Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнисене ĕçе вырнаçтараççĕ

08 августа 2012 г.

Корреспондент ыйтăвĕсене ЧР Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ĕçпе тата информаципе тивĕçтерекен программисен пайĕн пуçлăхĕ Наталья Эберт хуравлать.

- Наталья Константиновна, юлашки çулсенче ĕçпе тивĕçтерекен сферăри программăсен тĕп мероприятийĕсенчен пĕри - професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнисене хушма пулăшу парасси. Кăçал пулăшу памалли çакнашкал мел сыхланса юлнă-и?

- Юлашки çулсенче професси пĕлĕвĕ паракан мĕн пур шайри учрежденисенчен вĕренсе тухнисене патшалăх опытлă наставниксем ертсе пынипе 3-6 уйăх стажировка ирттерсе специальноç енĕпе илнĕ пĕлĕве çирĕплетме май пачĕ. Республикăн ĕçпе тивĕçтерекен службин органĕсем, шăпах вĕсем патшалăх миссине пурнăçланă, 2009-2011 çулсенче 5 пин ытла çамрăка çак программăпа вырнаçтарнă.

Вĕренсе тухнисене чи пĕчĕк ĕç укçинчен кая мар тÿленĕ, вĕсен наставникĕсене тĕп ĕç укçи çумне самаях хушса тÿленĕ. Кунашкал производство практики хыççăн каччăсемпе хĕрсенчен нумайăшĕ çав организацисенчех малалла тăрăшать, халь ĕнтĕ яланлăхах. Стажировка вăхăтĕнче килĕшмен профессие суйланине, «юлташпа пĕрле пулассишĕн çеç кайнине» ăнланса илнисем те пур, çавăнпа вĕсен пурнăçра хăйсен «пысăк çулне» тупма тивет.

Вĕренсе тухнисене патшалăх енчен пулăшмалли çакнашкал мел паян та сыхланса юлнă, çапах та вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçлĕ ĕç шыраса йывăрлăха лекнĕ граждансем тĕлĕшпе çеç. Çакна республикăн ĕçлев рынокĕнче ĕç шыракан кашни çын пуçне пушă 3 вырăн тивнĕ, çамрăксем 15 пин тенкĕрен кая ĕç укçи сĕнекен вакансисене илĕртÿллĕ тесе шутламан чухнехи условисенче ăнланмалла та.

- Професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнисем ĕçпе тивĕçтерекен службăн çак мероприятине хутшăнмалли условисем çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха тата патшалăхăн çак пулăшăвĕпе тивĕçтермелли йĕрке мĕнлерех?

- Пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнă, 18-20 çулсенчи ĕçсĕр граждансене, ĕç пуçласа шыраканскерсене, ĕçе вырнаçтарасси - хуласемпе районсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тÿлевсĕр паракан патшалăх пулăшăвĕсенчен пĕри. Пуçламăш е вăтам професси пĕлĕвĕ /кирек мĕнле формăпа вĕренсен те/ пани çинчен диплом илнĕ, дипломра кăтартнă специальноçпа ĕç опычĕ пухайман çамрăксем вĕренÿ учрежденине пĕтернĕ хыççăн çулталăк тăршшĕнче çак пулăшупа усă курма пултараççĕ.

Пулăшăва илме çамрăкăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пымалла, ĕçсĕр çын пулнине регистрацилеттермелле, çакăн хыççăн ĕçе вырнаçмалли вариантсем сĕнĕç. Тивĕçлĕ ĕç пулсан, паллах, çамрăк хăй килĕшсен, ăна организацие ĕçе вырнаçмалли направлени параççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕ пĕтернĕ çамрăк ĕç параканпа тĕл пулнă хыççăн калаçу пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕлтерет, ĕç паракан унпа срокне кăтартмасăр ĕç килĕшĕвĕ тăвать, вăхăтлăх ĕçе йышăнни çинчен хушу кăларать, унăн копине /хушуран çырса илнине/ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра парать, ĕç кĕнекине çырса хурать.

- Вĕренÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнисене çакнашкал вăхăтлăх ĕç вырăнĕсенче ĕçленĕ тапхăрта миçе тенкĕ тÿлеме пăхнă тата паянхи условисенче патшалăхăн çакнашкал пулăшăвĕпе усă кураççĕ-и?

- Мероприятие хутшăнакансем ĕç паракан ĕçлесе татнă вăхăта тата мĕн чухлĕ ĕçленине кура палăртнă ĕç укçи /ĕçшĕн тÿлемелли çирĕплетенĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар/ илеççĕ. Кунсăр пуçне, ĕçленĕ тапхăрта халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсене Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен 1700 тенкĕ пулăшу парать.

Çак пулăшупа пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнисем чи малтанах акă мĕншĕн усă кураççĕ: специальноç енĕпе пухнă ĕç опычĕ ĕçлев рынокĕнче вĕсен конкурентлăхĕнчен палăрмаллах пысăкрах. Нумай çамрăка çакă та илĕртет: вĕсене ĕçе вырнаçтармалли килĕшÿсене республикăн тĕп организацийĕсемпе тăваççĕ, ку предприятисенче хальхи производство технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем 93 çамрăка /план - 83/ ĕçе вырнаçтарнă та ĕнтĕ, пĕтĕмпе кăçал çак мероприятие 250 çын хутшăнĕ. Çапла вара пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнисен ĕçе вырнаçнă чухне патшалăх пулăшăвĕ илес шанăç унчченхи пекех пур.

- Тавах Сире калаçушăн.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика