09 февраля 2012 г.
Владимир ПЛИГИН, РФ Патшалăх Думин Конституци саккунĕсем кăларакан тата патшалăх строительствин комитечĕн председателĕ:
- Демократи йĕркеленĕвĕн формулисем чăнласах та улшăнаççĕ, çакна эпир час-часах куратпăр. Чылай чухне халăх шухăшлавĕн ыйтăмĕсем, Интернетра вырнаçнăскерсем, саккун кăларас ĕçе витĕм кÿреççĕ. Уйрăммăн илсен депутатсем сĕнÿсене - вĕсенчен нумайăшĕ “администраци яваплăхĕн тытăмĕпе” çыхăннă - сăнасах тăраççĕ. Общество пуçарăвĕсене “шута илессин формулисем” пирки калас тăк, вĕсем çинчен РФ премьер-министрĕ Владимир Путин хăйĕн “Демократи тата патшалăх пахалăхĕ” статйинче çырнă, граждансен депутатсене е РФ Конституцийĕн 104-мĕш статйипе килĕшÿллĕн саккунсен авторĕ пулма пултаракансене сĕнÿ-канаш парса лару-тăрăва витĕм кÿме май пур. Политика практикинче, ахăртнех, пĕр-пĕр шухăша питĕ нумай çын палăртсан ăна пурнăçламалли меле те тупма пулать. Çакна технологи тĕлĕшĕнчен мĕнле тума май килĕ - хальлĕхе эпĕ ку варианта сÿтсе явма хатĕрех мар, мĕншĕн тесен Конституцин 104-мĕш статйинче саккун кăларас ĕçĕн авторĕсене тÿрремĕнех палăртнă. Парламентарисем ют çĕр-шывсен практикине тĕпчеççĕ, социаллă пысăк ушкăнсен шухăшне саккун кăларакансем шута илни - çĕнĕ формăсене тĕпе хурас тăк ку практика кăсăклă тата унпа усă курма юрать.
Михаил РЕМИЗОВ, Наци стратегийĕн институчĕн президенчĕ:
- Статьяна икĕ енлĕн хаклама пулать - унта палăртнă мерăсем общество политика тытăмне мĕнле витĕм кÿни тĕлĕшĕнчен тата хирĕçлекен /протестлакан/ пĕрлĕх ăна мĕнле йышăнни енчен. Иккĕмĕш ыйтăва тÿрех хуравлама пулать: хирĕçлекенсем статьяна нимĕнле хак та памаççĕ. Мĕншĕн тесен статьяна пĕчĕк ĕçсен теорийĕн жанрĕпе хатĕрленĕ, Путин шăпах çак теорие тытса пырать. Хирĕçлекен ушкăн татăклăрах /радикаллăрах/ ыйтусем лартать, тĕслĕхрен, конституци реформисен ыйтăвне - вăл ĕç тăвакан влаçăн, Президент влаçĕн тата саккун кăларакан влаçăн виç кĕтеслĕхĕнчи хутшăнусене улăштарĕччĕ. Протестлакансем политика тытăмĕнче хăвăрт пулакан тата тухăçлă улшăнусем çителĕклĕ тесе шухăшлаççĕ. Статьяра вара пĕчĕк ĕçсен теорийĕ пирки сăмах пырать. Путин çакна ăнланма май парать: вăл демократие вăрăма тăсăлакан «стройка» тесе шухăшлать, ку тапхăр вĕçлениччен вăхăт нумай иртет-ха. Статьяра палăртнă мерăсен тытăмĕ пирки калас тăк - вĕсенчен нумайăшне ырламалла çеç. Тĕслĕхрен, Шут палатине парламент йĕркелессине е общественноç тата Интернетра вăл е ку проектшăн сасăланă çĕр пин граждан валли саккун пуçарулăхĕ кирлине, е вырăнти, регион шайĕнчи референдум институтне вăйлатассине. Референдумăн наци пĕлтерĕшĕ пирки мĕншĕн çакнах калама юраманнине ăнланмастăп, мĕншĕн тесен, тĕрĕссипе, ку институт пĕтĕм шайра пĕтсе ларнă. Çапах статьяра палăртнă пĕтĕм мерăна вĕçне çитерес тĕк вĕсем ырă кăтартупа савăнтарма пултараççĕ. Аудиторин пĕр-пĕр пайĕ те пулин кăмăллă юлĕ. Çак мерăсене Президент реформинче палăртнин хушăмĕ пек йышăнас тăк - çапла, сисĕмлĕ витĕм пирки калаçма пулать. Енчен те вĕсене уйрăммăн пăхса тухас тăк ку сĕнÿсене “косметика утăмĕсем” тесе йышăнма май килет. Ку статьяна автор тĕнче курăмне кăтартни енчен илсен программа теме юрать, çапах политика тытăмĕн çул-йĕр карттине йĕркелессин пĕлтерĕшĕпе мар. Çакнашкал çул-йĕр картти пултăр тесен тата татăклăрах, тĕплĕрех ыйтусене - пирĕн патшалăхăн Конституцийĕпе çыхăннисене - хускатни кирлĕ.
Анатолий МАРКОВ, республикăри политика репрессийĕсенче шар курнисен - инвалидсен общество организацийĕн правленийĕн председателĕ, профессор:
- Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Владимир Путинăн пĕрремĕш статйи кăрлач уйăхĕн варринче кун çути курчĕ. Халĕ акă массăллă информаци хатĕрĕсем унăн тăваттăмĕш хайлавне вулакан патне çитерчĕç. Кашнинех патшалăх аталанăвĕн кулленхи çивĕч ыйтăвĕсене халалланă. Эпир вĕсене çĕр-шывăн малалли талпăнăвĕн анлă программи пек хаклама пултартăмăр. Çакăнтан халăхăн пурнăç тăнăçлăхĕ, условийĕсен ÿсĕмĕ, çамрăк ăрусен пуласлăхĕ килет-çке. Организаци йышĕнче тăракансем пур статьяна та пысăк хавхаланупа йышăнчĕç, сÿтсе явма та хутшăнчĕç. Эпĕ, вĕсен ертÿçи пулнă май, кашнин ячĕпе çирĕплетсе калама пултаратăп: статьясенче - стратеги пĕлтерĕшлĕ шухăшсем, ăнлавсем, тĕллевсем. Чунра ырă туйăм вăранчĕ, апла тăк - пурнăç малалла.
Эпир коммунистсем пуç пулса пурăннă тапхăра лайăх ас тăватпăр. Сталин влаç тилхепине тытсан ним айăпсăр пин-пин çын сăлтавсăр шар курнине истори анналĕсенче, ссылка-каторгăран таврăнайманнисен çывăх çыннисен чун-чĕринче тарăн йĕр хăварса çырăнса юлнине ялан асра тытатпăр. Ун чухне кÿршĕ кÿршинчен хăраса-шикленсе пурăннă. Турра шĕкĕр, çав тапхăр иртнĕ вăхăта куçрĕ.
Халĕ демократи аталаннă çĕр-шывра пурăнатпăр. Политика тытăмне, судпа право хуралĕн ĕç-хĕлне, ку сăмах пур сферăпа отрасле те пырса тивет - çĕнетсе улăштармалли, тăнăç организмлă патшалăх туса хумалли вăхăт çитнине пурнăç кăтартса пачĕ. Çакăн шăпи халăх хăйĕн ăнланулăхĕпе шухăшлавĕнчен, яваплă вăхăтра тĕрĕс утăм тума пултарнинчен килнине ан мантăр кăна.
Петр КРАСНОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ:
- Вулакан асăннă статьяпа паллашнă хыççăн Владимир Владимирович пирĕн пĕр кĕвĕллĕ пурнăçа çĕнĕ варкăш илсе кĕнине туйрех пулĕ тетĕп. Мĕн пытармалли: влаç тытăмĕсенче те, тĕрлĕ парти хушшинче те ăнланманлăх саманчĕ халĕччен те сахал мар пулнă. Çав ăнланманлăха сирекен, пурне те пĕр тĕллевпе ĕçлеме пĕтĕçтерекен, шухăшлава анлăлатакан, хамăр пурнăçа пур енлĕн, тишкерÿллĕн хаклакан, яваплăхран пăрăнмасăр çитменлĕхсемпе кăлтăксене, туса çитерменнине хак паракан шухăшсем витĕмлĕ. Влаçпа халăх хушшинчи çыхăну çирĕпленмелле. Пурнăç чăнлăхĕ: вĕсем уйрăммăн пурăнма пултараймаççĕ. Патшалăх политикин тата суд тытăмĕсенче кун хыççăн пысăк улшăнусем пулмаллах. Статьяра вырăнти хăй тытăмлăх, пĕтĕмĕшле федерализм, коррупципе кĕрешес ыйтусене çивĕч хускатнă. Палăртни пурнăçлансан, вăл вара - пурнăçа кĕмеллех, çакă çапла пуласса эпĕ чунпа, ăспа ĕненетĕп, шанатăп, - пирĕн малашлăх татах уçăмланĕ. Пĕтĕмлетерех калас тăк - демократи мĕнле аталанса пырасси, вăл хăш «çулпа утасси» пурне те интереслентерет. Тĕрлĕ партире тăракансене, тĕрлĕ шухăшлă çынсене шухăшлаттармалла. Хуравне пысăк пĕлтерĕшлĕ, уçăмлă статьяра шырама сĕнĕттĕм.
Сергей ДИМИТРИЕВ, Чăваш Республикин патшалăх ĕçлев службин ертÿçи:
- Эпир чылай чухне хамăр ирĕклĕ обществăра пурăнни, информаципе туллин усă курни çинчен шухăшлама «манатпăр» ахăртнех: мĕн тĕв тунине уççăн калатпăр, мĕн тăвас тенине тăватпăр... Пирĕнтен тата пирĕн ирĕклĕ суйлавран Раççей малашлăхĕ нумай килнине яланах асра тытасчĕ. Пире, пирĕн хыççăн килекен ăрусене тăнăç аталанакан патшалăх кирлĕ. Статьяра çакăн çинчен пĕтĕмпех уççăн çырнă, патшалăх умĕнчи çивĕч ыйтусене халăхпа канашласа татса пама кирлине палăртнă. Вĕсем вара сахал мар. Статьяри кашни пай ячĕ çавăн çинчен калать. Халĕ пĕтĕмпех хамăртан килет.
Источник: "Хыпар"