02 ноября 2012 г.
Трак енри ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче ĕçсĕр тесе учета илнĕ 22 çынна тата ача çуратнă хыççăн отпускра ларакан 5 хĕрарăма çĕнĕ профессие вĕрентсе хатĕрлерĕ, вĕсен квалификацине ÿстерчĕ.
Ĕçсĕр тесе учета илнĕ çынсене çак профессисемпе тата специальноçсемпе вĕренме ятăмăр: автомобиль водителĕ — 7 çынна, электрогазосварщик — 4, менеджер — 1, автомобиль юсакан слесарь — 1, АЗС операторĕ — 1, 1С:предприяти — 1, парикмахер — 1, ведомствăлла хуралăн хуралçи — 3, котельнăй операторĕ — 1, автомобиль кранĕн машинисчĕ —1, ЭВМ операторĕ — 1. Ача çуратнă хыççăн отпускра ларакан хĕрарăмсем çĕнĕрен çак профессисене илнĕ: сутуçă-кассир — 2 çын, 1С: предприяти — 2, повар — 1.
Ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр тăрса юлнисене паян ĕç рынокĕ ыйтакан профессисемпе (специальноçсемпе) — электрогазосварщик, каменщик, çĕвĕçĕ, автомобиль водителĕ, тракторист-машинист, сутуçă-кассир, повар-кондитер тата ыт. те — çĕнĕрен вĕренме йыхравлать.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)