16 ноября 2012 г.
Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче ЧР “Инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси” ятлă саккун йышăннă, кăçалхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ “2012 çулта çирĕплетнĕ квота тăрăх инвалидсене ĕçе вырнаçтарма ятарлă ĕç вырăнĕсен чи пĕчĕк хисепне палăртасси çинчен” ятарлă йышăну кăларнă. Вĕсем Трак енре еплерех пурнăçланса пыраççĕ? Çак ыйтупа район администрацийĕ те интересленсех тăрать.
Асăннă ыйтупа çак кунсенче район администрацийĕнче канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне “ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” хысна учрежденийĕн директорĕ И. Козлов, районти инвалидсен обществин председателĕ Н. Петров, сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн юрисчĕ Т. Петрова хутшăнчĕç.
Пухăннисем умĕнче И. Козлов тухса калаçрĕ.
ЧР “Инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн 100 ытла çын тăрăшакан предприятисемпе организацисенче инвалидсене ĕçе илме кунта вăй хуракансен вăтам списокĕнчен 2 процент чухлĕ квота çирĕплетеççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вара инвалидсене ĕçе вырнаçтарма ятарлă 3 ĕç вырăнĕ — райпора, районти тĕп больницăра, ЗЛПУМГра пĕрер — туса хумалла.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти организацисенче 20 инвалида ĕçе вырнаçтарма квота çирĕплетнĕ пулнă пулсан, 4-шне кăна ĕçе вырнаçтарма май килнĕ. Вĕсенчен районти тĕп больницăна 5 (пĕр çынна вырнаçтарнă), райпо — 3 (3), ЗЛПУМГ 12 (0).
Асăннă саккун епле пурнăçланса пынине районти тивĕçлĕ органсем тăтăшах тĕрĕслесе тăнă, ку енĕпе канашлусем йĕркеленĕ. Ĕç вырăнĕсене квотăланă çĕрте ĕç вырăнĕсене аттестацилени тĕпре тăрать. Акă кăçал ЗЛПУМГра ĕç вырăнĕсене аттестациленĕ. Çавна май çирĕплетнĕ квотăна 9 ĕç вырăнĕ чухлĕ чакарма май панă, халĕ вăл 3 ĕç вырăнĕпе танлашать. (Паянхи куна ЗЛПУМГра 584 çын тăрăшать, кунта сиенлĕ тата йывăр ĕç условийĕсемлĕ ĕç вырăнĕсем 413 çыннăн, 171 çынлă йышран квота çирĕплетеççĕ).
Туса ирттернĕ ĕçсене пула кăçалхи вунă уйăхра 6 инвалида ĕçе вырнаçтарма май килнĕ, паянхи куна вара 10 инвалид квотăланă ĕç вырăнĕсенче (çирĕплетнĕ квота — 11 ĕç вырăнĕ) тăрăшать: райпора 3 инвалид (100%), районти тĕп больницара — 4 (80%), ЗЛПУМГРА — 3 (100%). Кăçал 4 инвалида районти тĕп больницăра ĕç вырăнĕсем сĕннĕ. Иккĕшĕн унта вырнаçма тивĕçлĕ професси пулман, иккĕшĕ сĕннĕ ĕç вырăнĕпе килĕшмен. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕччен районти тĕп больницăра тепĕр инвалида ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес ыйтăва татса параççĕ.
Канашлура районти инвалидсен обществин председателĕ Н. Петров, районти тĕп больницăн юрисчĕ Т. Петрова тухса калаçнă, асăннă ыйтупа хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков йĕркелесе пынă, сăмах каланă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)