03 апреля 2012 г.
Çул çитмен 14—18 çулсенчи каччăсемпе хĕрсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси “ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” хысна учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕн уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Шăпах ĕнтĕ ĕçе пула кĕçĕн çулхи ачасем ĕç-хĕле хăнăхса пыраççĕ, ăна юратса ÿсеççĕ, каччăсемпе хĕрсен шанса панă ĕçшĕн яваплăха туйма вĕренесси аталанать, вĕсем пирвайхи хут ĕç коллективĕн пĕлтерĕшне туйса илеççĕ.
2012 çулта çак енпе çул çитмен 200 ачана ĕçе вырнаçтарма пăхаççĕ. Паянхи куна районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа Упи тата Алманч вăтам шкулĕсем 14—18 çулсенчи каччăсемпе хĕрсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма килĕшÿсем турĕç. Çавна май кăçалхи икĕ уйăхра 30 вĕренекене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма май килчĕ.
Çул çитмен çамрăксен бригадисен тĕп ĕç-хĕлĕ — шкулсен тата ял тăрăхĕсен территорийĕсене тасатасси тата тирпей-илем кĕртесси, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене тата пĕччен ватăсене пулăшу кÿресси.
Вăхăтлăх ĕçе хутшăнакан кашни çамрăк ĕçченех укçа-тенкĕ енчен хавхалантараççĕ. Вăл ĕçсĕрлĕх пособи виçинчен пĕчĕкрех тата асăннă пособи виçинчен 1,5 хут пысăкрах пулма пултараймасть.
Çул çитмен çамрăксен бригадисене чи малтан социаллă учрежденисенче тата ача-пăча çурчĕсенче пурăнакан тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕ хÿттисĕр, ĕçсĕр тăрса юлнă, тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчи, çул çитменнисен комиссийĕсенче учетра тăракан ачасене вырнаçтараççĕ.
Ĕçпе тивĕçтерекен пирĕн центр çул çитмен каччăсемпе хĕрсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă çĕрте кирек епле пулăшу кÿме тăрăшать тата ĕç паракансене эпир ирттерекен мероприятисене активлăрах хутшăнма чĕнет. Пирĕнпе çыхăнмалли телефон: 8(83530) 2-24-24, 2-13-47.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)