Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Красноармейском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллеги ларăвĕ — Красноармейскинче

26 июня 2012 г.

Коллеги ларăвĕ — Красноармейскинче

Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕ пулчĕ.

Ун умĕн Чăваш Енĕн ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С. П. Димитриев, унăн çумĕ Н. Е. Тараканова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Р. А. Николаева тата районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ И. М. Козлов Васнарти Ю. М. Ефимов уйрăм предприниматель патĕнче пулса курчĕç. Юрий Михайлович çывăх çыннисемпе пĕрле теплицăсенче (вĕсенчен пĕрне шăпах ку центр пулăшăвĕпе усă курса туса лартнă) пахча çимĕç çитĕнтерет. 3 гектар çĕр те арендăна илнĕ. Мотоблок, “Газель” автомашина туяннă. Вĕсен биологи препарачĕсемпе çитĕнтернĕ хăяр-помидорĕсене район çыннисем кăна мар, Мускав, Киров, Новосибирск тата ытти хуласем те хаваспах туянаççĕ. “Ĕçлес кăмăл пысăк, шел, майсем çитсех пымаççĕ, пĕчĕк трактор, шăвармалли техника тем пекех кирлĕ. Пулăшсан аванччĕ”, — терĕç пахча çимĕç ăстисем.

Унтан ĕçпе тивĕçтерекенсем Л. А. Батракова уйрăм предпринимателĕн Красноармейскинчи Ленин урамĕнчи 95-мĕш çуртра вырнаçнă парикмахерскине çитрĕç, курни-илтнипе кăмăллă юлчĕç.

Коллеги ларăвĕн пленарлă пайĕ район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче малалла тăсăлчĕ. Ăна ЧР ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С. П. Димитриев уçса йĕркелесе пычĕ, республикăри ĕç рынокĕнчи хальхи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Р. А. Николаева Трак ен çинчен каласа пачĕ.

Малалла ларура ЧР ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Т. И. Михайлова тата халăха ĕçе вырнаçтарассине йĕркелекен пай начальникĕ Г. Н. Константинов докладсем турĕç. Вĕсене сÿтсе явма Çĕмĕрлепе Шупашкар хулисенчи, Комсомольскипе Шупашкар районĕсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсен директорĕсем С. В. Никитинпа А. Б. Малов тата Г. М. Вороновапа О. И. Александров хутшăнчĕç.

Лару сÿтсе явнă ыйтусемпе ĕçлĕ йышăнусем турĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика