05 июля 2012 г.
Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пай пуçлăхĕ Геннадий Николаевич КОНСТАНТИНОВ паянхи кăларăмра çул çитмен çамрăксене çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене хуравлать.
- Геннадий Николаевич, çул çитмен çамрăксене ĕçлев служби çу кунĕсенче мĕнлерех пулăшу сĕнет?
- Çуллахи кунсем - çулталăкăн чи лайăх вăхăчĕ. Шкул ачисенчен чылайăшĕ ăна канма меллипе кăна мар, вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлесе илмешкĕн май пуррипе те чăтăмсăррăн кĕтет. Хăйсен пурнăçĕнчи пĕрремĕш ĕç опытне пухма тытăнаççĕ вĕсем. Кунсăр пуçне çул çитмен çамрăксен ĕçлевне йĕркелени социаллă пĕлтерĕшлĕ - урам витĕмне сирет çакă, право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарать.
Республикăри ĕçлев службин органĕсем ытти çулсенчи пекех кăçал та 14-18 çулсенчи ачасене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçтарассине йĕркелемешкĕн пуçаруллă хутшăнаççĕ. Çакă - Чăваш Республикинче пурăнакансене 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тĕллевлĕ программисен мероприятийĕсенчен пĕри. Вăл патшалăхăн асăннă пулăшăвĕпе тивĕçтермелли ыйтусене йĕркелесе тăракан Административлă регламентпа килĕшÿллĕн пурнăçланать.
2012 çулта асăннă программа тăрăх малтанласа вăхăтлăх вырăнсене 14-18 çулсенчи 9300 кая мар çамрăка вĕренÿрен пушă вăхăтра йышăнма палăртнăччĕ. Ку мероприятие çынсем кăмăлланине тата çу кунĕсенче ĕçлес шухăшлисем йышланнине кура кăçал Чăваш Ен ĕçлевĕн патшалăх служби шкулта вĕренекен 16100 ытла ачана вырнаçтарма палăртнă. Мероприятисене хутшăнакансен шучĕпе республика кÿршĕллĕ чылай регионран ирттерет.
Кăçал çул çитменнисен вĕренÿрен пушă вăхăтри ĕçлевне йĕркелемешкĕн республика бюджетĕнчен - 12,9 млн, хула-район муниципалитечĕсен йĕркелĕвĕсем 2,0 млн ытла, ĕç сĕнекенсем 3,5 млн ытла тенкĕ уйăрма палăртнă.
- Çул çитмен граждансен ĕçĕн уйрăмлăхне йĕркелесе тăракан нормăсем пур-и?
- Çул çитмен граждансен ĕçĕн уйрăмлăхне РФ Ĕç кодексĕн статйисем йĕркелесе тăраççĕ. Сăмахран, 14-16 çулсенчи ачасен ĕç тăсăмĕ эрнере 24 сехетпе танлашмалла, 16-18 çулсенчисен 35 сехетрен иртмелле мар. Эрнере пилĕк кун вăй хумалла тăк кулленхи смена 15-16 çулсенчисен - 5, 16-18 çулсенчисен 7 сехетрен ытлашши пулмалла мар. Çакăн пек те пулать: çуллахи каникулта тупнă ĕçе ача вĕреннĕ вăхăтра пăрахасшăн мар, вăл ĕçлесе илесшĕн. Кун пек чухне ĕç сменине икĕ хут чакараççĕ, урăхла каласан вăтам шкулта, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче ăс пухакансем вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче пĕлÿ илессипе ĕçе шайлаштарса пырсан 14-16 çулсенчисен кунне - 2,5, 18 çул тултарманнисен 3,5 сехет вăй хурмалла.
Ĕç условийĕпе уйрăмлăхĕ унăн сывлăхĕшĕн сиенлĕ ан пултăр кăна. Çавна май çул çитмен çамрăксене йывăр тата сиенлĕ те хăрушă условисемлĕ, çĕр айĕнчи ĕçсене яма чараççĕ, çавăн пекех вĕсене кăмăл-сипете япăх витĕм кÿме пултаракан çĕрте - вăйă бизнесĕнче, çĕрлехи кабаресемпе клубсенче тата ыттисенче - ĕçлеттермеççĕ.
- Çул çитмен çамрăксем хăш вакансие вырнаçма пултараççĕ тата республикăри ĕçлев центрĕсем ку енĕпе вĕсене мĕнпе пулăшаççĕ?
- Çул çитмен çамрăксене ятарлă хатĕрленÿ кирлех мар профессисене - ĕç йĕркелÿçи, сутуçă пулăшуçи, воспитатель пулăшуçи, лаборант, çуса тасатакан, дворник, курьер, фасовщик, тĕрлĕ ĕç тăвакан тата ытти - йышăнаççĕ.
Унсăр пуçне вĕсене хула-района тирпей-илем кĕртмешкĕн, сусăрсемпе аслă ăру çыннисене пăхмашкăн хутшăнтараççĕ.
Вăй хурас кăмăллă çул çитмен граждансене йышăнакан организацисемпе тата уйрăм предпринимательсемпе çирĕп çыхăну тытатпăр. Паянхи кун тĕлне республикăри организацисемпе тата вĕренÿ заведенийĕсемпе çул çитменнисем валли 10 пин ытла вăхăтлăх ĕç йĕркелемешкĕн 646 килĕшÿ тунă.
Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 2012 çулта шкул ачисене вăхăтлăх вырнаçтармашкăн предприяти-организаципе 18 килĕшÿ çирĕплетнĕ. Кун пек чухне çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисенче, йĕркене сыхлакан органсенче учетра тăракансене, тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн е вĕсене ылмаштаракансен хÿттисĕр юлнисене, ĕçсĕр граждансен ачисене, тулли мар тата йышлă çемьесенче çитĕнекенсене чи малтан пулăшма тăрăшаççĕ. Шăмăршă районĕнчи учрежденисен, предприятисен тата организацисен ертÿçисем асăннă мероприятин пĕлтерĕшне тивĕçлипе хакласа çул çитменнисене ĕçлĕ тăвас енĕпе центрпа ĕçтешлĕх хутшăнăвĕсем йĕркеленĕ. 2012 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче унта 247 ачана ĕç тупса панă. Вĕсем пĕччен пурăнакансемпе аслă ăру çыннисене социаллă пулăшупа тивĕçтереççĕ, ял тăрăхĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртеççĕ, ял хуçалăхĕнче тата ытти тытăмра вăй хураççĕ.
Шупашкар хулинчи ĕçлев центрĕ кăçалхи ултă уйăхра çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçе йышăнмашкăн шкулсемпе, социаллă реабилитаци центрĕсемпе, промышленноç, строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ-организацийĕпе тата ыттисемпе 133 килĕшÿ тунă, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 2143 ачана вырнаçтарнă.
Вĕсем шкул территорийĕсене тирпей-илем кĕртеççĕ, сĕтел-пукан юсаççĕ, кĕнекесене майлаштараççĕ, пÿлĕмĕсене тасатаççĕ, кĕçĕн классенче вĕренекенсен канăвне йĕркелеме пулăшаççĕ. Предприятисенче вырăн тупнисем те территорие йĕркене кĕртме хутшăнаççĕ, хушма ĕç тăваççĕ, фасовщиксенче, упаковщиксенче, тĕрлĕ ĕç пурнăçлакансенче тăрăшаççĕ.
Çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх вырнаçма пулăшнисĕр пуçне республикăри ĕçпе тивĕçтерекен центрсем шкул ачисене професси тĕнчине йыхравлас, вĕсене ĕçе хаклама вĕрентес тĕллевпе профориентаци мероприятийĕсем ирттереççĕ, кашнин е ушкăн валли консультацисем йĕркелеççĕ, профессисемпе, вĕренÿ заведенийĕсемпе, ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕпе тата унăн аталанăвĕпе, пурнăç ыйтакан професси-специальноçпа паллаштараççĕ, вĕсенчен хăшне суйласа илни ăнăç кÿресси пирки ăнлантараççĕ, ача мĕне пултарнине тата чун туртăмне кура хăш специальноçа юрăхлине палăртаççĕ.
- Çул çитмен граждансен ĕçне мĕнле хаклаççĕ?
- Çул çитмен çамрăксене софинансировани мелĕпе тÿлеççĕ: тĕрĕссипе вăй хунă вăхăта тата кĕскетнĕ тăсăмлă ĕç эрнине шайлаштарса ĕç сĕнекен шалу парать, унсăр пуçне ĕçсĕрлĕх пособийĕн чи пĕчĕк виçинчен кая мар, анчах унран 1,5 хут иртмен шайпа /е 850 тенкĕрен пуçласа 1275 таран/ республика бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ.
Çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх вырнаçтарнин тĕп тĕллевĕ - вĕсене ĕçе хаклама вĕрентни, малтанхи хăнăху илмешкĕн май туса пани, ĕçлес туртăма çирĕплетни, право йĕркине пăсассине профилактикăлани.
Каникул кунĕсенче шкул ачисене ĕçе хутшăнтарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем кун пек чухне ирĕклĕ, пушă вăхăт ытлашшипех. Апла тăк çамрăк ăрăва унпа хăйшĕн тата обществăшăн тĕрĕс усă курма вĕрентмелле. Бригадăра тантăшĕсемпе пĕрле тăрăшни малашлăхри профессие суйлама май парать: специальноç тĕлĕшпе ачасем хăйсен ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе пултарулăхĕ пĕр килни-килменнине тĕрĕс хаклама пултараççĕ. Ку çеç-и? Вĕсем укçа ĕçлесе илме хăнăхаççĕ. Сăмах май, çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕç тупса парассипе çыхăннă пулăшу - тÿлевсĕр.
Харпăрлăхăн тĕрлĕ формиллĕ предприяти-организаци ертÿçисене, предпринимательсене 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтармалли программăна хутшăнма йыхравлатпăр.
Ĕç сĕнекенсем, служба центрĕсем тата муниципалитет йĕркелĕвĕсем ку енĕпе вăйсене пĕрлештерни Чăваш Енĕн çамрăкĕсене ĕçре тата профессире малтанхи утăмсенех ăнăçлă тума май панă пулĕччĕ.
Источник: "Хыпар"