Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсăр пособи илсен — айăплаççĕ

02 октября 2012 г.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрсен тĕп задачисенчен пĕри ĕçсĕр тесе палăртнă граждансене ĕçсĕрлĕхшĕн паракан пособие тĕплĕн тата вăхăтра тÿлесе тăрасси пулса тăрать. Апла пулин те хăш-пĕр чухне ĕçсĕрлĕхшĕн паракан пособие саккунсăр майпа илнĕ тĕслĕхсем те палăраççĕ-ха.

Ĕçсĕрлĕхшĕн паракан пособие саккунсăр майпа илнĕ тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе пирĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăх органĕсемпе тата ытти учрежденисемпе, организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлет, çак тĕллевпе ăна тапхăрăн-тапхăрăн тĕрĕслевсем ирттерсе туса пырать. Эпир налук инспецийĕнче граждансене предприниматель, организаци учредителĕ пулса регистрациленĕ тĕслĕхсене, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче ватлăхра паракан ĕç пенсине, çав шутра çул çитмесĕр нумай çул ĕçленĕшĕн патшалăх пенсине тивĕçекенсене тупса палăртатпăр, ĕç паракансемпе (работодательсемпе) вĕсем патĕнче гражданла право майлă килĕшÿсемпе вăй хуракансем, пĕр вăхăтрах темиçе ĕç пурнăçлакансем пирки информаци пухатпăр.

Çÿлерех асăннă мероприятисене ирттернĕ чухне вара ĕç шырать тесе регистрацилемен граждансене тупса палăртатпăр. Çавăн пекех пирĕн ĕçсĕр тесе учетра тăнă, анчах хăйсем асăннă тапхăрта ĕçленине пытарнă е предприниматель ĕç-хĕлне палăртман тĕслĕхсене те тăрă шыв çине кăларма тивет.

Кăçалхи 8 уйăхра ĕçсĕр граждансем суя мелпе пособи илме тăнă 23 ĕçе пăхса тухнă, пĕр тĕслĕхре çав пособие илнине тупса палăртнă.

Енчен те граждансем ĕçсĕрлĕхшĕн паракан пособие суя мелпе илнĕ, тивĕçлипе ăнланса парăма хăйсен ирĕкĕпе туллин тавăрса памаççĕ пулсан, ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем саккунсăр майпа илнĕ сумма пирки суда заявлени тăратаççĕ. Кунпа пĕрлех çакăн евĕр материалсене РФ УКĕн 159 статйипе (ултав) уголовлă ĕç пуçарма право йĕркине сыхлакан органсене параççĕ. Çавăнпа та ултавçăсен кун пирки ялан шута илесчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика