20 апреля 2012 г.
Кăçалхи апрелĕн 16—20-мĕшĕсенче, республикăри евĕрех, Трак енре те “Я б в рабочие пошел!” ятлă волонтер-профориентаторсен акцийĕ иртет. Ăна ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе вырăнсенчи ĕçпе тивĕçтерекен хысна учрежденийĕсем Чăваш Енти Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн, Ял хуçалăх, Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ, Хула строительствипе обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствисемпе пĕрле йĕркелеççĕ.
Çын пурнăçĕнче професси суйласа илесси тĕп енсенчен пĕри пулса тăрать. Шкулсен, ашшĕ-амăшĕн, ĕçпе тивĕçтерекен центрсен тĕп задачи çамрăк çынна профессисен тĕнчинче çул тупма май туса парасси, хăйне валли паянхи вăхăт ыйтакан професси суйласа тупма пулăшасси пулса тăрать. Çакă вăл паянхи вĕренекене - ыранхи ĕç рынокĕнчи яш-кĕрĕме пурнăç кăларса тăратакан вăл е ку кăлтăксенчен хăтăлма, вăл обществăшăн чăнахах та кирлине туйса илме май парать.
Шкул вĕренекенĕсене профориентаци парас ыйту питех те çивĕч тата кирлĕ. Экономикăна çĕнетсе улăштарнă условисенче квалификациллĕ кадрсен ыйтăвĕ малти вырăна тухса тăрать. Ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче специалист-профконсультантсен хисепĕ пысăк мартан ку енĕпе кашни вĕренекенех тивĕçлĕ пĕлÿ илеймест. Çак акцие ирĕклĕ майпа ĕçлекен волонтер-профориентаторсене явăçтарни яш-кĕрĕме професси тĕнчи çинчен туллин каласа пама, чылай вĕренекене професси суйласа илнĕ чухне йăнăшсенчен хăтăлма, каярах вара ĕçе вырнаçма май парать. Ку енĕпе эпир 15 çул ытла ĕçлетпĕр ĕнтĕ.
“Я б в рабочие пошел!” ятлă волонтер-профориентаторсен акцийĕн тĕллевĕ — Трак енри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсемпе профориентаци ĕçĕсене татах та активлăрах туса пырасси, каччăсемпе хĕрсене волонтер-профориентаторсем урлă профессиллĕ ориентаци тĕлĕшĕнчен питех те кирлĕ тата паянхи вăхăт ыйтакан тивĕçлĕ пĕлĕве илме майсем туса парасси.
Эпир хамăр ума çакăн пек задачăсем лартатпăр:
—Трак енри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсене кулленхи пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси;
— Чăваш Енти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа куллен паллаштарса тăрасси;
— промышленность, строительство тата ял хуçалăх валли йăлана кĕнĕ рабочи профессийĕсене (специальноçсене) вĕренекенсем хушшинче анлăн сарасси;
— профессиллĕ ориентаци тĕлĕшĕнчен волонтерсен юхăмне аталантарнă çĕрте “рольсене улăштармалли” принципа усă курса информаци илекен тепĕр тапхăрта информаци çăл куçĕ- волонтер-профориентатор пулса тăрать.
Çак тапхăрта акцие хутшăнса ятарлă график тăрăх волонтер-профориентаторсем Трак енри шкулсенче пулаççĕ, вуншар тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)