлĕх статусне предпринимателĕннипе улăштарас текенсем йышлă-и?
- Харпăр хăй ĕçне йĕркелес тĕллевлисене центр специалисчĕсем пулăшма яланах хатĕр. Пĕчĕк бизнес уçас шухăшлă ĕçсĕр пĕр çынна регистрацие тăмашкăн укçан пулăшрăмăр, ăна валли 800 тенкĕ уйăртăмăр. Виçĕ çынна предпринимательлĕх уçмашкăн 58,8-шер пин тенкĕ субсиди панă. Вĕсенчен пĕри халĕ хăйĕн малашлăхне çынсене таксипе илсе çÿрессипе çыхăнтарнă, тепри - мăйракаллă шултра выльăх самăртассипе, виççĕмĕшĕ - сывă та таса апатланупа тивĕçтерессипе. Çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр çынна пĕчĕк бизнес йĕркелеме май туса паратпăр.
- Республикăн тĕллевлĕ программине мĕнле пурнăçласа пыратăр?
- Чăваш Республикинче инвалидсене, сусăр тата нумай ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшакан республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа служба центрĕ районти предприяти-организаципе йышлă çемьеллĕ ашшĕ-амăшне тата инвалидсене йышăнмашкăн ятарлă вырăнсем майлаштарас тĕллевпе çирĕплетнĕ килĕшÿсем тăрăх кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2 сусăра бухгалтер тата хуралçă, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен 2-шне çĕвĕç, слесарь профессийĕсемпе вырнаçтарма май килнĕ.
- Районти ĕç рынокĕнчи паянхи лару-тăрăва еплерех хаклатăр?
- Паянхи кун тĕлне ĕçлев центрĕнче учетра 42 çын тăрать. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмри халăх шучĕпе шайлаштарсан иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен чакнă /кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 0,46 процент, пĕлтĕрхи çав тапхăрта - 0,65/. Рынокри кăткăслăх коэффициенчĕ /урăхла каласан, пушă пĕр ваканси пуçне тивекен ĕçсĕр çынсен йышĕ/ 0,3 единицăпа танлашать, иртнĕ çулхи вунă уйăхра - 0,6.